Виçĕ хĕрĕн виç шăпа

10 Ака, 2014

«Шăпа - жребий, удел, участь, судьба, доля» - тесе ăнлантарать М.Сироткин профессор редакциленĕ «Чăвашла-вырăсла словарь». Пĕр сăмахпа - пÿрни. Çÿлтен такам хушнипе пулса пыракан пурнăç çулĕ. Халăхра та çапла калаççĕ: «Турă çырнинчен иртеймĕн», «Кама мĕн пÿрнĕ, çавна курасах пулать», «Кашни çыннăн хăйĕн шăпи».

Чăнах та çапла-ши ку? Енчен те çынран хăйĕнчен нимĕн те килмест пулсан тăрăшма та кирлĕ мар. Тепĕр майлă каласан ан вĕрен, ан ĕçле, йывăрлăхсене ан çĕнтер, усалпа ан кĕреш... Пур пĕрех мĕн пуласси санран иртсе каймасть!..

Пĕр шкула харăс виçĕ хĕр ĕçлеме килчĕ. Пĕр çултисем, пурте Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Виççĕшĕ те ялта ÿснĕ, хура ĕçе хăнăхнă. Ашшĕсем вăрçăра вилнĕ, амăшĕсем кунĕн-çĕрĕн колхозра тăрăшнă. Пурин те пĕрешкел шăпа.

Анчах шкулта пурне те кĕçĕн класс тивĕçмерĕ. Директор вĕсенчен пĕрне пионер дружинин аслă вожатăйĕнче, теприне библиотекарьте ĕçлеме сĕнчĕ. Учительсемпе пĕр праваллă пулма рисованипе музыка урокĕсене хушса пама шантарчĕ. Хĕрсем хаваспах килĕшрĕç. Пĕр шкулта юлма май килнĕшĕн савăнчĕç. Пурăнма та вĕсене пĕр хваттерех вырнаçтарчĕç. Регина Васильевна - вожатăй тата рисовани учителĕ, Галина Петровна - библиотекарь тата музыкăна вĕрентекен, Руфина Степановна 1-мĕш класс учительници.

Виçĕ хĕр, виçĕ тус-тантăш, пĕрле ĕçлерĕç, пĕрле канчĕç, пĕр кĕнекесене вуларĕç. Аслă пĕлÿ илме шухăшларĕç те куçăнсăр майпа вĕренме кĕме институтра экзамен тытрĕç, уйрăлмасăр пĕрле çÿрерĕç. Хаваслăччĕ вĕсем, юрлама юрататчĕç. Çамрăклăх, хитрелĕх, çирĕп туслăх, çутă малашлăха шанни хăват парса тăнă хĕрсене.

Сасартăк Галина никам кĕтмен-туман çĕртен хăйĕнчен чылай аслă, халĕччен курман-илтмен каччăпа пĕрлешрĕ. Тăванĕсем патне хăнана кайнă та çавăнтанах вăрласа кĕнĕ иккен ăна. Тусĕсене вăл нимĕн те ăнлантармарĕ, кашни кун пилĕк çухрăмри ялта пурăнакан мăшăрĕ патне çуран çÿреме пуçларĕ, хĕрсемпе хутшăнма та пăрахрĕ. Çитменнине ĕçпе кану вăхăчĕ те вĕсен пĕр килмерĕ.

Кăшт вăхăт иртсен çамрăк хĕрарăм хăй тавралла арçынсене явăçтарма пуçларĕ: яшши те, ватти те явăнаççĕ. Анчах вăл пурне те йышăнмарĕ, кирлĕреххисене вара хăйĕнчен вĕçертмерĕ. Хăйĕнчен 30 çул аслăрах колхоз председателĕпе, Социализм Ĕçĕн Геройĕпе, çывăхланчĕ, унтан - ял Канашĕн пуçлăхĕпе. Райкомпа ĕçтăвкомран килсе çÿрекен инструкторсем те чей ĕçме кĕрсе тухатчĕç «пултаруллă» хĕрарăм патне. Кучченеçпе хăналатчĕç, машинисемпе килне леçсе яратчĕç. Шкул библиотеки самай пуянланчĕ авторитетлă çынсем пулăшнипе. Тен, çавăнпа та шкул директорĕ те кăмăллăччĕ ун ĕçĕпе. Паллă çынсемпе тĕл пулу ирттерме ăстаччĕ Галина Петровна.

Тăватă ывăл çуратрĕ вăл. Хăш ывăлĕ камран пулнине тĕрĕсех пĕлмесен те ачисен ашшĕсем пули-пулми ухмах маррине лайăх чухлать: «Пĕри - врач, тепри - райком инструкторĕн, йĕкĕрешсем - Социализм Ĕçĕн Геройĕн ывăлĕсем».

Анчах Галина ирех тăлăха юлчĕ. Упăшки çакăнса вилчĕ, хăй ĕçке ярăнчĕ. Тус-тăванĕсемпе хутшăнма пăрахрĕ, ачисемпе çураçса пурăнаймасть.

Руфина та нумай тунсăхласа пурăнмарĕ, парти райкомĕн 2-мĕш секретарьне качча тухрĕ те çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен ĕçлеме райцентра куçрĕ. Кил-çурт туса та, выльăх-чĕрлĕх пăхса та асапланмарĕ пуçлăх арăмĕ. Мĕн кирли хăйсем ыйтмасăрах сĕтел çине килсе выртрĕ: пылĕ, ашĕ-çăвĕ, пахча çимĕçĕ, улми-çырли - тăванĕсем валли те çитетчĕ. Икĕ хутлă, ултă пÿлĕмлĕ уйрăм çурт лартса пачĕç. Унта-кунта райком машинипех çÿреççĕ. Транспортшăн та, топливăшăн та укçа пĕтермеççĕ. Кашни çул тÿлевсĕр путевкăпа тинĕс хĕрринче е санаторире канаççĕ. Виçĕ ача ÿстерчĕç мăшăрĕпе. Хĕрне, врач пулма вĕренсе тухсан, районти больницăна вырнаçтарчĕç те кĕçех тĕп врач туса хучĕç. Пурăнасса ашшĕ-амăшĕ çумĕнчех пурăнать пулин те Шупашкарта ун валли хваттер туяннă. Икĕ ывăлне те студент чухнех тăватшар пÿлĕмлĕ хваттерсем туянса панă. Хаклă çăмăл машинăсемпе çÿреççĕ. Ятлă-сумлă çынсен хĕрĕсемпе çемье çавăрнă. Хăйсене кăмăла каякан ĕç тупнă. Руфинăпа мăшăрĕ пули-пулми çынпа калаçмаççĕ, ятлă-сумлисемпе кăна ĕçсе çиеççĕ.

Регина часах качча тухмарĕ. Хыçран çÿрекен яш сахал марччĕ пулин те никам патне чун туртнине сисмерĕ хĕр. Лайăхраххисен арăмĕ пулма тивĕç мар тесе шухăшларĕ, япăхраххисене хăй тиркерĕ. Юлашкинчен агрономпа çемье çавăрчĕ: «Хам шайри», - терĕ.

Володя та Регина пекех ашшĕсĕр чухăн çемьере ÿснĕ, çити-çитми пурнăçпа вĕренсе тухнă. Ашшĕнчен юлнă кил-çуртне тахçанах çĕнетме вăхăт çитнĕ. Никам пулăшмасăрах çĕклерĕ çамрăк мăшăр хуçалăха. Икĕ ача ÿстерсе вĕрентсе çын турĕç. Хĕрĕ те, ывăлĕ те аслă пĕлÿллĕ. Ачисем хăйсен вăйĕпе хулара хваттер туянчĕç, çăмăл машинăпа çÿреççĕ. Ашшĕ-амăшне пулăшсах тăраççĕ. Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмеççĕ. Ют çĕр-шывсем тăрăх çÿресе укçа тăкмаççĕ, санаторисенче канса вăхăта сая ямаççĕ. Хушăран пухăнса театр е концерт кайса кураççĕ.

Регина Васильевна хăйне телейлĕ çын тесе шухăшлать. Лайăх шăпа парнеленĕшĕн турра тав тăвать. Çамрăк чухнехи хĕр-тусĕсене те манмасть: çыру çырать, уявсенче телефонпа шăнкăравласа саламлать, хăнана чĕнет. Анчах лешсем салам яма васкамаççĕ. Мĕн тăвăн, кашни çыннăн хăйĕн кăмăлĕ, шухăшĕ...

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.