Мăнастир çуннă

9 Ака, 2014

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче кăнтăрла Комсомольски районĕнчи Шурутри хĕрарăмсен Ивер мăнастирĕнче пушар тухнă. Ăна МЧС ĕçченĕсем тата кунти çынсем хăвăртах сÿнтернĕ.

Малтанласа палăртнă тăрăх - çулăм алтарĕн сулахай пайĕнче электропралука вут хыпса илнĕрен алхасма пуçланă. Хальхи вăхăтра мăнастирте кĕлĕ ирттерме май килмест. Çав кунах унта Канаш епархийĕн ертÿçи Стефан епископ çитсе курнă, лару-тăру пирки Чăваш митрополийĕн пуçлăхне Варнавăна пĕлтернĕ. Канаш епархийĕ пурне те пушара пула сиенленнĕ чиркĕве юсаса çĕнетмешкĕн май килнĕ таран пулăшма ыйтать. Мăнастир реквизичĕсене Комсомольски район администрацийĕн сайтĕнче тупма пулать.

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.