Мĕнпе савăнтарам-ши сана, Чĕкеçĕм?

27 Кăрлач, 2017

Ир тăрсан пĕр-пĕрне çепĕççĕн сывлăх сунса, чун ăшшине парнелесе, пĕр ĕмĕт-тĕллевпе шăкăлтатса пурăннине мĕн çиттĕр? Çĕр çине пĕрре килетпĕр мар-и! Мĕншĕн-ха ним çукранах шăв-шав кăлармалла? Çак тарана çитсе темĕн тĕрлĕ кил-йышпа та çывăх паллашрăм, анчах Хĕрлĕ Чутайри Чубайкинсем пек çемьепе тĕл пулманччĕ-ха. Пĕр çăвартан пурăнакан туслă мăшăр ял пурнăçĕн, йăх-несĕлĕн йĕркине тĕпчесе чăвашлăхпа халăх йăли-сăлайне, сăмахлăхне çине тăрса аталантарать. Ăс-тăнпа кăмăл-сипете пысăк тимлĕх уйăрнăран виçĕ ачи те тăван çĕре, ял-йышпа çĕршыва чунтан юратса, район центрĕнче пурăнсан та ашшĕ-амăшĕ пекех чăвашла таса калаçса çитĕнет. Лавкка таварĕнчен ытла сцена, алĕç ăсталăхĕпе, вĕренӳри, спортри, пултарулăхри çитĕнӳсемпе пĕр-пĕрне хавхалантарасси ырă йăлара. Николай Валерьевич чунĕ юрланă чухне арăмне куçран пăхса ытараймасăр: «Мĕнпе савăнтарам-ши сана, Чĕкеçĕм?» — тет çумне çупăрласа. «Эпĕ ăна кăйкăрпа танлаштаратăп», — упăшкишĕн çунса тăнине палăртать Елена Георгиевна.

Вăл — вунпиллĕкрен пĕри

Елена Чубайкина Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăш ялĕнче 1976 çулхи утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче çуралнă. Пиччĕшĕпе тата икĕ аппăшĕпе пĕчĕклех ашшĕ-амăшне пулăшнă. Уйра вĕсемпе танах çĕрулми пуçтарнă. Çемье бюджетне хушăнтарас тĕллевпе апат-çимĕç тултармалли сеткăсем çыхнă. Алĕçне хăнăхнă, амăшĕнчен тĕслĕх илнĕ. Нина Евгеньевна 14 çултах фермăна сысна пăхма вырнаçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăнхи çулсенче аслă классенче вĕреннĕшĕн укçа тӳлеттернĕ. Тăлăх çитĕнекенскер шкул валли нухрат çителĕклĕ епле туптăр? Кăмăлĕ пулсан та малалла вĕренеймен вăл. Вăхăт çитсен хăй пекех хресченпе Георгий Герасимовичпа паллашса çемье çавăрнă. Иккĕшĕ те ĕçлеме ӳркенмен. Нина Евгеньевнăна ĕçри хастарлăхшăн Мускава Халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравне янă. Вăл унтан медальпе таврăннă. Ытти награда та чылай унăн. Çитес уйăхра упăшкипе пĕрле пурăнма тытăннăранпа 54 çул çитет. Елена Георгиевна çемьере кĕçĕнни пулсан та ачаш ӳсмен. Кăштах хăюсăр та именчĕк пулин те хастарлăхпа палăрнă. Ĕçченлĕхпе тăрăшулăха куллен туптанă, шкулта лайăх вĕреннĕ. 2001 çулта ЧПУра филологипе культура факультетне пĕтернĕ. Çавăнтанпа паянчченех вулавăшра тăрăшать. Малтан тăван ялĕнчи халăха пĕлӳ тĕнчипе туслаштарнă, 2003 çулхи юпа уйăхĕнчен пуçласа — Хĕрлĕ Чутайри тĕп библиотекăн пай пуçлăхĕ. Мария Мареева директор ун çинчен ырă сăмах нумай каларĕ.

— Чи малтанах сăпайлă та ырă кăмăллă пулнине палăртас килет. Пурте хисеплетпĕр ăна, юрататпăр. Вулакансем ун патĕнчен татăлмаççĕ. Елена Георгиевна хушнине яланах вăхăтра пурнăçлать. Хăйĕнчен çирĕп ыйтать. Ĕçтешĕсен сĕнĕвне шута илет, — хак пачĕ Мария Николаевна.

Е.Чубайкина район центрĕнчи вăтам шкулпа, тĕп сыватмăшпа, ветерансен, инвалидсен обществисемпе тачă çыхăну тытать. Мероприятисем ку чухнехи çĕнĕлĕхсемпе анлă усă курнăран, поэтсемпе писательсене, ӳнер ăстисене явăçтарнăран çӳллĕ шайра иртеççĕ. Геннадий Максимов, Юхма Мишши, Зоя Сывлăмпи, Ангелина Павловская çыравçăсемпе ирттернĕ тĕлпулусене хутшăннисем паянхи кун та ăшшăн аса илеççĕ. Елена Георгиевна вулакансен кăмăлне туллин тивĕçтерес тесе Чăваш наци библиотекипе те туслă çыхăну йĕркелет. Республикăра иртекен конкурссемпе проектсене ăнăçлă хутшăнса малти вырăнсене йышăннине те палăртмалла. Общество ĕçĕсенчен те аякра тăмасть. 2003-2014 çулсенче районти библиотека ĕçченĕсен пуçламăш профсоюз организацийĕн председателĕ пулнă, халĕ эксперт комиссине ертсе пырать, тĕрлĕ пĕрлешӳ пайташĕ те.

Ĕçне кура — хисепĕ. Чубайкинсем пĕлтĕр «Çулталăк çемйи» республика конкурсĕн «Ĕçчен çемье» номинацире палăрнă. Пуян портфолио хатĕрленĕ. Унта мĕн тĕрлĕ награда çук пулĕ? Е.Чубайкина 2003 çулта район çамрăкĕсен премийĕн лауреачĕ пулнă. Виçĕм çул ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕ министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Пĕлтĕр тата та пысăк чыслав — Елена Георгиевнăн сăнне районти Хисеп хăми çине кĕртнĕ.

Портретсене райадминистраци умне речĕпе вырнаçтарнă. Шупашкара таврăнма çула тухиччен кашнинпех паллашрăм. Вунпиллĕкрен пĕри — Е.Чубайкина. Сăпайлă та чиперскер кăмăлтан тинкерсе ăшшăн ырă çул суннăнах туйăнчĕ. «Çак йышра пулма эсĕ чăнласах тивĕçлĕ», — пăшăлтатрĕ шалти туйăм.

 

Çӳпçи май хупăлчи

Николай Чубайкин çак районти Хурапыр ялĕнче çуралса ӳснĕ. Арăмĕ пекех йышлă ачаллă çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Пĕрпеклĕх нумай вĕсен. Çавă пĕр-пĕрне ăнланма, пĕр чĕлхе хăвăрт тупма пулăшнă ахăртнех. Сцена çинче пĕчĕклех палăрнă ăстан пултарулăхĕ тапса тăнă пулин те кил-йышри тĕрлĕ сăлтава пула вăл ятарлă пĕлӳ илеймен. Хурапыр ял клубĕнче тăватă çула яхăн администраторта тăрăшнă. 2004 çулта районти культурăпа кану учрежденийĕсен хушшинче иртнĕ конкурсăн «Чи лайăх ял клубĕ» номинацире мала тухнă. Питĕркасси ялĕнчи тĕслĕх вулавăшне ертсе пынă çулсенче — район пуçлăхĕн премине, ЧР Президенчĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ. Пĕр вăхăт районăн культурăпа кану центрĕн методистĕнче вăй хунă, «Шокăль» фольклор ансамбльне ертсе пынă. Пултарулăх ушкăнĕ çуллен иртекен фольклор фестивалĕнче малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă, «Çуралнă çĕршывшăн чĕремĕр юрлать» смотр-отчет пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх «Чи лайăх фольклор коллективĕ» ята тивĕçнĕ. Кирек ăçта вăй хурсан та Н.Чубайкин пултарулăх анинче талант хĕлĕхĕсене куракансен кăмăлне каймалла куллен çичĕ хут тар кăларса туптанă, çавăнпа çитĕнӳсем тунă та. Уншăн чи малтан арăмĕ хĕпĕртенĕ.

— Коля халăха çине-çинех алă çупса савăнтармалла питĕ çăмăллăн ташлать. Ашшĕне хывнă вăл. Кружок занятийĕсене пĕрле çӳрерĕмĕр. Пĕр-пĕриншĕн çуралнине куçран пĕрре пăхсах ăнлантăмăр. Темĕн çинчен те чылайччен калаçрăмăр. Эпир хамăра тахçантанпах пĕлнĕн туйăнчĕ, — туслăх хĕрӳ юратăва епле куçнипе паллаштарчĕ Елена Георгиевна.

Культура аталанăвĕшĕн çунса тăнăран, пĕр ĕмĕт-тĕллев пĕрлештернĕрен çывăх пĕлекенсенчен чылайăшĕ вĕсене: «Çӳпçи май хупăлчи», — тет шӳтлесе.

 

Çитĕнӳ çăлкуçĕ — пĕрлĕхре

2005 çулхи авăн уйăхĕнче вĕсен çем-йи чăмăртаннă. Çулталăкран — Никита, виçшер çултан Неллипе Маша çут тĕнчене килнĕ. Никита район центрĕнчи шкулта 4«а» класра вĕренет, отличник. Конкурссемпе олимпиадăсене, ытти мероприятие те хастар хутшăнать. Ташă класне çӳрет, ача-пăча ӳнер шкулĕнче баян калама хăнăхать, халăх пултарулăх çуртĕнчи ӳнер кружокĕнче ăсталăх туптать. Нелли 1«б» класра пĕлӳ пухать, ӳнер шкулне, ташă тата ӳнер кружокĕсене çӳрет. Кĕçĕнни «Пилеш» ача садĕнче кун кунлать. Музыкăпа çыхăннă пĕр мероприяти те вăл хутшăнмасăр иртмест. Улми йывăççинчен аякка ӳкмест тенĕрен, ачасем пурте амăшĕпе ашшĕ пекех кĕвĕ итлеме, юрлама-ташлама, ӳкерме юратаççĕ. Фортепиано каланăран Нелли валли синтезатор туяннă. Каçхине пĕрле пуçтарăнсан кил тĕрлĕ сасăпа чĕрĕлет. Йышра пĕр-пĕрне пулăшнăран пултарулăх вăй илет, çитĕнĕве тепĕр утăм çывхартать.

Чубайкинсем Хĕрлĕ Чутайĕнче ипотека кредичĕпе 4 пӳлĕмлĕ хваттер туяннă. Ăна халĕ амăшĕн капиталĕпе тӳлесе татнă ĕнтĕ. Йышлă çемье нухрат йывăрлăхне туйнăран Н.Чубайкин /культура тытăмĕнче ăна ятарлă пĕлӳ çукран сахал тӳленĕ/ юлашки çулсенче строительствăра тăрăшать. Вăл тытман, тума пĕлмен ĕç çук. Дизайнер та. Ылтăн алăллă чăн-чăн ăста. Пултаруллă çын пур енĕпе те маттур мар-и? Апла пулин те чун апачĕсĕр пĕр кун та пурăнаймасть. Район центрĕнче унсăр пĕр концерт та, спектакль те иртмест.

Çемьен пĕр гектар ытларах çĕр пур. Унпа тухăçлă усă кураççĕ. Хĕлле валли нӳхреп тулли хăяр, помидор тăварлаççĕ, тĕрлĕ салат, компот, варени ытти те — темĕн те пĕр хатĕрлеççĕ. Çу кунĕсенче çут çанталăк ырлăхĕнче йышпа тутлă çимĕçпе сăйланасси ырă йăлана кĕнĕ. Чубайкинсем илеме юратаççĕ. Пĕр çулхине хăйсем пурăнакан çурт умĕнче чечек çитĕнтерсе-капăрлатса район конкурсĕнче мала тухнă. Ырă кăмăллăскерсем укçипе хăйсем усă курман — подъезд валли энерги перекетлекен лампочкăсем туяннă, сак меллештернĕ.

Е.Чубайкина кил-йыш Çĕнĕ çул уявне епле кĕтсе илнине каласа тĕлĕнтерчĕ. Çурт картишĕнче юртан елка, юмахсенчи сăнарсем, юр кĕлетке ăсталаççĕ. Телекуравпа РФ Президенчĕ В.Путин саламланă хыççăн Николай Валерьевич Хĕл мучи пулса парнесемпе елка çывăхне тухать. Кĕçех ачасем виççĕшĕ те амăшĕпе пĕрле парне илме пыраççĕ. Ашшĕ вĕсене /ăна ачасем палламаççĕ/ çыру вуласа парать, унтан парнесем валеçет. Хăй тумтир улăштарса киле каярах кĕрет.

Тĕлĕнмелле ĕçчен те пултаруллă, ырă кăмăллă та хаваслă çемьене район администрацийĕнче те мухтамасăр чăтаймарĕç.

 Валентин ГРИГОРЬЕВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.