Йăла-йĕркерен мĕн юлĕ?
— Шкулти тăван ен культурин урокĕсем асрах. Шăпах çав предмета пулах артист пулас ĕмĕт çуралнине те каласа хăвармалла. Пĕрремĕш урокрах районтан /Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткасран эпĕ/, ялтан тухнă паллă çынсен ячĕсене аса илме ыйтнăччĕ. Шăпах çав самантра «çак йышра эпĕ те пулаятăп-çке» текен шухăш тĕвĕленнĕччĕ. Шел, паян ку предмет шкулта шутлă сехетпе çеç.
Чăваш Ен культури аталанса пырать тесе шухăшлатăп. Театр сцени çинче авалхи пурнăçа сăнлакан спектакльсене те кăларатпăр. Çавна май куракана чăваш йăли-йĕркипе паллаштаратпăр. Çакă та асатте-асаннене хисепре тытма пулăшать. Культурăшăн тăрăшакан çынсем те пĕтмен-ха. Çакă шанăç кÿрет. Вĕсемпе юнашарах: «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» тесе кăкăр çапакансем те çук мар, хăйсем вара пуш сăмах çапнисĕр пуçнĕ пĕр ырă ĕç те тумаççĕ. Ыттисене çеç тиркеççĕ.
ЮНЕСКО пирĕн чĕлхе пĕтсе пынине çирĕплетет. Чăнахах-ши? Çакă питĕ пăшăрхантарать. Тепĕр 50-100 çултан халăхăмăр юлмĕ-шим? Самана улшăнса пыни сисĕнет-ха. Ача чухнехине аса илетĕп — ялта тăван сăмахпа çеç хутшăнаттăмăр. Халĕ çамрăксем ывăл-хĕрне сăпкаранах вырăсла çитĕнтереççĕ. Чăвашла хутран-ситрен çеç калаçаççĕ. Хулана пурăнма килсен ачисене йывăр пулать имĕш.
Çамрăксем ялта юласшăн мар. Ĕçсĕрлĕхпе те çыхăннă çакă. Укçасăр епле пурăнăн-ха? Хулара ку ыйтăва татса пама пулать пек. Тепĕр 50 çултан ялсем пуш-пушах юлмĕç-ши? Мĕн тумалла? Паллах, ку ыйтăва «çÿлте» ытларах тĕпчемелле. Ял пĕтсен тăван чĕлхерен, йăла-йĕркерен мĕн юлĕ?
Пурнăçра шухăшлаттараканни сахал мар. Вĕсен йышĕнче — театр та. Тĕрĕсрех — куракан сахалли. Залра халăх малтанхи пек лăк тулли мар халĕ. Спектакльсем 50 кураканпа та иртеççĕ. Паллах, самани çапла. Паян килте кашнин — телевизор, Интернет. Çамрăксем кинотеатрсене кăмăллаççĕ.
Çапах та театр — чăн-чăн искусство! Çакна туякан та пурах. Пĕр спектаклех 5, 6, 7 хутчен те килекенсем пур. Тав вĕсене!
Евгений УРДЮКОВ, артист
Комментари хушас