Сергей Артамонов – вице-премьер

13 Кăрлач, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăрлачăн 12-мĕшĕнче ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместительне уйăрса лартасси çинчен калакан указа алă пуснă. Михаил Игнатьев ĕнер унпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Тĕлпулура агропромышленноç комплексĕн иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсене, кăçал пурнăçламалли проектсене тишкернĕ. Сергей Артамонов палăртнă тăрăх — 2016 çулта ял хуçалăх продукцийĕн производствин индексĕ 102,8% танлашнă. 3,4 миллиард тенкĕлĕх пысăк 30 ытла инвестици проектне пурнăçланă, 300 ытла ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

Республика Пуçлăхĕ АПКри ĕç укçине пысăклатас енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă. «Ял хуçалăх предприятийĕсем лайăх тупăш илеççĕ, эппин, истори шайĕнчи çивĕч ыйтăва татса пама — агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма — май пур. Çакă отрасле çамрăксемшĕн илĕртÿллĕрех тăвĕ. Ĕç укçин паянхи шайĕпе çураçма юрамасть», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Сĕте сутăн илмелли хаксем калаçăвăн уйрăм теми пулнă. Сергей Артамонов каланă тăрăх — республикăра сĕтĕн 1 литрне сутăн илмелли вăтам хак 22-25 тенкĕпе танлашать, ку 2015 çулхи çак тапхăртинчен 18,9% пысăкрах. Ял хуçалăх организацийĕсенчен сутăн илекен чи пысăк сортлă сĕт хакĕ 34 тенке те çитет.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян сĕт производствине аталантармашкăн лайăх условисем йĕркеленине палăртнă. Вăл Министрсен Кабинетне, Сергей Артамонова сĕт тирпейлекен предприятисенчи, çав шутра Канашри сыр комбинатĕнчи производствăна тепĕр хут йĕркелес енĕпе мерăсем йышăнма хушнă. Тĕлпулура ял хуçалăхне патшалăх енчен пулăшмалли мерăсем тавра та калаçу пулнă.

Аса илтерни вырăнлă: Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн пĕрремĕш Президенчĕн Николай Федоровăн командинче 8,5 çул ĕçленĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн — ял хуçалăх министрĕн должноçне ăна 2002 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче уйăрса лартнă. Çавна май вăл çĕнĕ вице-премьера — ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова ырă суннă: «Сирĕн тĕллев — республика Правительствин командинче 10 çултан кая мар ĕçлесси». Михаил Васильевич ăна çĕнĕ статуспа Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви умĕнчи тĕллевсене тата та тухăçлăрах пурнăçламалли пирки каланă.