- Чăвашла верси
- Русская версия
Калем вырăнне - хачă
Пĕр суйланă çулпа тивĕçлĕ канăва тухичченех утма палăртнăччĕ, анчах кăмăл вăхăт иртнĕçемĕн улшăнать иккен. «Тепĕр профессие те мĕншĕн алла илмен-ши?» — пĕр вăхăт çак ыйту канăç памарĕ. Нумай шухăшласа тăмарăм — вĕренме каяс терĕм. Унччен хамăн çÿçе хамах сăрланăччĕ-ха, анчах хачă тытса курманччĕ. Апла парикмахер ăсталăхне алла илни ытлашши пулас çук. Çитменнине, халĕ илемлĕх индустрийĕ Чăваш Енре те вăйлă аталанать. Шупашкарта парикмахерскисемпе илемлĕх салонĕсем çумăр хыççăн шăтнă кăмпа пекех уçăлса тулнă. Эппин, вĕсем халăха кирлĕ. Парикмахер профессийĕ пултарулăх çыннисемшĕн çывăх. Вĕсен те вĕçĕмех шыравра пулмалла: çÿç касмалли тата сăрламалли технологисем ылмашăнсах тăнăран пĕрмай аталанмалла, вĕренмелле.
Бухгалтер та парикмахера вĕренет
Пĕр-пĕр профессие алла илме тĕллев лартсан малтан вĕренÿ учрежденине суйламалла. Шупашкарта çÿç касас тата сăрлас ăсталăха хăнăхтаракан курссем сахал мар, суйламалăх пур. Пĕрисем — виçĕ, теприсем çичĕ уйăха тăсăлаççĕ. Лицензи илнĕ курссем те, ăсталăха парикмахерскинче туптаттаракансем те пур. Мĕн чухлĕ вăхăт вĕрентнине кура хакĕ те тĕрлĕрен — уйăхне вăтамран 3 пин тенкĕрен кая мар тÿлемелле.
Нумай шухăшланă хыççăн лицензи илнĕ курссенчен пĕрне, çичĕ уйăха тăсăлаканнине, тупрăм. Унта кашни кунах хутламалла марри илĕртÿллĕ пек туйăнчĕ, анчах ушкăна нарăс уйăхĕнче кăна пухассине пĕлтерчĕç. «Килĕр. Ĕнер кăна ушкăн уçăлчĕ», — çепĕççĕн ăнлантарчĕ тепĕр вĕренÿ курсĕн методисчĕ. Çапла эпĕ пилĕк уйăх вĕренмелли курса çаклантăм.
Вăтам шкул кăна пĕтернĕ, вĕренÿре «2», «3» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă çынсем çеç парикмахера каяççĕ тесе шухăшлакансем питех те йăнăшаççĕ. Пирĕн ушкăнри 10 çынран, тĕслĕхрен, 2-шĕ юрист, 2-шĕ бухгалтер, тепри – Шупашкар хула администрацийĕн специалисчĕ. Ытти ĕçре тăрăшакансем те пур: кондуктор, пасарти сутуçă. 20 çулти икĕ пикерен пĕри аслă шкулта вĕренет, тепри малтан урăх профессие алла илнĕ те специальноçĕ килĕшмен, парикмахер çулне суйлас тенĕ.
Малтан — теори, кайран — практика
Вĕренме тытăнсанах теорие ăша хыврăмăр. Çынсен ÿчĕ пĕр-пĕринчен мĕнпе уйрăлса тăнине питĕ тимлĕ итленĕ хыççăн ыйту çуралчĕ: «Парикмахерсене çакă та кирлĕ-ши?» Анчах ку темăпа пуçа ытлашши минретмерĕç — çÿç пирки ăнлантарма тытăнчĕç. Ун чухне çÿçе ахаль лавккара сутакан сăрăпа мĕншĕн сăрламалла маррине çамка çине картса хутăм. Çÿç те хăйне пăхнине юратать иккен. Пуçа мĕнле тата хăш шампуньпе çунине ăнлантарнă чухне ку таранччен пĕлменни нумай тупăнчĕ. Пуçа массаж тума та вĕрентрĕç. Çавна пуçласа хăнăхтарнă кун ĕçре дежурство лекрĕ те вĕренме каяймарăм. Пĕр кун сиктернипех чылай çĕннине пĕлмесĕр юлнине тепĕр кунхине аван ăнлантăм. Вĕрентекен, юрать, тепĕр хутчен кăтартрĕ.
Çÿçпе çыхăннă лекцисене итлеме кăсăклă пулчĕ-ха, анчах йăлари пулăшу кÿрессине тата парикмахерскинчи санитари правилисене ăнлантарнине анасласа итлерĕм. Çапах пĕлни пăсмĕ тесе каланине пĕрех ăша хыврăм.
Тунсăхлă, чуна пусăрăнтаракан, кăмăла хуçакан предмет та пулчĕ. Унта пире ĕçри хăрушсăрлăх правилисене ăнлантарчĕç. Цифрăсем те илсе кăтартрĕç. Çапла эпир Раççейре производствăри инкеке пула çулсерен миçе çын вилнине пĕлтĕмĕр. Унтан директорăн йышăну пÿлĕмĕнче ларакан чипер майра пирки каласа кăтартрĕç. Хайхискер пĕр купа пуçтарăннă хута пĕр çĕре çĕлес тенĕ. Аллине дрель тытнăскер ĕçтешне пулăшма ыйтнă. Çав вăхăтра секретаре директор чĕннĕ. Айккинелле пăхнă чухне хайхискер ĕçтешĕн аллине дрельпе шăтарнă.
Лекци вулакан арçын парикмахер хăйĕн ĕмĕрĕнче пин-пин çÿç пĕрчи çăтнине, вăл ÿпкене ларнине пĕлтерчĕ. Çынна илем кÿрессишĕн тапаçланакан специалист сăрă, лак таврашне те нумай çăтать иккен. Япăх условисем те /çутă çителĕксĕрри, сывлăш таса марри…/ сывлăха усă кÿмеççĕ тесе хăратрĕ. Ăна итленĕ хыççăн парикмахера пустуях вĕренме килтĕмĕр тесе кулянма тытăнтăмăр. Анчах кайран пĕр-пĕринпе калаçсан кăштах лăплантăмăр.
Çÿç касакансен инструментсемпе асăрхануллă пулмалли, парикмахера юн урлă чир лекме пултарни пирки те асăрхаттарчĕç. Ятарласа санэпидемстанцие кайса лекци итлерĕмĕр, больницăра анализсем патăмăр, пĕр пÿлĕмрен тепĕр пÿлĕме хутласа сывлăха тĕрĕслеттертĕмĕр. Тинех санитари кĕнекине илтĕмĕр.
Тăкаксăр май çук
Парикмахера вĕренме кайнă чухне хушма тăкак пирки шухăшламанччĕ. Темиçе кунран темĕн тĕрлĕ тура, çÿçе хытармалли хатĕрсем /вĕсене «стайлинг» теççĕ/, çÿç касмалли машина, хачă, фен, саппун, пеньюар кирлине пĕлтĕмĕр. Вĕсем вара йÿнĕ мар. Профессионалсен турине 110 тенкĕпе туянтăм. Ку — вăтам хак. Çÿç касмалли машина 5,5 пин тенкĕрен кая мар тăрать. Хачăшăн вăтамран 2-3 пин тенкĕ кăларса хумалла. Юрать, малтанласа хаклине илме сĕнмерĕç. Алă хăнăхиччен çĕре ÿкересси те пулать.
Икĕ уйăх лекци итленĕ хыççăн практика пуçланчĕ. Малтан — аудиторире. Унта эпир манекенсен тата пĕр-пĕрин пуçне массаж тума, бигуди, коклюшка лартма хăнăхрăмăр. Çÿç епле касмаллине те манекен çинче кăтартрĕç. Турапа тата фенпа харăс ĕçлеме çăмăл мар иккен. Плойкăпа, хитре прическа тумалли хатĕрсемпе ĕçлеме хăнăхтарнипе пĕрлех тимĕр бигуди лартма вĕрентрĕç.
Модельсем шырама пуçласан /вĕсем прическа тума, çÿç касма вĕренмешкĕн кирлĕ/ кăмăла пăсаканни тупăнсах тăчĕ. Çав вăхăтра нумайăшĕ хăйĕн пĕлĕш-юлташне тарăхрĕ. Вĕсене модель пулма ыйтсан тĕрлĕ сăлтав тупса пыраймассине пĕлтерчĕç, пĕрле вĕренекенĕмсем çакăншăн кăмăлсăрланчĕç. «Эпĕ вĕренме кайнăшăн ăмсанаççĕ, çавăнпа сăтăр тăвасшăн. Ĕçлеме пуçлам-ха. Ун чухне эпĕ те вĕсене вăхăт çук теме пуçлăп», — мăкăртатрĕç пĕрле вĕренекенĕмсем. Мана вара вăл енчен ăнчĕ: ĕçтешĕм те, Алина Изман, модель пулчĕ.
Арçын ачан хăлхине тăрăнтартăм
Кĕçех практикăна парикмахерские куçрăмăр. Малтанласа эпĕ хамăн çывăх çыннăмăн çÿçне касрăм. Шăп та лăп тăватă сехет аппалантăм. Пĕрремĕшĕнчен, майне пĕлменни хăратрĕ. Иккĕмĕшĕнчен, кашни пĕрче тенĕ пек çавăркаларăм, ытлашши касса илесрен шиклентĕм. Юрать, çывăх çыннăм шăпăрт ларчĕ. Ывăнса çитни пирки те каламарĕ, хăçан касса пĕтеретĕн тесе те тулашмарĕ. Ĕçе вĕрентекен парикмахерсем арçыннăн модельлĕ прическине лайăх каснăшăн ырларĕç. Пуçласа алла хачă тытаканшăн ку ĕç питĕ йывăр иккен. Ăна хăнăхсан ытти прическăна касмашкăн алă ларатех тесе шантарчĕç.
Манăн иккĕмĕш клиент 15-ри арçын ача пулчĕ. Вăл парикмахерские пиччĕшĕн ачипе тата амăшĕпе пычĕ. Вĕсем пурте вĕренекенсене çÿç кастарчĕç. Пĕр прическăнах тĕрлĕ мелпе касма пулать иккен. Арçын ача чиперех ларатчĕ-ха, тахăш самантра пуçа айккинелле пăртăм кăна — хачă вĕçĕпе хăлхине лектертĕм. Куляннипе çĕр тĕпне анса кайма хатĕрччĕ, ачаран та, амăшĕнчен те темиçе хутчен каçару ыйтрăм. Вĕсем: «Тем мар, чиперех», — тени те лăплантармарĕ. Эпĕ хытах куляннине кура мастерсем те ăшă сăмах тупрĕç: «Хăлхана тăрăнтарасси кирек камăн та пулать. Вĕренекенĕн кăна мар, васкаса касакан мастерсен те». «Ĕçлеме пуçласанах эпĕ пĕр çыннăн хăлхине каснăччĕ. Хăть çак тĕслĕх сана лăплантарĕ-и? Манăн тусăмăн та ун пекки пулнăччĕ. Халĕ вăл – Питĕрти паллă парикмахер», — терĕ вĕсенчен пĕри.
Тав сăмахĕ вырăнне
Модель тупас тесе Интернетра пĕлтерÿ вырнаçтартăм, кун хыççăн пĕри те тепри çырма тытăнчĕ. Кашнинех пĕр тĕллев: çÿçе тÿлевсĕр е йÿнĕ хакпа сăрлаттармалла. Анчах пĕри те прическа тутарасшăн мар. Вĕсене ăнланма пулать — камăн вăхăта ахаль ирттерес килтĕр?
Юрать, тăванăмсенчен пĕри пулăшрĕ. Вăл хăйĕн студенткине сĕнчĕ. Лешĕ хаваспах пычĕ. Унăн çÿçне икĕ хутчен тÿлевсĕр касрăм. Хĕр чунтан тав турĕ. Прическа тунă чухне те хăйне чĕнме ыйтрĕ. Хама пулăшнă тăванăма та тав турăм: çÿçне тÿлевсĕр сăрлама сĕнтĕм. Тĕкĕр умĕнче хăйне ытараймасăр çаврăнкаланă май мĕн чухлĕ ăшă сăмах каламарĕ-ши мана! «1800 тенкĕ перекетлерĕм. Ку укçапа виçĕ кофта илсе тăхăнтăм», – кайран шăнкăравласа татах тав турĕ.
Сăмах май, вĕренекен патĕнче çÿç кастармашкăн 40 тенкĕ кирлĕ. Унта юрлă çынсем пыраççĕ тесе шухăшлатăр-и? Йăнăшатăр. Йÿнĕ тесе чаплă машинăпа çÿрекенсем те, пысăк должноç йышăнакансем те пыраççĕ. Нумаях пулмасть пĕр депутат, Шупашкарти пĕр предприяти ертÿçи, çÿç кастарма çитрĕ. Вăл вĕренекенсем патне вĕçĕмех çÿрет-мĕн.
Кăмăла кура çын лекет
Арçын ачан хăлхине хачăпа лектернине пĕлĕш патне парикмахерские кайсан та каласа кăтартрăм. Анчах унта ĕçлекенсем пĕртте тĕлĕнмерĕç. «Вĕреннĕ чухне кун пекки мар пулать. Пăшăрханмалла мар куншăн. Эпир те çыннăн хăлхине хачăпа тăрăнтарнă, эпир те виçĕ сехет ытла çÿç каснă», — лăплантарчĕç мана çур сехетре ĕçе вĕçлекен парикмахерсем.
«Кăмăла кура çын лекет», – терĕç виççĕшĕ те пĕр шухăшлă пулса. «Эсĕ пирĕн патра çÿç кастарнă чухне нихăçан та кăмăлсăрланман. Яланах ăшшăн тав туса тухса каяттăн. Апла хăвна та çавăн пек клиентсем лекĕç», — чунăма лăплантарас тесе пуплерĕç парикмахерскире ĕçлекен пĕлĕшсем.
Виçĕмкун тăнлавне пас тытнă ăсчах, таврапĕлÿçĕ, Шупашкарти аслă шкулсенче вун-вун çул ĕçленĕ Виталий Станьял манăн клиент пулчĕ. Модель кирлине пĕлсен Виталий Петрович тÿрех килĕшрĕ. Студентсем каланă тăрăх, Виталий Петрович çирĕп ыйтакан преподаватель, анчах çÿç кастарма пынă хисеплĕ шурсухал пĕртте кутăнлашмарĕ. «Епле юрам-ши?» — тесе тăр-тăр чĕтрени те туххăмрах иртсе кайрĕ. «Аллу ĕç патне пырать, çепĕç. Ан хăра — ĕç майне хăнăх», — хăйĕн ачине ăс панă пек калаçрĕ вăл манпа. Çапла пупле-пуплех унăн çÿçне касрăм, сухалне хитрелетрĕм. Мĕнех, ман тĕле яланах ун пек çынсем лексен тем пекехчĕ...
Вера ЭВЕРККИ.
Комментари хушас