Çирĕп тымарăн хунавĕ тĕреклĕ

1 Нарăс, 2017

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте.

Кукамай панă пăру тынашка парнеленĕ хыççăн пурнăç кăштах çăмăлланнă пек туйăнчĕ. Ĕç кунĕсене кура колхоз уйăрнă тырра илмешкĕн ĕне кÿлсе кайрăмăр. Михаил Трофимович учитель пире шеллесех налук тÿлемешкĕн укçа пачĕ.

1945 çулта вăрçă чарăнсан фронтран таврăннисем юхăннă хуçалăха ура çине тăратмашкăн кÿлĕнчĕç: кĕлетсене, хуралтăсене юсарĕç, ферма витисене тепĕр вырăна куçарса çĕнетрĕç. 1947 çулта тырă ăнса пулчĕ, халăха валеçсе памашкăн та çитрĕ. Тинех çăкăр пĕçерсе тăраниччен çиме тытăнтăмăр. Техника тивĕçменнипе тырра лаша вăйĕпе ĕçлекен молотилкăпа çапаттăмăр. Пăрçапа ясмăка тĕшĕлемешкĕн тихасене аштараттăмăр.

Çул çитмен çамрăксене çав тапхăрта уйрăмах йывăр пулнă. 1932-1933 çулсенче çуралнă ачасем вăрçă çулĕсенче тата ун хыççăн колхозра тар тăкнине шута хумарĕç. Ĕçе янă чухне вара эпир миçе çулта пулнине никам та ыйтса тăман. Хырăм выççи хăваланă пире çитĕн­нисемпе пĕрле вăй хума. Кăшт аслăраххисене ФЗОна вĕренме ячĕç. Пире, шĕвĕрккесене, ниçта та йышăнмарĕç, ирĕксĕрех çум çумламашкăн, тырă вырмашкăн кайма тивнĕ, ун хыççăн турта хушшине вăкăрсене тăратса кĕлте турттарнă. Вырма вăхăтĕнче колхоз столовăйĕнче апат пĕçернĕ, лаша урапи çине пĕр шетник лартса хирте ĕçлекенсем валли илсе тухнă. Кĕркунне тырă, çĕрулми леçме çÿренĕ. Лавсене тиесе пĕтерсен Исак Эллин кун каçмалăх 500-шер грамм çăкăр паратчĕ, ĕçкунĕпе шалу çавă пулнă. Каç пулсан çĕрĕпе прицепщикра çÿрерĕм: трактористсемпе пĕрле ĕçлеме лайăхчĕ, унсăр пуçне апат çитеретчĕç тата.

Юхăннă колхоза вăй илтерессишĕн çынсем кар тăрса ĕçленĕ. 1950 çулта Треньелте кирпĕч завочĕ туса лартрĕç. Çав çулах хуçалăха ертсе пыма суйланă Н.Антонов фермăна йĕркене кĕртме тытăнчĕ, чи малтан ĕне вити çĕклерĕ, унтан — шкул, клуб, лаша, пăру витисем, тырă склачĕ, арман...

Уй-хир те тухăçпа савăнтарчĕ: 1 гектартан тĕштырă 35 центнер туса илнĕ, чĕкĕнтĕр, сухан, хăмла ăнса пулнă. Тырă акма кăна мар, колхоз выльăхне тăрантарма та çитнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх йышĕ ун чухне 350-400 пуçа çитнĕччĕ. Халĕ вара нимĕн те çук. Малашне мĕн курассине Турă кăна пĕлет. Хуçалăха пĕлсе ертсе пыракан пултаруллă ертÿçĕ кирлĕ. Ял халăхне хисеплемесĕр ырă улшăну пуласси иккĕлентерет.

Учитель пулаймарăм...

Ванька кукка авланать, туя хатĕрленмелле. Эрех юхтарма вутă кирлĕ. Ватă лашана кÿлсе Кĕтернесемпе пĕрле Маюк аппасем патне Шăмăршă вăрманне кайрăмăр. Пĕрлехи вăйпа йывăç касса тиесе тухрăмăр — лесниксем ярса тытрĕç те лава пушаттарчĕç. Çапах яла пушăлла таврăнмарăмăр-ха, урăх çĕртен тиесе килтĕмĕр. Йывăçа ирĕк памасăр каснăшăн Маюк аппапа Çеруш, пĕртăван Эрушсем кайран мĕн чухлĕ нушаланмарĕç-ши? Явап тыттарчĕç, тăкак кÿнĕ тесе укçа тÿлеттерчĕç. Йывăр самантра ратне вĕсене пулăшрĕ. Çапла майĕпен инкеке сирме пултартăмăр.

Ÿссе пынă май çакна туйса илтĕм: çывăх çыннăмсемпе пулса иртекен пĕтĕм пăтăрмах саккун йĕркине пĕлменнипе çыхăннă. Апла тăк çутталла туртăнмалла, шкулта вĕреннипе кăна çырлахмалла мар, пĕлĕве малалла пуянлатмалла. «Вĕренни — çутă, вĕренменни — тĕттĕм», — тесе халăхра ахальтен каламаççĕ вĕт. Ăс пухас тĕллевпе Патăрьелĕнчи педучилищĕне çул тытрăм. Шкулта тăрăшса вĕреннине кура çăмăллăнах кĕтĕм унта. Шел те, çитмен пурнăçа пула нумай тытăнса тăраймарăм, яла таврăнтăм. Нушаран ниепле те хăтăлса пĕтейместпĕр. Нĕркеçри кукамайсем те пĕрле çăмăлрах пуласса шанса çуртне, ĕнине сутса пирĕн пата куçса килчĕç. Пысăк йыша пĕчĕк пÿртре тăвăррине кура çав укçапа ăна çĕнетрĕç. Пурнăçа сыпăнтарса пымашкăн çав-çавах кансĕр, пĕр парăмне тататпăр кăна — тепри тупăнсах тăрать: налук тÿлеме укçа çитмерĕ — сăмавара илсе тухса кайрĕç. Кукамайпа пĕр тăван Натали аппан ĕç шырама тиврĕ, вăл Луцки чиркĕвне просвер пĕçернĕ çĕре вырнаçрĕ. Унта ĕçлесе илнĕ пĕрремĕш шалупа сăмавара каялла илсе килчĕç.

Кун пек чухне эпĕ те кĕрĕк арки йăваласа лараймăп: МТСа кайрăм, трактор юсакансенчен вĕсене плугарь кирлипе кăсăклантăм. Пĕри йышăнмарĕ, тепри ĕçе илме килĕшрĕ. Хам ăçта тăрăшассине те ыйтмарăм-ха.Тутарсемпе пĕрле Ишек ялне ячĕç. Пултарнă таран вăй хутăмăр. Паллах, ахаль мар, унта 4 центнер тырă ĕçлесе илтĕмĕр. Вăхăт нумаях та иртмерĕ, мана суда чĕнчĕç: апатланнăшăн кивçене татман иккен. Ку хутĕнче те Натали аппа пулăшрĕ, 200 тенкĕ пачĕ.

Ишекре ĕçлет тесе пире çĕр­улми лартмашкăн ирĕк памарĕç. Çакăншăн анне хуйхăрнине кура председатель патне лаша ыйтмашкăн çитсе килме тиврĕ. Илья Майков ирех витене пыма хушрĕ. Чиперех сухалама тытăнтăмăр, çав вăхăтра мана кантура чĕннине пĕлтерчĕç. Çитрĕм хайхискер. Н.Чернов мана: «Яла ĕçлеме мĕншĕн килместĕн?» — теме пуçларĕ. Килте çимелли çуккине пĕлтерсен нимех те шарламарĕ.

Çĕрулми лартрăмăр. Алексей Федотов сухапуç тытса пачĕ, тавах ăна пире пулăшнăшăн.

Куйбышевра /халĕ — Самар/ ĕçлесе пурăнакан аппа çуратнă ывăлĕ хулара ăна пăхса çитĕнтерме кансĕррипе пирĕн патра ÿсрĕ. Тăванăм унтан посылкăпа ярса панă пусмаран пĕр фуфайка, ăшне аннен кивĕ кĕпине хуртарса пиншак çĕлеттерсе пачĕç. 1950 çулта вăрман касма хушсан çав тумпа тухса кайрăм. Колхоз çĕрулми, какай, çăнăх парса янă. Кăнтăр апатĕнче çĕрулми пĕçерсе çиеттĕмĕр. Каçхине киле таврăннă чухне пушăт илсе килсе çăпата тунă. Плана тултарсан киле ячĕç. Унта каймашкăн тепĕр хут ят тухсан нумай шутласа тăмарăмăр, МТСа ĕçе илмешкĕн заявлени çыртăмăр. Йышăнчĕç. 1952 çулхи пуш уйăхĕнче кустăрмаллă трактор çÿретме пултарнине çирĕплетекен удостоверени илтĕм. Андрей Никифоров вĕрентсе пынипе хурçă ута кунĕпех юсарăмăр.Çĕрле куç курмиех пулатчĕ. Чăх куçĕ нушалантарать иккен, киле хыпашлакаласа аран çитрĕм.

Çуракине тухсан Владимир Журавлевпа ĕçлерĕмĕр. Трактор çĕмĕрĕлсе кайрĕ, механиксем те юсаймарĕç, юрăхсăррине кура шутран кăлармаллине пĕлтерчĕç. Ĕçсĕр тăрса юлнăскер фермăри платниксен бригадинче кĕркуннеччен тăрăшрăм. Тырпул пиçсе çитсен Семен Головинпа тырă çапрăмăр. Сивĕтиччен те ку ĕçе вĕçлеймерĕмĕр.

1953 çулхи пуш уйăхĕнче вăрман кăларма ячĕç: вунă кун унта тар тăкатпăр та киле пĕр лав вутă тиесе таврăнатпăр. Хамăр кăларнă материалсене колхоз ураписене, ритванĕсене, сÿрисене, акапуçĕсене тумашкăн, сарай лартмашкăн çу каçипех турттартăмăр. Кĕркунне каллех моториста лартрĕç: Феоктист Филимоновпа Татмăш ялĕн мĕнпур тыррине çапса патăмăр. Ун хыççăн Катекри Маюк Никитина ĕçленĕ трактор çине куçрăм. Тĕрлĕ тиев турттарма урапа, пысăк йывăçа касса кустăрма ăсталарăмăр та Канаша молотилка илме кайрăмăр. Каялла таврăннă чухне Маяк тăвайккинчен аннă май кайри кустăрмана çыхса лартрăмăр, тăвалла хăпармашкăн вĕçертрĕмĕр. Çул хĕррипе пынă май пăта çийĕнсе татăлнипе Йăвашкел патне çитеспе йывăç урапа тухса ÿкрĕ. Ăна юсаса пĕр кун ирттертĕмĕр. Унтан каллех тырă çапрăмăр, сортировкăпа тасатрăмăр.

Çемье

Пурнăç йывăр-и, çăмăл-и? — ăна-кăна пăхса тăмасть, çут çанталăк саккунне пăхăнса малаллах шăвать. Сисмерĕм те, çирĕм çул тултартăм: малашлăх çинчен шухăшлама вăхăт çитнине тĕпе хурса килти хуралтăсене юсама тĕв турăм: малтан — алкумне, ун хыççăн ампара. 1954 çулхи юпа уйăхĕнче вара ялти сăпайлă та ĕçчен хĕрпе Валентина Кузнецовăпа çемье çавăртăм. Мăшăрăм фермăра ĕçлет, эпĕ — тракторпа. Пĕрлехи вăйпа пÿрте çĕнетрĕмĕр, мунча лартрăмăр. Вăхăт иртнĕ май йыш та хушăнса пычĕ: 1956 çулта çут тĕнчене Еля килчĕ, тепĕр 2 çултан — Таня, ун хыççăн — Надя...

Тĕпренчĕкĕмсене тĕрĕс-тĕ­кел пăхса ÿстермешкĕн, пурнăçа лайăхлатмашкăн ытларах ĕç­лесе илес тĕллевпе малалла вĕренме шут тытрăм, Казахстанран механизатор профессине илсе таврăнтăм. Малтанах прицепщикра тăрăшрăм, пултарулăха кура вырмара «Сталинец-6» комбайн шанса пачĕç. 1962 çулхи çу кунĕсем йĕпе-сапаллă тăчĕç. Пăрçа ани çине тухса çапма тытăнатпăр кăна — çумăр килет те çăвать, пĕрĕхтерсе кăна тăрать. Ăна пухса кĕртиччен чылай нушаланма тиврĕ.

Кĕркунне Дмитрий Дюкинпа иксĕмĕре тракториста куçарчĕç. Тырă алларăмăр, арманта авăртрăмăр, Канашран ял халăхĕ валли кирпĕч, хăйăр, вутă, брикет турттартăмăр.

Вăрçă çулĕсенчи, арканнă хуçалăха уралантарма хутшăннă тапхăрти выçă-тутăллă, çити-çитми пурнăç сывлăхăма самаях хавшатрĕ, чирлеме пуçларăм. Больницăра темиçе хут та выртса тухма тиврĕ. Хуçалăхри профком пулăшнипе санатори-курортра та пултăм. Самайлантăм вĕт, каллех трактор рулĕ умне ларса «Беларуçпа» сĕт турттарма тытăнтăм.

Тăрăшса ĕçленине кура ху­çалăх ертÿçисем сĕннипе патшалăх мана «Ĕçри хастарлăхшăн. В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» медальпе чысларĕ.

Çемье пысăкланса пынă май кирпĕчрен капмар çурт çавăртăмăр, «Урал» мотоцикл туянтăмăр. Ĕçрен вара нихăçан та уйрăлман: трактор çинчен ансан чылай вăхăт фермăра оператор-кочегарта вăй хутăм, сухан сушилкинче тăрăшрăм, ĕне-выльăх усрамашкăн утă кирлĕ пулнипе колхоз садне хуралларăм. Халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ.

Хыçсăмах вырăнне

«Çурхи тĕнче вăраннă чух,

Хаваслă кун шăраннă чух

Чун савăнать, чĕре сикет,

Çĕршывăм çинчен юрлас килет...» — Илле Тукташ сăввипе Герман Лебедев кĕвĕленĕ çак юрра Петр Петрович уйрăмах кăмăлланă /шел, вăл çутă тĕнчерен уйрăлса кайнăранпа çулталăк иртрĕ/. Пурнăçри йывăр самантсенче чуна пусарма, савăк вăхăтра кăмăл-туйăма çĕклеме пулăшнă унăн чĕрене пырса тивекен кĕвви-çемми.

Ĕç ветеранĕн кун-çулĕ аслă çĕршывăмăр историйĕн тĕрлĕ тапхăрĕпе пĕр килнĕ. Хăй палăртнă тăрăх, чи йывăр вăхăт — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсем. Ун чухнехи ахăр самана ăна ашшĕсĕр хăварнă. Амăшĕн, Валентина Гавриловнăн, виçĕ хĕрĕпе пĕр ывăлне ура çине пĕччен тăратма тивнĕ.

Петр Игнатьев шкул пĕтернĕ хыççăн тракториста вĕренсе тухнă. Çирĕм çулта миçе гектар çĕр сухаласа акнине шутласа та кăлараймăн. Фермăра операторта тăрăшнă тапхăр та икĕ теçеткене тăсăлнă. Кирек ăçта вăй хурсан та ĕçе тирпейлĕ тума хăнăхнă вăл. Çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх шутланнă: эрех-сăрапа иртĕхмен, пирус туртман. Ялти сăпайлă хĕрпе Валентина Кузнецовăпа çемье çавăрса пĕр-пĕрне пулăшса пынă, килĕштерсе пурăннă.

Петя тетепе Валя аппа тăхăр хĕр çуратнă, халăха юрăхлă çитĕнтернĕ. Çемьере тату пурнăç хуçалантăр тесе колхозра вăй хунисĕр пуçне килте те чылай тăрăшма тивнĕ вĕсен: пĕрлехи вăйпа çурт-йĕр çĕкленĕ, выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, пыл хурчĕ ĕрчетнĕ, пахчаçимĕç лартса ÿстернĕ.

Тăрăшулăха тивĕçлипе хак­ласа Петр Петровичпа Валентина Ивановнăна ĕç ветеранĕн ячĕпе чысланă.

Телейлĕ çынсем вĕсем, Игнатьевсем: хĕрĕсем Еля, Таня, Надя, Галя, Алевтина, Люда, Марина, Оля тата Инна пурнăçра хăйсен вырăнĕсене, юратнă ĕçĕсенче чун киленĕçне тупнă, мăшăрĕсемпе, ачи-пăчипе тĕрĕс-тĕкел те тату пурăнаççĕ. Çакăн пирки ĕмĕтленмен-и вĕсене кун-çул парнеленĕ ашшĕ-амăшĕ?!

Петр ИГНАТЬЕВ асилĕвне пичете Валентина СМИРНОВА хатĕрленĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.