Сăрă-лак шăршинчен

8 Раштав, 2016

Çуллахи вăхăтра пӳртри ĕçсем валли вăхăт çитмест. Юсава ял хуçалăх ĕçĕсене вĕçлесен тума тивет. Çакăнта япăххи нимех те çук. Пӳрт ăшчикки çĕнелни хăтлăх кӳрет, кăмăла çĕклет.

Юсав ĕçĕсем лак-сăрăсăр иртмеççĕ тесен те юрать. Анчах вĕсен шăрши хĕллехи вăхăтра пушшех те нумайрах вăхăт тăрать пӳлĕмре. Çакă кама пит килĕштĕр? Шăрша епле хăвăртрах пĕтерме пулать-ха?

Пӳрте уçăлтарни. Юсав ĕçĕсем вĕçленсен чӳречесене уçса лайăх уçăлтармалла. Анчах сивĕ çанталăкра уçă чӳречепе нумай пурăнаймăн. Вăйлă шăршă пĕтсессĕн юлнă шăрша пĕтермелли меслетсем:

  •  Пӳлĕме кăштах тăвар ярса ирĕлтернĕ шыв янă савăтсем лартса тухăр. Вăл шăрша, наркăмăшлă газсене туртса илет. Шыва кунне икĕ хутчен улăштарăр. Тăварлă шыв вырăнне ахаль таса шыв та лартма юрать.
  •  Кофе. Унăн шăрши вăйлă. Вăл, паллах, сăрă-лак шăршине туртса илмест, ăна хуплама çеç пулăшать. Темиçе чашкă кофе хатĕрлесе тĕрлĕ çĕре лартмалла.
  •  Йывăç кăмрăкĕ — вăйлă абсорбент. Вăл кирек мĕнле шăрша та туртса илет. Тахçанах мар çунтарнă йывăç кăмрăкне савăтсене хурса пӳрте тĕрлĕ çĕре лартса тухмалла. Шăршă хăвăртах пĕтĕ.
  •  Эфир çăвĕсем. Аптекăра пĕтнĕк çăвĕ е ваниль экстракчĕ туянăр. Темиçе тумлам тумлатнă шыв савăчĕсене лартса тухăр. Лак, краска, ытти шăршă туйăнми пулать.
  •  Çурта. 4-5 парафин çуртана /ырă шăршăлли мар/ çутса темиçе тĕле лартăр. Лакран, краскăран тухакан çунакан газсем çурта çулăмĕпе çунса пĕтĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.