Паха çимĕçĕн хакĕ те пысăк
Елчĕк районĕнчи Исемпел ялĕнче çуралса ÿснĕ, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче вĕренекен Надежда Чермакова "Лого" программăпа Германире пĕр фермер патĕнче çур çул практикăра пулнă. Хăйĕн асаилĕвĕсемпе пире те паллаштарма килĕшрĕ вăл.
Юмахри пек
— Ачаранах техникăна килĕштернĕ май шкул пĕтерсен ял хуçалăх академийĕнчи инженери факультетне вĕренме кĕтĕм. "Лого" программа пирки илтсен хутшăнма шут тытрăм. Нимĕç чĕлхине шкултанах аван пĕлни тата пулас специальноç — инженер-технолог — программăна лекме пулăшрĕ. Студентсене суйласа илнĕ чухне ялтан тухнине, хушма хуçалăхра тăрăшнине те шута илчĕç. Эпир Германие канма мар, ĕçлеме каятпăр çав. Пурĕ çиччĕн çула тухрăмăр, çав шутра Елчĕк районĕнчен кăна виççĕн: Екатерина Мижерова, Татьяна Арефьева тата эпĕ. Малтанах атте-анне çакна хирĕçлерĕ, ентешсемпе кайнине пĕлсен килĕшрĕ.
Германире пире ăшă çанталăк кĕтсе илчĕ. Ака уйăхĕ кăна пулин те çулла çитнĕ тейĕн. Франкфурт хулинче икĕ кун пурăнтăмăр: "Лого" союз йĕркеленипе семинарсене хутшăнтăмăр, экскурсире пултăмăр. Унтан хамăрăн ĕç вырăнне кайрăмăр. Эпĕ Кристоф Рихтер фермер патне лекрĕм. Вăл çемйипе Бад-Нойенар-Арвайлер хулинче виçĕ хутлă коттеджра пурăнать. Мана пысăк пÿлĕм уйăрса пачĕç. Унта мĕн кирли йăлтах пурччĕ. Вĕсен тăватă ача. Иккĕшĕ аслă шкулсенче вĕренеççĕ, уйрăм пурăнаççĕ. Кĕçĕннисем, йĕкĕрешсем, ман çултисем. Анчах шкултан тухайман-ха. Унти çамрăксем 19-20 çулсенче кăна алла аттестат илеççĕ.
Малтанхи тапхăрта вĕсем калаçнине ăнланма йывăрччĕ. Вăхăт иртнĕ май ирĕклĕнех хутшăнма тытăнтăмăр. Кĕçĕн ачисемпе — Наталипе тата Петрпа — туслашрăмăр. Çемье мана çывăх йышăнни те çĕнĕ вырăна хăвăртрах хăнăхма пулăшрĕ. Ирхине 8 сехетре пысăк сĕтел хушшине пуçтарăнаттăмăр, апат çисен кашни хăйĕн ĕçĕпе саланатчĕ. Мăшăрĕпе ачисем кил хуçин ĕç-хĕлне хутшăнмаççĕ. Иçĕм çырлин пахчине пăхса тăрасси, унран эрех хатĕрлесе сутасси йăлтах Кристоф Рихтер çинче. Вăл хăйне пулăшма пĕр çынна кăна ĕçе илнĕ. Уйăхне ăна 1-1,5 пин евро тÿлет. Пире — 200-250 евро.
Çынсем тарават пулни, пĕр-пĕрне ăшшăн кулса сывлăх сунни тĕлĕнтерчĕ. Вĕсене кура манăн та кăмăл çĕкленетчĕ. Хулара таса, тирпейлĕ, илемлĕ. Унччен аякка кайса çÿременнипе-ши юмахри пек туйăнатчĕ. Ÿсĕр, çапкаланса çÿрекенсене те курман. Эрнелĕх отпуск парсан пĕрле вĕренекенсемпе тĕл пулса Испание çитсе килтĕмĕр.
Хуçасем çурт-йĕре, лавккана яланах уçă тытаççĕ. Туянакансем каçпа та килетчĕç. Пĕррехинче килте пĕччен юлсан хăнăхнă йăлапа алăксене шал енчен питĕртĕм. Çаплипех çывăрса кайнă. Натали таврăнсан кĕреймен, эрех туянма килнĕ çынсене те сутайман.
Мана, ялта ÿснĕскере, нимĕнле ĕç те хăратмасть. Шеф трактор урапи улăштарма тытăнсан хаваспах пулăшрăм. Ку уншăн кĕтменлĕх пулчĕ. Вĕсем манран час-часах кунти пурнăç, çынсем пирки ыйтса пĕлетчĕç. Шупашкар çинчен илтнĕ вĕсем. Атте шкулта ĕçленипе пĕрлех хушма хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, пыл хурчĕсем тытнине, пахчаçимĕç ÿстернине каласан тĕлĕнетчĕç.
Хăнара лайăх, анчах килтен çывăххи нимĕн те çук-тăр. Кĕр енне тăван киле вĕçĕмех аса илеттĕм, тунсăхлаттăм. Пуян опыт пухса таврăнтăм практикăран. Çакă мана хамăн пулас профессие лайăхрах ăнланма пулăшрĕ. Май пулсан татах кайăттăм унта.
Иртнĕ çул Кристоф Рихтер Шупашкара академи студенчĕсемпе тĕл пулма килсе кайрĕ. Ăна аппапа хула кăтартса çÿрерĕмĕр, кайран ăсатса ятăмăр. Халĕ те вĕсемпе çыхăну тытатăп.
Экоапат-çимĕç тупăш кÿрет
Бад-Нойенар-Арвайлер хули йĕри-тавра иçĕм çырли пахчисем. Çав шутра Кристоф Рихтер шефăн 2 гектар йышăнать. Сезонра çимĕçе виçĕ хут пуçтараççĕ. Тĕрлĕ вăхăтра пиçсе çитекеннисене лартса ÿстерет вăл. Унăн чĕртавара тирпейлемелли цех, упрама путвал пур. Лавкки те коттеджпа юнашарах вырнаçнă. Малтанхи кунсенче мана шеф пичкери эрехе кĕленче савăта тултарма илсе кайрĕ. Пысăк путвалта эрех пичкисем туллиех. Темиçе çул упранаканнисем те пур. 8 тĕрлĕ сорт хатĕрлет вăл. Управри нÿрĕклĕхе, сывлăш температурине ятарлă прибор йĕркелесе тăрать. Иçĕм çырлин пахчине ытлашши туратран, çулçăран, çумкурăкран тасатрăмăр, çырла пуçтартăмăр. Хăватлă техника унăн çителĕклех, анчах алăпа ĕçлемелли те пайтах. Çырлана та алă вĕççĕн пуçтараççĕ. Ку ĕçре ăна ачисем те пулăшаççĕ. Пахчасем хулапа юнашарах пулин те, пылак çимĕçе вăрлакан, хураллакан çук. Йĕри-тавра карта та тытман.
Хулара эрех сутакан пайтах, анчах фермер патĕнчен халăх татăлманни, маларах шăнкăравласа саккассем пани тĕлĕнтерчĕ. Çитменнине, унăн таварĕ ыттисеннипе танлаштарсан самай хаклă. Туянакансене çакă та хăратмасть. Вăрттăнлăхĕ — экологи тĕлĕшпе таса продукци пулни. Нимĕçсем химисĕр, таса апат-çимĕç туянма тăрăшаççĕ. Уншăн виçĕ хут хаклăрах тÿлеме те хатĕр вĕсем.
Экоапат тени кунта пуш сăмах кăна пулманнине хам куçпа курса ĕнентĕм. Экологи тĕлĕшпе таса апат-çимĕç хатĕрлеме çăмăл мар. Акă эпир вырăнти продукцие нитратсăр, паха тетпĕр. Анчах ăна çитĕнтерме химикат, удобрени мĕн чухлĕ хывнине тĕрĕсленĕ-и? Çук. Германире ку енĕпе çирĕп. Экопродукци тесе сутма ятарлă сертификат илмелле. Ăна валли тĕрĕслев органĕ витĕр тухмалла. Шеф ятарлă тетраде иçĕм çырлин пахчине удобрени, химикат хывнине, тĕсне, виçине, эрехе хатĕрлеме мĕнпе усă курнине йăлтах çырса пырать. Чуллă вырăнта çĕр пулăхĕ япăх пулсан та тухăçа ÿстерме удобренипе, химикатпа ытлашши усă курма юрамасть. Ятарлă комисси тăпрари, çимĕçри нитрат шайне тĕплĕ тĕрĕслет, çырса пынипе паллашать. Тавар тивĕçтерсен çакна çирĕплетекен сертификат парать. Ку тăрăхра Кристоф Рихтер пирки пурте пĕлеççĕ. Паха продукцие курорт хулине канма килекенсем хаваспах туянаççĕ, ыттисене илме сĕнеççĕ. Экопродукт хатĕрлесе кăларни хуçисене пысăк тупăш кÿрет. Патшалăх ку енĕпе ĕçлекен фермерсене, предприятисене курăмлă пулăшу парать.
Лариса Никитина.
Комментари хушас