Пиротехника савăнăç çеç кÿтĕр

20 Раштав, 2016

Çĕнĕ çул çывхарать. Ăна пурте хитре те асра юлмалла ирттересшĕн, тĕллевне пурнăçлас тесе нумайăшĕ фейерверк-салют таврашĕпе усă курать. «Пиротехникăна пасарта е урамра мар, ятарлă лавккасенче çеç туянмалла», — асăрхаттараççĕ çăлавçăсем.

Паллах, кунашкал япаласемпе усă курнă чухне инструкцие çирĕп пăхăнмалла. Сутуçăсен пушар-техника хăрушсăрлăхĕ енĕпе вĕренсе çакна ĕнентерекен документа алла илсен тин çынсене пиротехника сĕнме юрать. Асăннă продукцие сутас ĕçе мĕнле йĕркеленине тĕрĕслес тĕллевпе Раççей МЧСĕн сотрудникĕсем кашни çулах раштав уйăхĕн иккĕмĕш çурринче рейдсене тухаççĕ. Вĕсенчен пĕрне, çак кунсенче иртнине, журналистсем те хутшăнчĕç.

«Мега Молти» «Фейерверксен тĕнчине» кĕрсен калем ăстисем тÿрех унта сутакан продукцие сăнама пуçларĕç, анчах сентре хыçне вырнаçтарнăскерсене алăпа тытса пăхма май килмерĕ. «Çапла пулмалла та: çакăн йышши тавара сентре хыçне хумалла, туянакансем ăна курма çеç пултарччăр. Пиротехникăна нÿрĕк тата хĕвел çути лекмелле мар, унсăрăн вăл юрăхсăра тухать. Çынсен хăйсене мĕн кăсăклантарни пирки сутуçăсенчен ыйтмалла, таварăн пахалăх сертификатне, ытти документацие кăтартмалла. Кашни изделин унпа мĕнле усă курмалли пирки инструкци пулмалла», — ăнлантарчĕ Шупашкар хулинчи пушар надзорĕн патшалăх инспекторĕ, шалти служба капитанĕ Дмитрий Васильев.

Инспекторсем ку киоскра хăрушсăрлăх йĕркине мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕç. Икĕ огнетушитель те вырăнта, вĕсен юрăхлăх вăхăчĕ йĕркеллех. Сигнализаци пур. Инкек тухас тăк мĕнле номерпе шăнкăравласа пулăшу ыйтмалли тÿрех куçа курăнать. Тавара ятарлă тимĕр контейнерсенче упраççĕ, кирлĕ пĕтĕм документаци пур. Инспекторсем ыйтнипе сутуçă хăй пушар-техника хăрушсăрлăхĕ енĕпе вĕреннине ĕнентерекен свидетельствăна кăтартрĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Тĕрĕслевçĕсем МТВ-центра та çитсе курчĕç. Шала кĕме ĕлкĕреймерĕç — урамри палаткăсенче хлопушка-петарда сутнине асăрхарĕç. Палаткăсенчен пĕрне нимĕн те витмен, çавăнпа пиротехникăна хĕвел пайăркисем лекеççĕ, ун çине юр ÿкет. Çынсем тавара алла илсе ирĕклĕнех çавăра-çавăра пăхаççĕ, çавна пулах-тăр лапчăк упаковкăсем те курăнаççĕ. Сутуçăсенчен пĕри юнашарах пирус туртса тăрать. «Хĕлхем хăвăрăн тавар çине лексе пушар тухасран шикленместĕр-и? Е пĕр-пĕр çын, усал шухăшлăскер, эсир сутакан салют-фейерверка ятарласа чĕртсе ярасран хăрамастăр-и?» — надзор ĕçĕ-хĕлĕн инспекторĕсен çак ыйтăвне илтсен палаткăсен «хуçисем» огнетушитель туртса кăларчĕç. Ăна «заправка» тумалла иккен. Сутуçăсем çакнашкал продукцие сутас умĕн вĕреннĕ терĕç, çапах тивĕçлĕ свидетельствăна кăтартма ыйтсан çумра мар тесе ĕнентерме хăтланчĕç. «Эпир хуçисем мар, сутакансем çеç», — калаçăва урăх еннелле пăрма тăрăшрĕç каярахпа. Тĕрĕслевçĕсем палаткăсенче 16 çитменлĕх тупса палăртрĕç.

Пушарнăйсем предпринимательсене РФ Правительствин 2009 çулта кăларнă 1052-мĕш постановленийĕпе паллаштарчĕç, шăпах унта пиротехника изделийĕсене упрамалли тата сутмалли правилăсене палăртнă. Ку документра çакнашкал япаласене палаткăсенче сутма юраманнине те асăннă. Профилактика рейдне йĕркелекенсем усламçăсене тавара вут-çулăма чăтакан бокссенче упрама сĕнчĕç, ытти кăлтăка хăвăртрах пĕтерме хушрĕç. Тивĕçлĕ инструктаж та ирттерчĕç, 16-18 çулсене çитмен ачасене пиротехника сутма юраманнине аса илтерчĕç.

«Салюта çуртра яма юрамасть. Çакна урамра, çуртсенчен 50 метр аяккарах вырăнта тумалла, унсăрăн ракета таврашĕ балкон çине ÿкме е хваттере кĕме, çавна май пушар тухма пултарать. Чăваш Республикинче фейерверк изделийĕсене ямашкăн хатĕрленĕ 72 вырăн уçма йышăннă. Çак лаптăксене пурне те пиротехникăна хăрушлăхсăр ĕçлеттермелли меслетсем çинчен калакан информаци стенчĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çынсене салют таврашĕпе усă куриччен малтан инструкципе тĕплĕн паллашма сĕнес килет. Асăрханулăха çухатсан инкек тухма пултарать. Акă 2015 çулхи раштав уйăхĕнче пĕр çамрăк çын петардăна пула алă пÿрнин икĕ сыпписĕр тăрса юлнă: «корсарик» унăн çанни ăшне ÿкнĕ, арçын ăна кăларса илесшĕн пулнă, анчах ĕлкĕреймен. Фейерверкпа усă курмалли йĕркене пăхăнманран кăçалхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Тăвай районĕнче пушар тухнă, сарай çунса кайнă. Çавăнпа пиротехникăпа питĕ тимлĕ те асăрхануллă пулăр, унсăрăн уяв инкекпе вĕçленме пултарать», — пĕтĕмлетрĕ Дмитрий Васильев.

МЧС ĕçченĕсем хăрушă фальсификата тупса палăртас енĕпе те рейдсем ирттереççĕ. Çакнашкал тĕрĕслевсем Çĕнĕ çулчченех пырĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.