Çынсене мĕн пăшăрхантарать

19 Юпа, 2016

Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕнче граждансенчен йышăннă ыйтусен хуравĕсем

"Вăрçă ачисем" çинчен калакан саккун йышăнассине пуçарма ыйтатпăр. Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче пурăнакан.

Республикăн Патшалăх Канашĕнчен çапла пĕлтерчĕç: РФ Конституцийĕ вĕсем ăçта пу­рăннине пăхмасăр мĕнпур çын прависен пĕр­танлăхне гарантилет. Пирĕн шутпа, социаллă хÿтлĕх мерисемпе те Раççейĕн пĕтĕм территорийĕнче пурăнакан "вăрçă ачисене" пурне те тивĕçтермелле — çакă регионсен бюд­жечĕсен майĕсенчен килмелле мар. Социаллă хÿтлĕхĕн çак мерисем валли кирлĕ тăкаксем федераци бюджечĕн обязательствисен шутне кĕмелле. Çавăнпа ачалăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕ çынсене патшалăх енчен социаллă пулăшу памалли мерăсене те Раççей шайĕнче çирĕплетни вырăнлă.

ЧР Патшалăх Канашĕ 2013 çулхи утă уйăхĕнче РФ Патшалăх Думин Председателĕн С.Е.Нарышкинăн ячĕпе федерацин тивĕçлĕ саккунне йышăнассине хăвăртлатма ыйтса çыру янă. РФ субъекчĕсем "вăрçă ачисене" социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерес ыйтусемпе панă, ЧР парламентне килнĕ мĕнпур пуçарăва Патшалăх Канашĕ ырланă.

Шупашкар районĕнчи Арккасси ялĕнче почта уйрăмĕ çук. Хаçат çырăнса илесшĕн, анчах почтальон пирĕн пата килсе çÿрĕ-и? Шупашкар районĕнчи Арккасси ялĕнче пурăнакан.

Федерацин почта çыхăнăвĕн республикăри управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — Шупашкар районĕнчи Арккасси ялĕ Шупашкар почтамчĕн Çĕнĕ Шупашкарти УДОСĕ яваплă территорие кĕрет /почта индексĕ — 429965/. Арккасси ялĕнче пурăнакансене çырусене, периодика пичет кăларăмĕсене тунтикунран тытăнса эрнекунччен çак почта уйрăмĕн почтальонĕсем куллен леçсе параççĕ. Арккасси ялĕнче почта уйрăмне уçма палăртман. Пичет кăларăмĕсене республикăри кирек хăш почта уйрăмĕнче е хăвăрăн почтальон урлă çырăнса илме пултаратăр.

Уйрăм çыннăн пенси коэффициентне мĕнле палăртнине ăнлантарма ыйтатпăр. Лапсар поселокĕнчи Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ĕçченĕсем.

Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнчен çакăн пек хурав илтĕмĕр: 2015 çултан тытăнса ĕçленĕ кашни çулшăн уйрăм çыннăн пенси коэффициентне /балл/ хушса параççĕ. Ăна ĕçлекеншĕн тÿленĕ страховани взносĕсен çулталăкри виçине саккунпа килĕшÿллĕн взнос илмелли чи пысăк ĕç укçинчен куçаракан страховани взносĕсен виçи çине пайласа тата пысăклатакан коэффициент çине хутласа палăртаççĕ.

Çын 20 пин тенкĕ ĕçлесе илет тейĕпĕр — çулталăкра 240 пин тенкĕ пухăнать. Ĕç паракан 16% тарифпа çак виçерен тÿлекен страховани взносĕ çулталăкшăн 38400 тенкĕпе танлашать — ку числитель. 2016 çулта саккунпа килĕшÿллĕн взнос илмелли чи пысăк шалу виçине çулталăкра 796 пин тенкĕ тесе палăртнă. Çак виçерен 16% виçепе илмелли страховани взносĕ 127360 тенкĕ пулать — ку знаменатель. Числителе знаменатель çине пайлатпăр, пысăклатакан 10 коэффициент çине хутлатпăр — ĕçлекенĕн çулталăкри коэффициентне тупатпăр, вăл 3,015 пулать.

Поселоксенче çурт-йĕре кăмака хутса ăшăтатпăр. Анчах вутăлăх вăрмана инçетре уйăрса параççĕ. Çывăхарах уйăрма май çук-и? Йĕпреç районĕнчи Хĕрлĕ Заря, Калиновка поселокĕсенче пурăнакансем.

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен министерстви çапла пĕлтерет: Вăрман кодексĕн 30 статйипе килĕшÿллĕн граждансем çурт-йĕре хутса ăшăтма, çурт-йĕр çĕклеме тата ытти тĕллевпе вăрман хатĕрлеме пултараççĕ. Çак ĕçе вăрман туяннин-сутнин килĕшĕвĕсемпе пурнăçламалла.

Республикăн вăрманпа граждансем хăйсен тĕллевĕсемпе усă курмалли йĕрке çинчен калакан саккунĕпе килĕшÿллĕн вăрман хатĕрлемелли нормативсене çирĕплетнĕ: çурт-йĕре хутса ăшăтма — çулталăкра пĕр хут 15 кубла метр.

Çавăн пекех çынсем хăйсен нушисем валли вăрман туянмалли йĕркене çирĕплетнĕ. Тивĕçлĕ килĕшĕве ЧР Çут çанталăк ресур­сĕсен министерстви хăйĕн нушисем валли йывăç хатĕрлеме ыйтакан гражданинпа тă­вать. Министерство ыйтăва тивĕçлĕ хысна учрежденине ярса парать, вăл хăйĕн терри­торийĕнче касмалли вăрман пуррине палăртать. Вăрман кодексĕпе килĕшÿллĕн чи малтан хăрнă, сиенленнĕ, ватă йывăçсене касмалла. Çавнашкаллисем яланах йывăç касма ыйтакан граждансем пурăнакан вырăнсемпе юнашар мар. Çапах кашни ыйтăва пăхса тухнă чухне хысна учрежденийĕсен ĕçченĕсем граждансем пурăнакан вырăнсене çывăхрах делянкăсене суйласа илме тăрăшаççĕ.

Шупашкар — Çĕмĕрле маршрутпа Муркаш районĕнчи Нискасси ялĕ урлă автобус яма май çук-и? Çĕмĕрле районĕнчи Анат Макарин ялĕнче пурăнакан.

Хурава ЧР Транспорт министерствинчен илтĕмĕр. ЧР Министрсен Кабинечĕн 2012 çулхи раштавăн 26-мĕшĕнче кăларнă 594-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн муниципалитетсен хушшинчи маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрес ыйтусене ЧР Транспорт министерстви е вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем татса параççĕ. Федерацин 220-ФЗ ; саккунне йышăннă май халь ку йĕркене улшăнусем кĕртеççĕ. Муниципалитетсен хушшинчи çĕнĕрен уçакан маршрутсемпе пассажирсене илсе çÿрекенсене Чăваш Енĕн Транспорт министерстви çÿлерех асăннă йышăнура палăртнă пек конкурс ирттермесĕрех палăртĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.