Хамăр чан çапмасан
21-мĕш ĕмĕрте чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пирки пăшăрханмасăр май çук: хулара çеç мар, ялсенче те çитĕнекен ăру тăван чĕлхерен писсе пыни куçкĕрет. Çакнашкал кăткăс лару-тăрура шкулта асăннă предметсен сехечĕсене сахаллатни глобализацие пушшех хăвăртлатать. Ĕнерхи-паянхи чăваш çыравçисен хайлавĕсене те çиелтен кăна йĕрлесе тухас тăк /сахал урокра мĕн туса ĕлкĕрмелле?/, çыру сехечĕсенче чĕлхе правилисене ячĕшĕн кăна шăйăркалас пур - ачасене тăван чĕлхене хисепе хума епле хăнăхтармалла-ха? Чун ыратăвĕпе тулнă çак ыйту каллех чан çапма вăхăт çитнине палăртать...
Тĕплĕнрех - "Хыпарта" паян пичетленнĕ "Вĕрентÿ" кăларăмра.