«Выçă юлмăпăр!»: е Беларуçра бананпа киви те ÿсни çинчен

23 Раштав, 2016

Федерацин ветеринари тата фитосанитари надзорĕн службин Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ хăй ĕçлекен ыйтусене çутатас енĕпе массăллă информаци хатĕрĕсен хушшинче кăçал пирвайхи хут конкурс ирттерчĕ. Пĕрремĕш хутĕнчех «Хыпар» Издательство çурчĕн виçĕ хаçачĕн /«Хыпар», «Хресчен сасси», «Чăваш хĕрарăмĕ»/ журналисчĕсене грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç те — пирĕн ĕçе хакланăшăн тавах. Çапах тĕлпулура, паллах, калаçу наградăсем пирки кăна мар, тĕпрен илсен Чăваш Енри ветеринарипе фитосанитари лару-тăрăвĕ тавра пулчĕ.

Управлени ертÿçи Алексей Палькин палăртнă тăрăх — ĕç калăпăшĕ пысăк. Тĕрĕслевсен шучĕ те ÿссе пырать. Сăлтавсăр мар. Калăпăр, сĕт юр-варĕ тĕлĕшпе фальсификат тÿпи пысăк. «Çын мĕн çиет — унăн организмĕ çавăнтан тăрать, — терĕ Алексей Николаевич. — Шел те, пахалăх енĕпе тивĕçтермен продукцие нумай тупса палăртатпăр. Сăмахран, услам çăвах илер. ГОСТ тесе палăртни те пур, анчах — йÿнĕ. Тĕрĕслетпĕр те — çав услам çăвăн ячĕ кăна. Паха çу хакĕпе те чылай хаклăрах пулмалла».

Паллах, сыснасен Африка чирĕ пирки те сăмах пулчĕ. Ĕç-пуç каплах аталанса пырсан уйрăм çынсен хуçалăхĕсенче сыснасем вуçех те пĕтмĕç-и? Управлени ертÿçин заместителĕ Александр Андреев, паллах, пĕтеççĕ темест, çапах лару-тăру çивĕччине те пытармасть. Чир вирусĕпе кĕрешмелли мелсем темиçе те. Çынсен хуçалăхĕнчи сыснасене пĕтерме пулать — уйрăм территорисенче çапла тăваççĕ те. Çынсен çухатăвне патшалăх укçан саплаштарать. Çакăнпа çырлахмах тивет. Вирус пĕр сыснаран теприне куçнă май пушшех агрессивлăрах пулса пырать-мĕн — çакна шута илмелле. Ку Раççей нуши кăна мар. Испанире, сăмахран, сыснасене çынсенчен автоматпа тĕллесе турта-турта илнĕ-мĕн. Сардини утравĕ çинче 100 çул ĕнтĕ сысна усраймаççĕ. Мĕншĕн тесен мур вирусĕсем сăвăссем урлă та куçаççĕ.

Сысна усракан пысăк предприятисенче хÿтлĕх шанчăклă — хăрушлăх çук темелле. Уйрăм çынсен хуçалăхĕ пирки апла калаймăн. Паллах, вĕсем сыснасăр юлмĕç, çапах уйрăм территорисенче вăхăтлăха çак чĕрчунсенчен хăтăлма тиветех. Хальлĕхе вируссене пĕтермелли препаратсем те çук. Сыснасен Африка мурĕн вирусĕсем 22 йышши-мĕн, пĕринпе кĕрешмелли вакцинăна тупсан та вăл ыттисем тĕлĕшпе вăйсăр. Пирĕн патра иккĕмĕш хурăшлăх зони тесе палăртнă — чарусем 6 уйăх вăйра пулĕç. Çак вăхăта пурăнса ирттермеллех.

Анчах хир сыснисене пĕтĕмпех тĕп тăваймăн. Апла тăк вирус сарăлмĕ темешкĕн 100% гаранти çук. Тĕрлĕ енĕпе мерăсем йышăнаççĕ. Хир сыснисене сахалрах шуйхатмалла — вĕсем вырăнтан вырăна куçса ан çÿреччĕр. Çак тĕллевпех апатлантармалли лаптăксем йĕркеленĕ — çакă та вирус сарăласран сыхланма пулăшмалла. Çийĕнчен, Александр Борисович палăртнă тăрăх, Чăваш Енри хир сыснисен шутне виçеллĕ тума йышăннă. Халь вĕсен республикăри йышĕ 1,3 пине яхăн. Раççейри нормативсемпе килĕшÿллĕн 1 пин гектар пуçне 0,5 пуç тивмелле-мĕн. Чăваш Енре йыш пысăкрах — 0,6 ытла. Хайхи Африка мурне пула кĕтĕве самай пĕчĕклетесшĕн — 0,25 хăварасшăн. Сыснасене персе тытма юрамасть-мĕн — пăшаллă сунарçăсене явăçтараймăн. Юн юхтармасăр тытмалла. Çавăнпа дротикпе перекен хатĕрсем туянаççĕ.

Управлени ĕçĕн тепĕр енĕ — ÿсентăрансен карантинĕ, тырă пахалăхне, вăрлăха тĕрĕслесе тăрасси. Ку енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕнчен Зоя Фомичевăран санкцисем йышăннă май хăшпĕр çĕршывран пахчаçимĕç, улма-çырла кÿрессипе çыхăннă чарусем мĕнле пурнăçланни пирки ыйтса пĕлтĕмĕр. Зоя Васильевна пытармасть: «Санкцисем йышăннă чух çав продукци çĕршыв чиккинчех чарăнасса шаннă ĕнтĕ. Анчах чикĕ инçе, Польшăран кÿрекен улма-çырла вара Чăваш Енре те пур». Кăçал кăна республикăра поляксен 2 пин тонна ытла панулмине туртса илнĕ.

Раççейпе Турци хутшăнăвĕсен çивĕчлĕхĕ сирĕлнĕ май турккăсен пахчаçимĕçĕ, улми-çырли тĕлĕшпе паян питĕ тимлĕ ĕçлеççĕ тееймĕн, анчах Польша продукцийĕ тĕлĕшпе тĕрĕслев çав-çавах çирĕп. Çак кунсенче кăна Шупашкарти Николаев урамĕнчи пасарта 827 килограмм груша тупнă. Ăна Мускавран кÿнĕ. Унта вара вăл Беларуç урлă килнĕ. Управлени ертÿçи Алексей Палькин кун пирки шÿтлесе те илчĕ: «Беларуçра панулми кăна мар, банан та, киви те çитĕнет! Унта тинĕс çук, анчах лосось та, креветка та тытаççĕ...»

Хайхи грушăсем çинче Польша маркировки те пур. Анчах ăна Шупашкарта сутлăха кăларнă предпринимательсем груша тĕлĕшпе те чару пуррине пĕлмен-мĕн, «эпир Польша панулмийĕ тĕлĕшпе кăна чарусем палăртнă тесе шутланă» теççĕ. Апла-и, капла-и — грушăна туртса илме тивнĕ. Ăна тĕп тăвĕç. Тепĕр тесен асăннă пасарта управлени ĕçченĕсем поляксен панулмине те тупнă. Анчах саккун Россельхознадзор сотрудникĕсене хăйсем тĕллĕн кăна тĕрĕслевсем ирттерме чарать — прокуратура урлă ĕçлемелле. «Эпир çав продукцие амбразурăна хупланă пек сыхласа тăраймастпăр вĕт. Прокуратурăпа килĕшсе татăлнă май вăхăт иртет — сутма юраман продукци «çухалать», — терĕ Зоя Фомичева. Хайхи панулми тĕлĕшпе те çапла пулса тухнă. Грушăна вара пытарса е сутса ярса ĕлкĕреймен.

Хăшпĕр çĕршывран продукци кÿме чарни пирĕн лавккасен сентрисене нимĕн чухлĕ те пушатмарĕ. Алексей Палькин шучĕпе, çак мерăсене йышăннă май улма-çырла, пахчаçимĕç, ытти продукци ассортименчĕ анлăланни те палăрать. Халĕ Раççее хирĕç санкцисем йышăннă патшалăхсен вырăнне «экзотика çĕршывĕсем» ытларах та ытларах йышăнаççĕ. Калăпăр, Латинла Америка çĕршывĕсем Раççейпе ĕçлессине анлăлатма хатĕр. Анлăлатаççĕ те. Шăпах вĕсен продукцийĕ пирĕн лавккасен сентрисене тĕрлĕ-тĕрлĕ таварпа тултарма пулăшать, ассортимента пуянлатать. «Выçă юлмăпăр», — шÿтпе пĕтĕмлетрĕ вăл калаçăва.

Николай КОНОВАЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.