Ыттисене пулăшакан çын чухăнланса юлмасть

7 Юпа, 2016

“Хальхи вăхăтра алă усса ларнипе нимĕн те пулмасть. Çавăнпа хамăра шанмалла, пуçаруллăрах пулмалла. Пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса пымалла­ — ун пек чухне пурнăç аталанать. Ял сăн-сăпачĕшĕн те тăрăшмалла, вара çамрăксем хуланалла питех туртăнмĕç”, — тет Вăрнар районĕнчи Аçăмçырми ял тăрăхĕн депутачĕ, Пайăк тата Авăрçырми ялĕсен старости Родион Афанасьев.

Пĕвесем — канушăн та, хăрушсăрлăхшăн та

Вăрнар район администрацийĕнче тăрăшса та лайăх ĕçлекен старостăсенчен пĕри Р.Афанасьев тесе пĕлтерсен вăл пурăнакан Пайăк ялне кайма тухрăмăр. Çав таврара хальччен пулса курманран асăннă ял пирки кăштах та пулин пĕлес тĕллевпе Интернетпа усă куртăмăр. Пайăк пĕчĕк ял, унта 20 ытла кил çеç пулнине вуласан куç умне пит савăнăçлах мар ÿкерчĕк тухса тăчĕ. Телее, йăнăшрăмăр эпир, ялпа çывăхрах паллашнă хыççăн ăна “малашлăхсăррисен” шутне кĕртмелле мар тесе пĕтĕмлетрĕмĕр.

Чи малтанах Пайăк питĕ илемлĕ тăрăхра вырнаçнине палăртас килет: йĕри-тавра — темиçе пĕве, икĕ енче — вăрман. Эппин, унта пурăнакансем кăмăл туличченех пулă тытма та, сунара кайма та, хĕл каçмалăх çырла-кăмпа пуçтарма та, мăйăр татма та пултараççĕ. Ырлăх вĕт!

Çапах çут çанталăк ырлăхĕпе усă курнипе çеç мар, вăл ан иксĕлтĕр, хушăнсах пытăр тесе те тăрăшмалла этемĕн. Çакна Пайăк ялĕнче пурăнакансем аван пĕлеççĕ. Родион Афанасьев каланă тăрăх — ялта 2006 çулта асфальт çул сарнă, çавна май пĕр пĕвине татса яма тивнĕ. Пайăксем çакăн хыççăн пĕрле пухăнса çул хĕррине йывăç-тĕм лартнă, кăштах хÿтлĕх пултăр тенĕ. Çав хурăнлăхран аяларах, çырмаллă вырăнта, çĕнĕ пĕве тума шухăш тытнă. «Вăл чи малтан пушар хăрушсăрлăхĕшĕн кирлĕ. Вут-çулăм тухас тăк пушар машинисем шыв шыраса таçта кайса ан çÿреччĕр. Малтан ял çыннисемпе канашларăм, каярахпа пуçлăхсенчен пулăшу ыйтрăм. Вăрнар райадминистрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев техника енчен пулăшрĕ. 5 техника таранах ĕçлерĕ кунта. Леонид Николаева та, Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхне Олег Петрова та тав сăмахĕ калас килет. Халĕ çак пĕве патне пушар машинисем çăмăллăнах анма тата шыв илме пултараççĕ», — лару-тăрупа паллаштарать Родион Вениаминович. Сăмах май, ял çыннисем ăна — Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнăскере, хуларан тăван яла куçса килнĕскере — виçĕ çул каялла староста пулма шаннă. Тивĕçĕсене таса чунпа пурнăçланине кура пĕлтĕр ял тăрăхĕн депутатне суйланă.

Пĕве тунă чухне халăхран та укçа пухма тивнĕ, çакăн валли бюджетран нухрат уйăрмаççĕ-çке. «Паллах, малтан пире ăнланас темен çынсем те тупăнкаларĕç. «Мана мĕн тума кирлĕ?» — тетчĕç. «Ку сана та мар, мана та мар, çакă — пирĕн пĕрлехи ĕç», — тесе ăнлантараттăмăр. Кунашкал ĕçсем ачасемпе мăнуксем валли кирлĕ. Пирĕн хамăрăн хыççăн мĕн те пулин хăвармаллах. Çакна кура çамрăксен те çĕнĕ ĕмĕтсем çуралĕç, вĕсем хавхаланĕç. Унсăрăн ял пĕтет», — калаçăва тăсать староста. Çамрăксем яла туртăнччăр тесех ĕнтĕ çĕнĕ пĕвене пулă янă. Канмалли майсене татах та анлăлатасшăн. Паян-ыран ун тавра нумай çул ÿсекен курăк акасшăн. Шыв шайĕ тепĕр аллă сантиметр хăпарсан пĕве çумне йывăçсем лартасшăн. Пĕве икĕ пайлă, вĕсенчен пĕри — выльăх-чĕрлĕхе шăварма. Тепĕр пайĕнче староста канмалли вырăн тăвасшăн: пляжри пекех пултăр тесе тепĕр çул хăйăр сарасшăн, «кăмпасем» вырнаçтарасшăн. Хĕлле вара Кăшарнире шыва кĕмелли майсем йĕркелесшĕн.

Ялăн тепĕр вĕçĕнчи пĕвене те тарăнлатас ĕмĕтпе пурăнать Родион Вениаминович. Унтан инçех мар вырнаçнă çăлкуçа та тасатса хăтлăлатасшăн. Тахçан вăл питĕ вăйлă тапса тăнă иккен, шывĕ тутлă та сиплĕ пулнăран ăна Калинино больницинчен те килсе илнĕ. Ял çыннисем унпа хăяр тăварлама усă курнă. «Ĕмĕт-тĕллев нумай, укçи-тенки çитсе пымасть. Вăхăчĕ çителĕклех, вăхăт çук тесе кахал çын çеç калать», — чунне уçать староста.

Татса памалли ыйтусем

Пайăкра — 26 кил, вĕсенчен 2-шĕнпе çеç дача вырăнне усă кураççĕ, ыттисенче пуринче те пурăнаççĕ. Урăхла каласан хуçасăррисем, пушă лараканнисем çук. Пĕтĕмпе 66 çын, çав шутран 8-шĕ — аслă çултисем. Чи асли — Мария Семенова, кĕçех 90 çул тултарать. 8 ача — шкула, тепĕр 3-шĕ ача садне çÿреççĕ. Çул çитменскерсене шкул автобусĕ килсе илет, леçсе ярать.

Татса памалли ыйтусенчен пĕри — автобус чарăнăвне тепĕр хут тăвасси. Малтан пулнă-ха вăл, каярахпа темшĕн пĕтернĕ. «Çав чарăну кирлех. Çакăн пирки ЧР Транспорт министерствине çыру ятăм. Хуравра кăçал чарăну тума май килмест, тепĕр çул пулать-и е çук-и тесе пĕлтерчĕç, — лару-тăрупа паллаштарать Родион Афанасьев. — Пирĕн чи çивĕч ыйту — ялта ĕç çукки, çавна май чылайăшĕ Калининăна çÿрет. Арçынсем аякри хуласене çул тытаççĕ. Пирĕн яла автобус икĕ хутчен килет: пĕри 12 сехет çурăра, тепри 14 сехет иртсен. Малтан виççĕмĕшĕ те пурччĕ, 17 сехетре килетчĕ. Ĕçлекенсем унпа киле таврăнатчĕç. Шел, çав рейса пĕтерчĕç. Питĕ кирлĕччĕ вăл пире, çынсем те хамăр йĕркеленĕ пухусенче çак ыйтăва тăтăшах çĕклеççĕ. Каçхи рейса тепĕр хут ĕçе кĕртме май килмест-ши тесе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне çыру ятăм, вăл ман ыйтăва Транспорт министерствине хуравлама сĕннĕ. Асăннă ведомство укçа-тенкĕ пулсан е 2017 çулта, е 2018 çулта пирĕн ыйтăва татса пама май килĕ тесе хурав ячĕ».

Ял халăхне мĕн пăшăрхантарнине пĕлес тĕллевпе депутат тĕлпулусем тăтăшах йĕркелет. Ыйтусене татса парас тесе çырусем çырать, тĕрлĕ шайри пуçлăхсемпе тĕл пулса калаçать. Пайăкран инçех мар вырнаçнă Авăрçырми ялĕн старости те пулнă май унта пурăнакансене пулăшма ăнтăлать. 60-а яхăн киллĕскерте хытарнă çул çук. Газ кĕртнĕ чухне пăрăхсене урам варринех хурса тухнăран асфальт çул сарма май килмест иккен. Тахçан колхозăн пулнă фермăсене сутнă хыççăн юлнă вак кирпĕче тепĕр çул урама сарасшăн. Çавăн пекех унта та пĕвесемпе ĕçлесшĕн. Вĕсем ăшăхланма та, тĕпне юшкăн ларма та пултарать-çке, эппин, пĕвесене пăхсах-сăнасах тăмалла.

Паллă ĕнтĕ: старостăна ку ĕçшĕн никам та укçа тÿлемест. «Пĕтĕмпех укçапа мар, кăмăлпа çыхăнтармалла. Лайăх кăмăлпа калаçсан-ыйтсан япăх çын та лайăхланать, пуçарăва ырласа ĕçе хутшăнать. Килтине мар, общество ĕçне мала хунăшăн малтан мăшăр та кăмăлсăрланатчĕ, халĕ вара хăнăхрĕ ĕнтĕ. Ыттисене пулăшакан çын нихăçан та чухăнланса юлмасть. Маншăн чи кирли — ял халăхĕшĕн усăллă пуласси», — палăртать хастарскер. Р.Афанасьев хăйне пулăшса пынăшăн маларах ял старости пулнă Федор Максимовпа Олег Иванова, ЧР тава тивĕçлĕ учительне Тамара Волковăна, Валерий Леонтьева, Николай Афанасьева чĕререн тав тăвать.

Туслă пурăннине мĕн çиттĕр?

Пысăках мар Пайăкра икĕ хутлă çуртсем те пур. Хĕвеллĕ тата Шоссе урамĕсенчен тăраканскер пире хитрелĕхĕпе тата хăтлăхĕпе тыткăнларĕ. Нумайăшĕн çурчĕ умĕнче — хитре чечексем. Родион Вениаминович эпир чечексемпе киленнине асăрхаса çитес çул ялти чи таса, чи хăтлă тата чи илемлĕ çуртсене палăртас тĕллевпе ятарлă конкурс ирттерессине пĕлтерчĕ. Халăхпа кун пирки калаçнă ĕнтĕ, никам та хирĕç мар. Çĕнтерÿçĕсене, паллах, парнесемпе чыслĕç.

Шоссе урамĕ тенĕрен, хальлĕхе унта икĕ çурт çеç-ха, пĕри — Родион Афанасьевăн. Хуларан куçса килсен пĕр хушă амăшне пăхнă хыççăн уйрăлса тухас тенĕ вăл. Пурăнмалли кĕтес вырăнĕ валли таса уя суйласа илнĕ. Халĕ ун çурчĕ ыттисенчен, кÿршĕннине шута илмесен, самай аякра вырнаçнă. Мĕншĕн апла тунипе кăсăклантăмăр та: «Эпĕ хамăн тĕслĕхпе ним çук çĕрте те çурт лартмашкăн май пуррине кăтартма, çамрăксене хавхалантарма тĕв турăм. Халĕ ачасемпе мăнуксем хуларан хăнана килеççĕ, эпĕ мĕн тунипе кăсăкланаççĕ», — сăмаха тăсать староста.

Чăн та, кĕçех тепĕр çын ун çумне çурт лартнă. Шел, нумаях пурăнайман хуçи, халĕ çав кил-çуртпа арçыннăн пĕртăванĕн ывăлĕ усă курасшăн, унтах тимĕрçĕ цехне уçасшăн. Цеха хута ярсан ĕç вырăнĕсем пуласса шанать депутат. Шоссе урамĕнче çĕнĕ çуртсем татах çĕкленессе те ĕненет.

Пайăкра çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ, кашни килте тенĕ пекех çăл пур. Автолавккасем пĕрин хыççăн тепри килеççĕ /канмалли кунсемсĕр пуçне/. Çынсем пахчаçимĕç ÿстереççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Ялта пĕр фермер пур, унăн темиçе ĕне. Староста хăй те чăх-чĕп, кроликсем /пĕр хушă вĕсен шучĕ 90-ран та иртнĕ/, ĕнепе вăкăрсем усрать. Харпăрлăха илнĕ 1,5 гектар çĕрпе усă курать, унта выльăх апачĕ валли тĕрлĕ культура çитĕнтерет. Р.Афанасьев вĕллесемпе те кăсăкланать, хăйĕн хуçалăхĕнче утар тытма май килменрен çуралса ÿснĕ килĕнче пурăнакан шăллĕне пыл хурчĕсене пăхма пулăшать. Пиччĕшĕпе шăллĕ сунара çÿреме те кăмăллаççĕ.

Ялĕ пĕчĕк пулин те çынсем питĕ туслă пурăнаççĕ: савăнăçне те, хурлăхне те пĕрле пайлаççĕ. Акă нумаях пулмасть пĕрин ĕни вилнĕ, ăна кăштах та пулин пулăшу пултăр тесе халăх укçа пухса панă. Ĕнесене кĕтÿ çÿретме меллĕрех пултăр тесе пурте пĕрле нухрат пуçтарса «электрокĕтÿçĕ» туяннă, çавăнпа выльăх хуçисен çумăр айĕнче шăнма та, хĕвелпе пиçĕхме те тивмест. Ниме мелĕпе халĕ те усă кураççĕ кунта, пĕри хуралтă е мунча хăпартнă чухне пурте килсе пулăшаççĕ.

Уявсене те пĕрле паллă тăваççĕ. Клуб çук тесе кулянса лармаççĕ, ял варринче асфальт сарнă пысăках мар лаптăкра пухăнаççĕ те Çĕнтерÿ кунне, ял уявне паллă тăваççĕ. Маларах Пайăк вăрманĕн уçланкинче те пухăнкаланă. Ял уявĕ тенĕрен — Пайăк 1898 çулта йĕркеленни паллă. Ялтан пысăк ят-сум çĕнсе илнĕ çынсем те тухнă: чăваш халăх артистки Анна Кутузова, ЧР музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Георгий Петров-Пайер, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕсем Вера Артемьева тата Павел Афанасьев, педагогсен династийĕ — Волковсен çемйи. Çĕнĕ çула питĕ анлăн уявлаççĕ: чăрăшпа, Хĕл Мучипе, Юр пикепе. Ялта интереслĕ тесе çамрăксем те Çĕнĕ çула кĕтсе илме юлашки çулсенче ашшĕ-амăшĕ патне килеççĕ иккен. Çынсем тепĕр чухне укçа пухса шашлăк ăшалаççĕ, пулă яшки пĕçереççĕ. Пĕрле ĕçлени тата пĕрле савăнма пĕлни халăха пушшех çывăхлатать.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.