Чикĕ леш енчи опытпа - хамăр тăрăхра

15 Нарăс, 2017

Шупашкарта çуралса ÿснĕ Оксана Лаврентьева пĕчĕк чухне çăвĕпех ялта асламăшĕ-кукамăшĕ патĕнче пурăннă, тăванĕсене выльăх-чĕрлĕх пăхма пайтах пулăшнă, ĕне те сунă, «Эпĕ хуларан», — тесе пуçне каçăртман. Ял пурнăçĕ ун чухнех килĕшнĕ ăна, халĕ те илĕртет.

Çавăнпах пике аслă шкултан вĕренсе тухсан ашшĕн тăван тăрăхне — Вăрнар районне — кайса хăйĕн специальноçĕпех ĕçлесшĕн. «Этеме харăсах темиçе тĕрлĕ тухтăр сиплет. Выльăх-чĕрлĕхе вара — пĕр ветеринар çеç. Унăн патологоанатом та, ветсанэксперт та пулмалла, чĕрчун организмĕн пĕтĕм уйрăмлăхне пĕлмелле. Пĕр енчен кÿренмелле пек, тепĕр енчен вара çакă питĕ кăсăклă, çавна май Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ветеринари медицинипе зоотехни факультетне вĕренме кĕтĕм», — каласа кăтартрĕ Оксана. Хăйĕн умне лартакан тĕллевсене чăна çавăрма хăнăхнă çав вăл. Шкулта вĕреннĕ чухнех ют çĕршыва, чи малтан Америкăна, кайса курас шухăш çуралнă унăн. Чăн та, хальлĕхе АПШна çитсе килеймен-ха хĕр, çапах чикĕ леш енче 8 уйăх практикăра пулнă. Академире 2-мĕш курсра ăс пухнă вăхăтра Германие практикăна кайма май пуррине пĕлсен тăрăшсах хатĕрленме пуçланă. Нимĕç чĕлхине тарăнрах вĕрентес тĕллевпе аслă шкултах йĕркеленĕ курссене çÿренĕскер AKI программа тĕрĕслевĕсем витĕр çăмăллăнах тухнă, пĕлтĕрхи пуш уйăхĕн вĕçĕнче инçе çула пуçтарăннă.

Оксана Баден-Вюртем-бергра Юрген Хайнриг хуçа-лăхĕнче пулнă. Фермер ĕне, сысна, сурăх усрать, тем тĕрлĕ пахчаçимĕç çитĕнтерсе сутать, тĕпрен илсен хăйĕн çемйипе ĕçлет. Кашни çулах тĕрлĕ çĕршыври студентсене хăйĕн патне стажировкăна илет. Юрген патĕнче чăвашсем те практикăра пулнă, çавăнпа вăл пирĕн ентешсем ĕçчен те тăрăшуллине пĕлет. Оксана мĕнле ĕçленипе те кăмăллă юлнă вăл. Çав хуçалăхрах Астрахань хĕрĕ Даша та практика тухнă, унпа пĕр çуртра пурăннăран чăваш пики хăйне ют çĕрте пĕччен пек туйман. Академи студентки пĕр самантшăн çеç кăштах пăшăрханать: ăна хальччен сысна пăхса курман тесе выльăхсемпе ĕçлеме шанман, пахчаçимĕç çитĕнтернĕ çĕре явăçтарнă. Оксана помидор-хăяра, баклажана, сухана тата ытти çимĕçе çумкурăкран тасатнă, ытлашши турачĕсене иртнĕ, шăварнă, пулса çитнисене сутлăх валли пуçтарнă. Биопредприяти пулнă май чылай ĕçе алăпа пурнăçлама тивнĕ. Ентешĕмĕр пахчаçимĕç çитĕнтерес ĕçĕн пĕтĕм вăрттăнлăхне пĕлет халĕ, çавна май кăçал хăй те калчасем лартса ÿстересшĕн. Вăрлăх туянса хунă ĕнтĕ.

Пике Дашăпа пĕрле /вăл та ветеринара вĕренет/ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăннă ыйтусене халалланă фестивальсене те хутшăннă, ăçта мĕнле мероприяти иртесси пирки вĕсене нимĕç каччи Нико пĕлтернĕ, хушăран хăй те пынă. «Фермăсенче пулса куртăмăр, предприятисенче мĕнле ĕçленине сăнарăмăр. Унта ĕне сăвакан робота пĕрремĕш хут куртăм. Çапах мана пуринчен те ытларах навуса автомат мелĕпе тасатакан тытăм килĕшрĕ. Ку маншăн çĕнĕлĕх пулчĕ», — калаçăва тăсрĕ Оксана. Вăл Юрген Хайнриг практикантсене ĕнине пăрулаттарнă çĕре чĕннине те аса илчĕ. Пăрăва туртса кăларма пулăшакан ятарлă аппарат та пур иккен унта. Студентка, хальччен кун пеккине курманскер, кашни саманта тимлĕн сăнанă. Çавăн пекех хĕрсем пушă вăхăтра Кельна, Берлина, Хайдельберга çитсе курнă, унти паллă вырăнсемпе паллашнă.

«Германире пурăнакансем тараватлă, иртен-çÿрене пурте сывлăх сунаççĕ. Унта арçынсемпе хĕрарăмсем пĕртан, çавна май этемлĕхĕн черчен çуррин йывăр ĕçсене те пурнăçлама тивет. Аякра чухне шеф хушнипе кĕреçепе тăпра та ывăтрăм, хамăр патра пулсан ку ĕçе атте тăвĕччĕ. Нимĕçсен менталитечĕ урăхларах, ăна тÿрех хăнăхма çăмăл мар», — уçăмлатрĕ студентка. Вăл каланă тăрăх — Баден-Вюртембергра вырăс нумай, лавккасенче Раççейре кăларнă канфет-печени, ытти çимĕç сутаççĕ.

Оксана пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕн вĕçĕнче тăван тăрăха таврăннă. Ют çĕршыва практикăна татах кайма хирĕç мар вăл, анчах хальхинче 4 уйăхлăх çеç пулсан аванччĕ тет, инçе çĕрте çывăх çыннисемшĕн тунсăхланине палăртать. Чикĕ леш енче пухнă опыт хăйне пурнăçра кирлĕ пуласса шанать. Практика пирки Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн студенчĕсене тăтăшах каласа кăтартать: аслă шкулта Германие каяс текен йышлă-çке.

О.Лаврентьева пахчаçимĕç ÿстернипе пĕрлех ĕне те усрама пуçласшăн, чăн та, юлашкинчен асăннине диплом илсен çеç пурнăçа кĕртесшĕн. Хальлĕхе ашшĕн пĕртăванĕсем темиçе ĕнепе вăкăр, кролик йышлă усранине хавхаланса каласа кăтартать. Кирлĕ тĕк çав выльăхсене сиплеме те хирĕç мар пулас ветеринар. Студентка хăй тепĕр чухне ял хуçалăх техникумĕсенче вĕренекенсене ăмсаннине те пытармасть: «Вĕсен практика нумайрах, пирĕн вара — теори», — тет. Хăйсене операци хирургийĕн вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарма пуçласса чăтăмсăррăн кĕтет, выльăхсене операци тумашкăн хăнăхма палăртать.

«Тепĕр 2,5 çултан, вĕренсе пĕтерсен, яла кайса хамăн ĕçе уçас ĕмĕтĕм пур. Чăн та, унччен туса илнĕ продукцие ăçта тата мĕнле майпа тупăшлăрах вырнаçтармалли меслетсене тишкермелле. Май пулсан пуçламăш утăмсем тăвакан фермерсем валли йĕркелекен курссене те кайăп», — чунне уçрĕ хĕр. Оксана пек пуçаруллă çамрăк ытларах пулинччĕ, ун пек чухне ялсем пĕтсе мар, аталансах пырĕç!

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.