Чĕмпĕр çыравçисем
Облаç патшалăх архивĕн докуменчĕсем тăрăх Облаç патшалăх архивĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин-Ульяновск облаçĕнче çуралнă, вĕреннĕ тата пурăннă чăваш çыравçисен докуменчĕсем упранса юлнă. Вĕсене вуласа тишкернĕ май ку е вăл писатель пирки çĕннине чылай пĕлме пулать.
Чăваш литература чĕлхи чĕрĕлсе тăрасси Иван Яковлевпа тата Чĕмпĕрти чăваш шкулĕпе çыхăннă. Иван Яковлевич гимназире вĕреннĕ вăхăтрах, 1868 çулта, чăваш шкулне йĕркеленĕ, ачасене тăван чĕлхепе вĕрентнĕ. Унта пулас педагогсем кăна мар, чăвашсен паллă поэчĕсемпе писателĕсем те вĕреннĕ.
Архивра çамрăк Иван Яковлев вырăсла çырнă тетрадь упранать. Унта — чăваш фольклорĕ, салтак, вăйă юррисем. Вĕсене автор пуçтарнă, вырăсла куçарса çырнă. Чылай çĕрте тÿрлетÿсем тунă. Пĕр страницăра Иван Яковлев çапла çырни те пур: "Икĕ йĕркене куçарма май çук". Чăнах та, çав сăввăн икĕ йĕркине, кăранташпа çырнăран çийĕнсе пĕтнĕскере, вулаймăн та.
1963 çулхи раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Ульяновск педагогика институчĕн проректорĕ П.С.Бейсов В.И.Ленин ячĕллĕ СССР патшалăх библиотекин алçырусен пайĕн заведующине çыру çырнă. Унта çапла каланă: "Ульяновск педагогика институчĕн ректорачĕ çак çырупа чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлевăн архивĕнче упранакан тетрадьри "Хусан хули пысăк хула" тата "Тăхăр куккук авăтать" страницăсен фотокопине ярса паратпăр.
Ульяновскра Яковлевăн автографĕсем çук, çавăнпа эпир çак йĕркесене Яковлев çырнă тесе çирĕплетсе калама пултараймастпăр.
Алçырусен пайĕнче упранакан Яковлевăн автографĕсемпе танлаштарса пăхма, хуравне пире пĕлтерме ыйтатпăр".
Хурав çав уйăхăн 19-мĕ-шĕнче çитнĕ. Тетрадь Иван Яковлевăн пулнине çирĕплетнĕ.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вилĕмсĕр "Нарспи" авторĕ К.В.Иванов, Ф.П.Павлов композитор вĕреннĕ.
1903 çултанпа Кĕçтенттин пурнăçĕ асăннă шкулпа çыхăннă. 1905-1907 çулсенчи революци сĕмĕллĕ пулăмсем хыççăн Иван Яковлев Иванова хăй патне чĕнсе илнĕ, кĕнекесене чăвашла куçарас тĕлĕшпе ĕçлеме сĕннĕ. Константин Васильевич вырăс писателĕсемпе поэчĕсен М.Лермонтовăн, Н.Огаревăн, А.Кольцовăн, Н.Некрасовăн, А.Майковăн сăввисемпе поэмисене, К.Ушинскин, Л.Толстойăн калавĕсене куçарнă. Çав вăхăтрах хăйĕн хайлавĕсене те çырнă, "Нарспи" поэмăна та.
Архивра Константин Иванов 1909 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чĕмпĕрти арçынсен гимназийĕн директорне çырнă çыру та упранать. Унта вăл икĕ класлă училище учителĕн свидетельствине илмешкĕн экзамен тытмашкăн ирĕк пама ыйтнă. Пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнин вице-кĕпĕрнаттăрĕ алă пусса ирĕк панă хута илнĕ. Ака уйăхĕнче экзаменсене ăнăçлă тытнă, учитель ятне тивĕçнĕ.
1912-1913, 1913-1914 вĕ-ренÿ çулĕсенче К.В.Иванов Чĕмпĕрти тĕн училищинче черчени учителĕнче ĕçленĕ. Патшалăх архивĕнче асăннă училищĕре 1912-1913 вĕренÿ çулĕнче пĕлÿ илнĕ ачасен экзамен тытнă списокĕ упранса юлнă. Чĕмпĕрти тĕн училищин Святейший Синод çумĕнчи Вĕрентÿ комитетне тăратнă документсенчен çакă паллă: "...черчени преподавателĕн Константин Ивановăн 2 урок, ытти вĕренÿ заведенийĕнче уроксем çук. Епархи тата ытти ведомство енĕпе çулленех уяв кунĕсенче тĕнпе кăмăл-сипет вулавĕсем ирттерет..."
Преподаватель карьерине тата пултарулăх ĕçне малалла аталантарма йывăр чир чăрмантарнă.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕ чăваш фольклорне пуçтарас тĕлĕшпе пысăк ĕç тунă. Ку енĕпе Федор Павлов та нумай тăрăшнă. 1908 тата 1912 çулсенче унта "Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним" ятпа икĕ кĕнеке тухнă. Кĕвĕ-çемĕпе кăсăкланнă вăхăтрах ăна литература та канăçсăрлантарнă. Пирĕн архивра Федор Павлович Чĕмпĕр чăваш шкулĕн вĕренĕвĕн тулли курсне пĕтернине тата ăна шкулăн педагогика канашĕ пуçламăш училище учителĕн ятне панине ĕнентерекен документсем упранаççĕ.
Иван Яковлев хăйĕн шкулĕнче вĕренекенсене тулли вăтам пĕлÿ парас тĕлĕшпе те нумай тăрăшнă. Çав шутра Федор Павлов ячĕпе те рекомендаци çырнă. Архивра упранакан пĕр документра çапла çырнă: "...в наступающем 1913-1914 учебном году в четвертый класс Симбирской Духовной семинарии желает поступить еще и.д. учителя пения вверенной мне Симбирской чувашской школы Федор Павлов. Он вполне благонадежен в нравственном и политическом отношении и твердых религиозных убеждений; по происхождению природный чувашин".
Иван Николаевич Юркин /1863-1943/ — таврапĕлÿçĕ, этнограф, литератор. Чĕмпĕр кĕпĕрнин Пăва уесĕнчи Пÿркел ялĕнче çуралнăскер /халĕ Тутарстанри Пăва районĕ/ Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче, Хусанти учительсен семинарийĕнче вĕреннĕ.
Юркинăн фондĕнче сăмах вĕççĕн çÿрекен халăх пултарулăхĕн материалĕсем, калавĕсен, юмахĕсен алçырăвĕсем упранаççĕ. Архив асăннă фондпа 1928 çулта пуянланнă. Алçырăвĕсене чăвашла тата вырăсла пурнăçланă. Кунтах унăн "Култаракан кĕнеке", "Вĕреннĕ çынсем", "Кулачă тăраниччен çитерни", "Урине", "Хулари кив масар çинче" тата ытти произведенийĕн алçырăвĕсем упранаççĕ.
Роза МАКАРОВА,
Ульяновск облаçĕн патшалăх архивĕн ĕçченĕ.
Комментари хушас