Фестивале хутшăнма ĕмĕтленет
Республикăри çамрăксен патшалăх политикин тытăмĕнче ĕçлекенсен хушшинче професси ăсталăхĕн конкурсне йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Çулран çул ытларах хастара явăçтаракан ăмăртура 2016 çулта кам çĕнтернĕ-ха? Конкурс комиссийĕ çĕнтерÿçĕ ятне çак кунсенче кăна, 2017 çул пуçлансан, пĕлтерчĕ — Инна КИРИЛЛОВА, Улатăр район администрацийĕн вĕренÿ управленийĕн тĕп специалисчĕ. Тивĕçнĕ наградăпа Инна Сергеевнăна вырăна тухса ирттернĕ «Команда 2017-2018» семинар-канашлура /вăл «Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен XIX фестивальне кĕтетпĕр» лозунгпа иртнĕ/ чысланă.
— Чăн та, конкурсра мала тухни маншăн кĕтменлĕх пулчĕ, — терĕ асăннă муниципалитетăн вĕренÿ управленийĕн тытăмĕнчи Диагностикăпа консультаци центрĕн ертÿçинче чылай çул тăрăшнă пике.
Асăннă центрта вăл 15 çула яхăнах ĕçленĕ. Вăл хупăннă хыççăн, икĕ çул каялла, управленин тĕп специалисчĕн должноçне йышăннă. Кĕске вăхăтрах Улатăр тăрăхĕнчи çамрăксен чăн-чăн тусĕ пулса тăнă. Инна Сергеевна пуçарнипе «ЭКА» юхăмăн территори штабĕ ĕçлесе кайнă. Чи малтанах унта вăл çамрăк педагогсене явăçтарнă. Штаб экологи тĕрлĕ мероприятине хастар хутшăнса сахал мар наградăна тивĕçнĕ.
Çамрăксемпе ĕçлекен республикăри чи пултаруллă ертÿçĕ çитĕнекен ăрăва, çамрăксене патриот воспитанийĕ пама витĕм кÿрекен ĕç-хĕле пуçарассипе те тимлĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 70 çул çитнĕ май Инна Кириллова районта волонтерсен корпусне йĕркеленĕ. Тĕрлĕ тытăмра ĕçлекен, вĕренекен 335 çамрăка пĕрлештернĕ çĕнĕ юхăм. Сатур та ырă кăмăллă çамрăксем вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене тĕрлĕ ыйтупа пулăшма васкаççĕ, Пĕтĕм Раççейри истори квесчĕсене, акцисене пуçаруллăн хутшăнаççĕ.
— Çавăн пек маттур пулма, çамрăксене мĕнле те пулин ĕçпе кăсăклантарма, пĕр-пĕр пулăма хастар хутшăнтарма пурте пултараймаççĕ. Тен, санăн пĕр-пĕр вăрттăнлăх пур? — ыйтрăм шахвăртса çĕнтерÿçĕ пикерен.
— Нимĕнле вăрттăнлăхпа та усă курмастăп. Çакна çеç лайăх ăнланатăп: хам тĕслĕх кăтартмасан, кирек мĕнле пуçарăвăн пуçламăшĕнче ертÿçĕ хăй тăмасан — йывăр. Малалла талпăнас тесен — вăхăт, вăй тупса хăвăн хастар пулмалла. Çавăнпа та пурнăçра пĕр енлĕ кăна аталанни çителĕксĕр тесе шухăшлатăп, тĕрлĕ ĕç-пуçра хамăн сатурлăха, пултарулăха тĕрĕслеме тăрăшатăп. Çамрăк-сем çакна туяççĕ, хаклаççĕ, хăйсем те хастарлăхне ÿстереççĕ, — чунне уçрĕ Инна.
Çамрăк ертÿçĕ çĕнĕ ĕç вырăнĕнче тин лава кÿлĕннĕ-ха. Апла пулин те хăйне кунта килĕшнине, ĕçĕ чăннипех кăсăклине ăнланса илнĕ. Кашни кунах тĕрлĕ ыйту тавра пуç ватма, ăна сирме çул-йĕр шырама тивет, çав вăхăтрах савăнмалли те, кăмăла çĕклентерекенни те тупăнсах пырать-мĕн.
— Çамрăксемпе ĕçленĕ май вăхăт пĕр вырăнта тăпăртатса тăманнине, шав малаллах кайнине тата вăйлăрах ăнланатăн. Ирĕксĕрех самана таппипе тан утма талпăнатăн, — шухăшне палăртрĕ ăста специалист.
Чăн та, вăхăтпа тан тенин тĕлĕшĕпе çамрăкăн сăмахне çирĕплетекен тĕслĕх — куç умĕнчех. Инна Кириллова «Контактра» социаллă сетьре «Люби Чувашию, Алатырский район» ушкăн йĕркеленĕ. Паян ушкăна çырăннă 4200 çын кунти хыпарсемпе тăтăш паллашса тăрать. Ку ушкăн урлă район пурнăçĕпе паллаштаракан 4 пин ытла информаци интернет уçлăхне çул тупнă та.
Пултаруллă çамрăк мĕн çинчен ĕмĕтленнине пĕлтерем-и? Инна Кириллова волонтер хăйне Пĕтĕм тĕнчери çамрăксемпе студентсен XIX фестивальне Чăваш Енрен каякан делегаци йышне кĕртмешкĕн ыйтса çырнă. «Списока лексен аванччĕ те»... — терĕ вăл ĕмĕчĕ çитессе шанса.
Ирина ИВАНОВА
Комментари хушас