- Чăвашла верси
- Русская версия
Василий АБАМЗИН. Кримплен костюм
Пулнă çав вăхăтсем, пулнă... Кролик çĕлĕкĕ те тупса илме çукчĕ. Çĕр-шыва çаратнă чухне Чубайс тавра Америка шпионĕсем «тăрăшнă» теççĕ. Совет саманинче те пулнă пуль унашкаллисем. Халăх пуйса кайса лайăх пурăнасран хăранă ĕнтĕ. Çавăнпа та уйрăм харпăрлăх тенине ура хума хĕтĕртнĕ-тĕр, вăл хăрушлăх кăларса тăратасса вăрттăн ĕнентернĕ ĕнтĕ. Ĕçлетĕрччĕ тÿрĕ кăмăллă халăх, налукне тÿлетĕр. Ан вăрлатăр çеç, усă кÿтĕр. Кайран авă Чубайспа унăн хÿрешкисем ырă çынсем ĕçлесе тунă патшалăх пурлăхне чееленсе кукăр алăллисене, ĕмĕтсĕрисене валеçсе пачĕç, халăха тата ытларах чухăна хăварчĕç.
Пулнă çав вăхăтсем, пулнă... Укçу пулсан та çын çине тухма тесе йĕркеллĕ тумтир илме кансĕрччĕ.
Мана шăпа тени Василий Самойлов (Эверккел) çыравçăпа çывăхлантарнăччĕ. Самаях çивĕч сатира, шÿт, пароди çыратчĕ хăй вăхăтĕнче. Унпа пĕрле ĕçленĕ те эпĕ. Тинĕссенче урлă та пирлĕ ишсе пурнăçа тăраничченех тутаннăскер самаях хăюллăччĕ. Тĕрлĕ мыскара сехечĕ-сехечĕпе каласа пама пултаратчĕ.
Самар чăвашĕ таланчĕпе хăвăрт палăрас шутпа Шупашкара «парăнтарма» килсен Атăл хĕрринчи кимĕсен айĕнче мĕнле çывăрса пурăнни çинчен юптарса кăтартатчĕ. Çапса çăвакан çумăрлă та тĕттĕм каçсене сăнарланă пĕр сăввинче вăл çапларах çырнăччĕ: «Кун пек чухне çÿреççĕ хуçасăр йытăсем – тата... хваттерсĕр поэтсем». Эпĕ унпа паллашнă чухне унăн пурнăçĕ чиперленнĕччĕ ĕнтĕ.
«Атя хамăр шутпа виçĕ кунлăх кану илетпĕр те тумтир туянма Мускава чăматпăр», – сĕнÿ пачĕ вăл. Хаваспах килĕшрĕм.
Тĕп хула хапăлах йышăнмарĕ пире. Ăна лайăхах та пĕлместпĕр. Çавăнпа вокзалсен çумĕнчи пысăк универмагсенче терткелешетпĕр. Халăхĕ хĕссе лартнă пек. Акă кунта кĕрĕк е çĕлĕк... илсе килнĕ имĕш. Черет укçалла сутакан та темĕн чухлех. Патне çитетпĕр – япали пĕтет. Аптранă енне урамра ирĕккĕн пыракан çынран ыйтма шутларăмăр. «Пире лайăхрах костюм кирлĕ. Ăçта илме пулать-ши?» – терĕмĕр. «Кунтан инçех те мар «Большевичка» фабрика пур...» – ăнлантарчĕ пире. Çитрĕмĕр унта – куç-пуç чарăлса кайрĕ. Лавккинче кримплен костюмсем çакăнса тăраççĕ! Ун чухне вĕсем йăлана çеç кĕнĕччĕ-ха. Пĕрне тытса пăхатпăр, теприне... – пурте шалпар. Вĕсене тăхăнса çÿремешкĕн кампар çын та тупăнассăн туйăнмасть. Пирĕн çине кунта ĕçлекен арçын куларах пăхса тăрать. Василий Алексеевич тавçăрса илчĕ: ăна укçа тĕкмелле! Лешĕ хăвăртах килĕшрĕ. Кайрĕ те икĕ костюм илсе килчĕ, пĕрне мана тыттарчĕ, теприне – Эверккеле. Тăхăнса пăхатпăр – каснă-лартнă пире валли çĕленĕ тейĕн. Укçа паратпăр ăна – алран илмест. «Костюмсен кĕсйисене чикĕр», – тет.
Ун чухне сĕтев тени хальхи пек пысăк марччĕ, пĕр е икĕ-виçĕ пулăштух илмелĕх çеç. Лацкан çине çакнă «СССР журналисчĕсен союзĕ» паллăна асăрхарĕ вăл сасартăк.
– Ăçта çыратăр? – ыйтрĕ пăлханса.
– Ниçта та. Эпир ача-пăча кăларăмĕсенче çеç ĕçлетпĕр, – лăплантарчĕ юлташăм.
Çырма-и? Кримплен костюмĕллĕ тунăшăн пысăк тав. Мускавран пушă алăпа таврăнсан чĕр мăшкăл-çке. Туянмалли татах нумай. Кунĕпех çÿресе ывăннă урасем сĕрлеççĕ. Канас килет. Пĕр хăна çуртне пыратпăр – вырăн çук, тепринче те – яхăнне ямаççĕ. Пирĕнпе калаçасшăн та мар. Çав вăхăтрах хăш-пĕрин паспорчĕ асамлă тейĕн. Ун ăшне нухрат чикнине эпир чухлама та пултарайман.
Хусан вокзалне таврăнтăмăр. Кунта халăх хĕвĕшет. Ăçта та пулин сĕвĕнес килет. Кану пÿлĕмĕ текен тĕле аптранă енне пырса тухатпăр. Кунта та черет. Сасартăк икĕ арçын пырса тухрĕ. Пичĕ-куçĕсем шыçăнса кайнă. Çĕр каçма вырăн пуррине пĕлтерчĕç. Кĕпĕр! çавăрса илтĕмĕр вĕсене.
«Çук, каймастпăр, – чарчĕ мана юлташăм. – Те çаратма илсе каяççĕ». Пырас текеннисем хушшинче çар çыннисем те пуррине курса шухăшне çийĕнчех улăштарчĕ.
Метроран тухса нумаях те утмарăмăр – тĕттĕмре темĕнле «хуралтă» тĕлне пырса тухрăмăр. Вакунсем юсаççĕ иккен кунта. Пĕрин алăкне уçрĕç те вырнаçма хушрĕç. Çĕтĕк матрассемпе утиялсем те пур-мĕн. Эпир виççĕмĕш яруса (ăпăр-тапăр хумалли вырăна) хăпарса выртрăмăр. Кунта шанчăклăрах. Çывăрса кайсан та пирĕн кримплен костюмсене вăр-вар пĕçертеймеççĕ. Вĕсене пуç айне те хунă-ха. Тÿрех укçа пуçтарчĕç «тарават хуçасем».
Эпир, ывăннăскерсем, хытах ыйха путнă. «Васкăр, васкăр, ĕçлекенсем киличчен хăвăртрах пуçтарăнса тухса кайăр!» – кăшкăрашма пуçларĕç ир-ирех. Йăр-япăр сиксе тăтăмăр. Тумланма та кирлĕ мар – салтăнмасăрах çывăрнă. Япаласене илтĕмĕр те вакунран тухма тытăнтăмăр. Тĕтĕм палкаса кĕчĕ алăкран.
– Пушар! – кăшкăрса ячĕ Василий Самойлов.
– Ан хăра, пушар мар – тĕтĕм чаршав ку, – лăх-лăх кулчĕ шыçăннă пит-куçлă хуçа. – Ĕçе килекенсем сире асăрхасран вăл.
«Хуралтăран» тĕтĕмпе чыхăна-чыхăна тухрăмăр та уçă сывлăшшăн савăнтăмăр. Шăм-шак çапах та каннă.
– Ушкăнра офицерсем пулман пулсан кунта тем парсан та килес çукчĕ. Темĕнле çынсем-ха. Вĕлерме те пултараççĕ, – йăл-йăл кулать хăюллă юлташăм. «Тĕтĕм чаршав» ятлă кулăшла калав çырасшăн хавхаланса пырать.
Кримплен костюмпа çынсене ăмсантарса çÿрерĕм. Çирĕп иккен вăл. Тĕсне те çухатмарĕ. Йăларан тухсан ялта аттене парса хăвартăм. Уявсенче тăхăнатчĕ. Вăл вилсен пÿрт алăкне çĕмĕрсе кĕрсе такам илсе кайнă ăна. Ун чухне Ельцин саманиччĕ ĕнтĕ.
Василий Самойлов темиçе уйăхранах сасартăк укçасăр кавсăлса çитсен паха кримплен костюмне аса илнĕ те сутма вокзала пынă. Туянас текенни тÿрех тупăннă. Хаклашса тăнă вăхăтра милиционерсем пырса тухнă та сутаканнине спекулянт тесе хăйсемпе пĕрле илсе каясшăн пулнă. Ку турткалашнă. Илме шутлани вара çав вăхăтра костюма хĕстерсе çынсен хушшине кĕрсе çухалса тарма ĕлкĕрнĕ...