Хурăнсем çинчи пионер галстукĕсем

6 Юпа, 2016

Çак кунсенче эпир хĕрĕмпе Санкт-Петербургра экскурсире пултăмăр. Хулара çӳресе тĕрлĕ музея çитме тăрăшрăмăр. Кунта пурăнакан тăвансем, Александрпа Майя Королевсем, пире Кронштадтпа Пушкин хулисене те илсе кайрĕç.

Эрмитаж, Патшалăх Вырăс музейĕ, Нева каналĕсем... Мĕнле кăна паллă вырăн çук! Çуллахи сад, Петропавловск крепоçĕ тыткăнларĕç пире. Сăмах май, çуллахи сад картин авторĕсенчен пĕри — пирĕн ентеш Петр Егоров паллă архитектор. Космонавтика музейĕпе, Петропавловск соборĕпе интересленсе паллашрăмăр. Вырăссен паллă çыравçи Александр Пушкин вĕреннĕ лицея çитсе куртăмăр. Тĕрлĕ кĕпер урлă каçса хулан илемĕпе килентĕмĕр. Кĕперсем çинчи скульптурăсем, хулари монументсемпе экспозицисем, «Аврора» крейсер нихăçан та манăçмĕç. Ăçта ан çит — пур çĕрте те халăх хĕвĕшет. Нева çинчи илемлĕ хулапа паллашас текенсем таçтан та пыраççĕ. Эрмитажра та, Вырăс музейĕнче те, ытти çĕрте те шкул ачисем аслисемпе экскурсире çӳренине асăрхарăмăр. Учитель ачасене ăнлантарнă хушăрах вĕсене тĕрлĕ ыйту парать, лешсем алă çĕклесе хуравлаççĕ: урок-экскурси пырать пулас.

Кермен çине кермен. Кашнин хăйĕн архитектури. Пĕр евĕр илемлетнĕ çурта асăрхаймăн кунта.

Хăнари юлашки кун пире «Пурнăç çулĕ» /«Дорога жизни»/ курма экскурсие илсе кайрĕç. 900 кун тăсăлнă блокада вăхăтĕнче Ладога кӳлли урлă çулла шыв урлă, хĕлле пăр тăрăх хула çыннисем валли апат-çимĕç турттарнă. Шăпах çавăнпа ăна «Пурнăç çулĕ» ят панă та. 1941 çулхи авăнăн 12-мĕшĕнчен пуçласа 1943 çулхи пуш уйăхĕччен 500 пин çынна хуларан илсе тухса вилĕм-рен хăтарнă. Шоссе айккипе хĕрĕх ултă ятарлă юпа вырнаçтарнă. Çухрăм хыççăн çухрăм вĕлкĕшсе юлать, кашни çĕнĕ çухрăм умĕн юпа тăрать. Кайсан-кайсан пирĕн ума хĕрлĕ ялавсемпе çыхнă шурă хурăнсем тĕл пулчĕç. Тинкеререх пăхрăмăр та хурăнсене пионер галстукĕсемпе çыхнă пулĕ терĕмĕр. Çӳллĕ те тачкарах хурăнсем çинчи галстуксем ытла та пысăк, пачах та пионер галстукĕ пек мар. Ялавах пулĕ... Пирĕн çул малалла выртрĕ.

Вун çиччĕмĕш километрта Катюша мемориал патĕнчен иртсе кайнă чухне чарăнса тăмасăр ниепле те малалла каяймăн. «1941-1943 Эти грозные годы запомни Здесь проходила Дорога Жизни Мужеством храбрых спасен Ленинград Павшим героям бессмертная слава» — тесе çырнине вуласа пĕр минут шăп тăтăмăр.

Малалла кайрăмăр. «Разорванное кольцо» палăк патне çитетпĕр. Ун умĕнче Ĕмĕр сӳнми кăвайт çунать. Ятарлă стелла çине Бронислав Кежун çырнă сăвă йĕркисене вырнаçтарнă: «Потомок, знай, в суровые года, Верны народу, долгу и Отчизне, Через торосы ладожского льда Отсюда мы вели дорогу Жизни, Чтоб жизнь не умирала никогда».

Малалла кайсан татах та хĕрлĕ хăюпа çыхнă хурăнсем курăна пуçларĕç, унтах хура шар. Хурăнсене хирĕç музей, çанталăк вăл кун çиллĕрех, ăмăртарахчĕ, çапах та музейра халăх чылайччĕ.

— Музейра тĕрлĕ халăх çынни пулать. Пĕррехинче блокада нушисене тӳссе ирттернĕ ватă хĕрарăм çак таранччен усранă блокада нормипе панă çăкăр чĕллине илсе килчĕ те пухăннисене хăй тӳссе ирттернĕ самантсем пирки куççуль витĕр вăраххăн каласа пачĕ. Çав кун кунта тăватă «чăнкă» çамрăк çаврăнкаласа çӳретчĕ. Хăйсене музейри пек мар, пĕр-пĕр барти пек тыткаларĕç. Пĕлетĕр-и, çак хĕрарăм каласа панине итленĕ хыççăн, хытса ларнă пĕчĕк çăкăр турамне курнă хыççăн, хайхисен куçĕсенчен те куççуль юхса анчĕ... — каласа парать пире экскурсовод.

Кунти экспонатсемпе паллашнă чух пире хурăн çинчи галстуксен историйĕпе паллаштарчĕç.

Галстуксене 214-мĕш гимназире вĕренекенсем ятарласа хатĕрленĕ. 900 хурăн валли 900 атлас галстук. 300 метр атлас материйĕ кирлĕ пулнă иккен, мĕншĕн тесен пĕчĕк галстукпа çитĕннĕ хурăнсене явалаймастăн. Пионерсен кунĕнче — майăн 19-мĕшĕнче çыхнă галстуксем пулнă иккен пирĕн умра.

Галстуксене блокадăра вилнĕ пур ачасен ячĕпе çыхнă иккен. Ку гимназири вĕренекенсем блокадăпа çыхăннă палăксене те пăхса, тирпейлесе тăраççĕ.

Кунтан инçех мар «Комсомолец» пăравус ларать, инçех мар — «Ладога тĕмески» ятлă тăванла масар вырнаçнă. Ăна Вагановскри шкулĕн çамрăк йĕрлевçисен пуçарăвĕпе уçнă.

Еплерех маттур кунти шкул ачисемпе вĕсен вĕрентекенĕсем!

СĂНӲКЕРЧĔКСЕНЧЕ: «Пурнăç çулĕ» пуçламăшĕ; «Комсомолец» пăравус.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.