Эпир виççĕн пĕртăван

20 Юпа, 2016

Яланах йывăрпа иртет юлашки урок. Ывăнса çитсен тимлĕх сĕвĕрĕлет. Учитель вара ачасен кăмăлне çĕклеме, ывăннине сирсе яма яланах пĕлет. Акă вăл шкапран илемлĕ курупкасем кăларса кашни парта çине пĕрер хурса тухрĕ. Арçын ачасемпе хĕрачасен куçĕсем çăлтăрла çиçсе илчĕç, тутисем йăл кулчĕç. Такам чĕрĕ вăй вĕрсе кĕртрĕ тейĕн.

— Ай-уй! Мĕн чухлĕ кăранташ! — янăрарĕ Клава Егоровăн чĕвĕлти сасси. — Тем тĕсли те пур!

— Ӳкерчĕксем тăвăпăр. Альбомăрсене кăларăр-ха, — хушрĕ вĕрентекен ырă кăмăллăн.

Вĕренекенсем альбомĕсене парта çине уçса хуричченех шарламасăр тăхтаса тăчĕ хăй. Вара тӳрĕ лармаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕ.

— Мĕнле ӳкерчĕксем тума пулать-ши çак самантра? — кăсăкланчĕ Клавăран юнашар ларакан.

Хĕрача йăл кулчĕ те хăй шухăшне пĕлтерчĕ.

— Ӳкер: кушак, сурăх, качака, хĕвел, пĕлĕт, асамат кĕперĕ... Кирек мĕн ӳкерсен те — кăмăлна çеç кайтăр.

Класс шăпланчĕ. Пурте ĕçе пикенчĕç. Клава та алине кăранташ тытса упа çури ӳкерчĕ. Яланхиллех, питĕ тăрăшрĕ вăл. Чăн та, ӳкерчĕкĕ куçа илĕртекенни пулчĕ. Вĕрентекен те, авă, унăн ĕçне чи лайăххисен шутне кĕртрĕ. Ачасен умĕнче мухтаса илчĕ.

— Тен, кайран пирĕн Клава чăн-чăн художник пулĕ, — терĕ хăй те пĕр тĕлĕнсе, пĕр савăнса.

Арçын ачасемпе хĕрачасем чăтаймарĕç, Клавăна пыл хурчĕсем евĕр сырса та илчĕç.

— Ах, кун пек упа çурине юмах кĕнекинче асăрханăччĕ. Курăр-ха! Ку утаманăн вара çӳç çыххи те пур-çке! Клава, пирĕн класра санран хитре ӳкерчĕк тăвакан çук. Маттур! — хăпартланчĕ Катя Андреева тантăшне ырласа.

— Манăн та Клава пек хастар пулас килет. Аттепе-аннене вун-вун хитре ĕçпе савăнтарнă пулăттăм, — терĕ Даниил Анисимов та.

...Çак асамлă самант пĕрремĕш класра пулса иртнĕччĕ. Паян вара Клава Егорова çиччĕмĕшĕнче ăс пухать. Халĕ вăл унчченхинчен те пултаруллă. Юратнă Кристина аппăшĕн, Кирилл шăллĕн сăнĕсене шурă хут çине куçарма кăмăллать. «Эпир виççĕн пĕртăван. Виçсĕмĕрĕн те ятсем «К» саспаллирен пуçланаççĕ», — тет хĕрача хăпартланса.

Чĕмсĕр поэзи - ӳкерчĕк

Клава Егоровăшăн рисовани урокĕ — чи юратни. Унăн ĕçĕсенче тĕрлĕ пулăм сăнарланнă. Уйрăмах çут çанталакăн кирек хăш вăхăтне килĕштерет хастарскер.

— Хĕлле, кĕркунне, çуркунне кантăк çинче тавралăх сĕмне ӳкеретĕп. Çулла маншăн — юмах тĕнчи! Кирек ăçта çитсе, кирек ăçта пулса альбома тултарма пултаратăп. Кĕтӳ çӳренĕ вăхăтра, выльăхсем лăплансан, каллех алла кăранташ тытатăп. Вăхăта ахаль ирттерес килмест-çке. Çулла сехечĕ-сехечĕпе шурă хут çине тĕрлĕ сăн кăларма пултаратăп. Тĕп сăнарĕ те тепĕр чухне хамах... Сывлăм ӳкнĕ улăхра пĕç таран курăксене çара уран ашса çӳретĕп. Йĕри-тавралла шăрчăксем сике-сике пыраççĕ. Куç умĕнче тĕрлĕ чечек ялкăшать: сарри, шурри, кĕренни, кăн-кăвакки. Инçех те мар вăрман, ял патне çитиччен, тинĕс евĕр хумханса выртать. Çавăнтан вара путене сасси чун-чĕрене савăнтарать. Тӳпе илемлĕ, янкăр, чĕвĕлти кайăксен ушкăнĕсем асамлă сывлăша çуначĕсемпе вăр-вар касса вĕçе-вĕçе иртеççĕ. Таçтан хура пĕлĕтсем е çил-тăвăл килсе тухасса та, асар-писер çумăр çăвасса та кĕтместĕп. Эпĕ улăхпа утса мар, çĕкленсе вĕçе-вĕçе пыратăп. Таврара илемлĕ, кăмăллă, хаваслă. Çак илеме эпĕ хут çинче питĕ витĕмлĕ уçса пама тăрăшатăп. Ӳкерчĕк — чĕмсĕр поэзи, поэзи вара калаçакан ӳкерчĕк. Манăн ĕçсене юлташсем те хак пама пĕлеççĕ, — тет хастар хĕрача хĕвел пек йăл кулса.

Кăçал паллă летчик Алексей Петрович Маресьев çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа районта ӳкерчĕксен конкусĕ иртрĕ. Çак ăмăртăва Клава тĕплĕн те тăрăшса хатĕрленчĕ. Хăй ӳсĕмри тантăшĕсен хушшинче вăл пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

— Маншăн Алексей Петрович — пысăк çын. Пурнăç шăпи ăна ачашласа, пуçран лăпкаса ӳстермен. Канăçсăр çилсем унăн шухăшне ăçта кăна илсе çитермен-ши? Вăрçăра вара шăрăхне те, сиввине те, йӳççине те, хурапа шурине те сахал мар тӳссе курнă. Ирсĕр тăшмана пула вăл хăрах урисĕр юлать. Анчах пуçне усмасть, госпиталь хыççăн каллех самолет штурвалĕ умне ларнă. «Хамăн хăрах урашăн, вăрçă хирĕнче вăхăтсăр пуç хунă туссемшĕн тавăратăпах нимĕçсене! Самани халĕ такана çинчи шыв пек пăтранса тăрать. Таврари пурнăçран ниçта та тарса пытанаймăн. Хам ума вилĕм тухса тăрас пулсан та пытанмастăпах. Юлташсемпе пĕрлех пулăп. Кунран лайăххи нимĕн те пулас çук», — тенĕ вăл çирĕппĕн чышкисене чăмăртаса.

...Тавралăхра çĕр-çĕр пăшал сасси илтĕннĕ, пульăсем шатăртатнă. Çак хăрушă саманта пăхмасăр Маресьевăн самолечĕ хĕвел çутинче ялтăртатса, пулă пек çаврăнса, çӳлелле хăпарса кайнă. Унтан пĕр вырăнта ункă туса вĕçсе çаврăннă та, нимĕçсем çине бомба хыççăн бомба пăрахма тытăннă. Чылай тăшман пĕтнĕ вăл кун, совет салтакĕсем Алексей Петрович хастарлăхĕшĕн савăннă. Тĕлĕннипе пуçĕсене пăркаласа хаваслăн калаçнă.

— Хăйшĕн те, ытти çамрăксемшĕн те тавăрчĕ, малашне те ирсĕрсене тĕп тăвĕ-ха, — хĕпĕртенĕ вĕсем.

Çакă вăл паттăрлăх мар-и-ха? Эпĕ те ӳкерчĕкре Маресьевпа унăн тӳпере вĕçнĕ самолетне витĕмлĕ те курăмлă сăнарларăм. Чăн та, ĕçĕм хама та питĕ килĕшрĕ. Çĕнтерӳçĕсене Шупашкара тӳлевсĕр экскурсие илсе кайни маншăн тĕлĕнмелле парне пулчĕ. Пĕр кунта эпир ăçта кăна çитсе курмарăмăр. Залив хĕрринче уçăлса çӳрени, мăнаçлă Атăл шывĕ çийĕн теплоходпа ярăнни, музейсенче тата ытти паллă вырăнсенче пулни нихăçан та асран тухмĕ. Е тата телекурав ĕçченĕсем пирĕнтен интервью илни хăçан та пулин манăçĕ-ши? Киле мĕн тери хавас кăмăлпа таврăнтăмăр тата! Пысăк хулара мĕн курнине шăллăма тĕплĕн каласа патăм. Вăл вара тимлесе итленĕ хыççăн: «Аппа, манăн та сан пек хастар пулас килет», — терĕ кĕскен, — тет Клава.

Юрă-кĕвĕпе туслăскерсем

Егоровсен кашнин ячĕ мĕншĕн «К» саспаллирен пуçланать-ха? Асли валли самантрах килĕшӳллĕ ят тупăннă-ха. Кристина.

— Эпĕ çут тĕнчене килсен вара мана анне Катя ят хурасшăн пулнă. «Иккĕмĕш хĕрĕмĕрĕн те ячĕ «К» саспаллирен пуçлантăр тетĕп-çке», — тенĕ вăл хăй шухăшне палăртса. Анчах аттепе пиччĕшĕсем хирĕçленĕ. «Аннен çуралнă кунĕнче çут тĕнчене килчĕ те, эппин унăн ятнех хурас. Клава тесе чĕнес пĕчĕкскере... Хитре ят-çке», — тенĕ вĕсем. Кирилл вара — пирĕн юратнă шăллăм. Çапах та аннен ĕмĕчĕ пурнăçланнă тесе шухăшлатăп. Ара, Катя ята килĕштернĕ-çке вăл. Паян вара манăн чи çывăх юлташăм — Катя Андреева. Пĕр класра вĕренетпĕр. Питĕ туслă пурăнатпăр. Вăл спортра чи хастаррисенчен пĕри. Уйрăмах çăмăл атлетикăра çитĕнӳсем тăвать. Вăл çирĕп кăмăллă пулни, йывăр вăхăтра сĕнӳ-канаш пани мана пурнăçра хавхалантарать, вĕренӳре ӳсĕмсем тума пулăшать, — çирĕплетрĕ хăйĕн шухăшне тата савăнăçне хĕрача.

Клавăн аппăшĕ Кристина кăçал вунпĕрмĕшĕнче вĕренет. Пушă вăхăчĕ çукпа пĕрех унăн. Патшалăх экзаменĕсене халех хатĕрленме тытăннă. Ялан вулать, çырать. Тата ытларах çĕннине пĕлме тăрăшать.

— Экономист е тухтăр пулас ĕмĕтлĕ. Çапла, çутă ĕмĕтĕмсем çунатлă. Анчах тăван шкултан тухса кайма вăхăт çитнишĕн чунтан кулянатăп. Пĕр класра вунпĕр çул вĕреннĕ туссенчен уйрăласси — чи йывăр самант. Тата та шутлаттараканни — патшалăх экзаменĕсем. Иртнĕ çул çамрăксем епле пăлханнине астăватăп. «Апат та анмасть, ыйхă та килмест çав пăлхануллă вăхăтсенче», — тесе каланине пĕрре мар илтнĕ. Мĕнех, хамăр пултаруллă пулнине ун чухне çирĕплетсе парăпăр-ха. Ытти çулсенчи çамрăксем пекех, — тет йăл кулăллă Кристина.

Тăваттăмĕш класра ăс пухакан Кирилл шăллĕ валли халех професси тупса хунă Кристинăпа Клава.

— Шкул çитмен ачасем Кирила питĕ юратаççĕ. Сĕт шăлĕсене те ăнах кăларттараççĕ. Лешсем вара савăннипе тĕкĕр умне чупса пыраççĕ те унта темчченех хăйсем çине пăхса тăраççĕ. Пичĕсем йăл кулăпа тулаççĕ. Ара, пирĕн Кирилл пĕчĕккисене питĕ юратать, вĕсемпе кирек хăçан та пĕр чĕлхе тупма пĕлет. Урамра пĕрле мечĕк хăвалаççĕ е урăхла вăйă выляççĕ. Каç пулсан та пĕр-пĕринчен уйрăласшăн мар тата! Ашшĕ-амăшĕ тухса чĕнмесен вырăнтан та тапранасшăн мар. Футболла аван вылять пулин те, эпир шăллăма медицина енĕпе ярасшăн. Ан тив, паян пурнăçлакан ĕçне тепĕр темиçе çултан та çаплипех юраттăр, — теççĕ вĕсем юратнă шăллĕ пирки.

Виçĕ пĕртăван юрра-кĕвве чунтан юратаççĕ. Çавăнпа шкулта е клубра иртекен уяв-концертсене кăмăлтан хутшăнаççĕ.

Яланхи киленĕç

Лăпкă вăрман хыçĕнче, хĕвеланăç енче, пĕлĕтсем армак-чармак каркаланнă. Çĕр тĕслĕ сăнарсем пур унта: çын кĕлетки те, виççĕн вĕçтерсе пыракан юланутсем те... Çавăнтах тата шурă пăс, ĕрĕхтерсе иртнĕ лашасем хыççăн çĕкленнĕ тусан пек, хуллен шуса, йăсăрланса, явăнса тăрать, унтан вĕсенчен çӳллĕ те чăнкă çыран пулса та тăчĕ...

Акă çӳлерех пĕлĕт купи явăнса юхать. Хура пĕлĕт кăшт шупкаланать, сарăлса ирĕлме тытăнать, унтан, тăсăлса кайнă пĕлĕт катрамĕсем хушшинчен хĕвелĕн çаврашки йăл кулса илет... Кулса илет те, ерипен каллех пытанать.

...Паянхи çанталăка та шурă хут çине ӳкерет Клава. Чун ыйтнипе, савăк кăмăл пулнипе, килтисене, пĕрле вĕренекен тус-юлташне савăнтарас тенипе... Кассăн-кассăн вĕрекен çил унăн çӳçне варкăштарать, вĕриленнĕ питне уçăлтарать...

Луиза ВАСИЛЬЕВА.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.