Вĕсен ĕçĕ пархатарлă

5 Юпа, 2016

Вĕрентекенсен паян — професси уявĕ

Çĕр çинче пархатарлă професси чылай. Анчах кирек мĕнле ĕçе алла илес тесен те вĕрентекен кирлĕ. Эппин, пуринчен пĕлтерĕшли теме пулать-тĕр вĕрентекен профессине.

Тĕрĕссипе, професси кăна та мар вăл. Çакăн çинчен тĕнчери паллă çынсен ăслă каларăшĕсене те илсе кăтартма пулать. Ял вĕрентекенĕсен пĕтĕм Раççейри III съездĕнче РФ вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева каланине педагогсем хăйсем те алă çупсах йышăнчĕç: «Пурнăçра ыттисенчен уйрăмрах тăракан виçĕ професси пур: пачăшкă, тухтăр, вĕрентекен. Вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех халăхшăн ĕçлеççĕ».

Паян, юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче, Раççейре Вĕрентекен кунне уявлаççĕ. Хисеплĕ те яваплă ĕçре тăрăшакансене хальхи вĕренекенĕсем çеç мар, темиçе çул каялла шкулпа сывпуллашнисем те саламлаççĕ.

Вĕренÿ тытăмĕ Чăваш Енре лайăх аталанать. Отрасль пĕлтерĕшĕ-сумĕ тытăмра ĕçлекен педагогсен йышĕнчен те курăнать: 20 пин ытла вĕрентекен вăй хурать кунта. Çитĕнекен ăрăва паха пĕлÿ, ламран лама куçакан пурнăç хаклăхĕсене тĕпе хурса воспитани пама, ачасен пултарулăхне туптамашкăн хавхалантарассишĕн республикăра тĕрлĕ енлĕн ĕçлеççĕ.

Раççей шайĕнчи предмет олимпиадисенче Чăваш Ен юлашки çулсенче рейтинга самай лайăхлатрĕ. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çĕнтерÿçĕсен шучĕ малтанхи çулсенчен чылай ытларах пулнă май пирĕн республика чи лайăх кăтартусем тăвакан вунă регион йышне лекрĕ, улттăмĕш вырăна тухрĕ.

Çакă ĕнтĕ шăпах пирĕн вĕрентекенсем паха пĕлÿ памашкăн ырми-канми тăрăшнин витĕмĕ, çав шутра — вĕренÿре те.

Раççей вĕренÿ тытăмĕнчи кирек мĕнле çĕнĕлĕхе те чи малтисен ретĕнче пурнăçа кĕртме тытăнни — Чăваш Ене ытти регион хушшинче асăрхама хистекен ырă ен. Çавăн пек пуçаруллă пулман тăк ял шкулĕсен черетлĕ съездне пирĕн хутлăхра ирттермĕччĕç те. Съездра Ольга Васильева Шупашкар районĕнчи Янăшри вĕренÿпе культура комплексне çитсе курчĕ — ялта çакăн пек чаплă шкул пулма пултарнине ку таранччен министр та тĕлленмен иккен.

Чăн та, епле савăнмăн? Паян кунта 22 вĕрентекен чунне парса ĕçлет. Вĕсенчен 5-шĕ — аслă категориллĕ, 15-шĕ — пĕрремĕш категориллĕ учитель. Ăста вĕрентекен хăй те нихăçан та вĕренме чарăнмасть. «Çакăн пек чаплă шкулта сÿрĕккĕн ĕçлеме пачах юрамасть, çакна епле туймăн?» — палăртать вĕрентекенсенчен пĕри те тепри. Пуçламăш классен вĕрентекенĕ Марина Васильева, Эвелина Васильева физик-математик, ачасене вырăс чĕлхипе литературине шĕкĕлчеме хăнăхтаракан Ирина Васильева районта, республикăра иртекен мероприятисенче, тĕрлĕ конкурсра уйрăмах пуçаруллă.

Нумай çул ĕçлекенсем — вĕренÿ организацийĕн ят-сумне çĕклекенсем. Шкулăн хальхи ертÿçи Василий Ефремов, унăн мăшăрĕ Людмила Николаевна педагогикăра — вăтăр ытла çул. Василий Георгиевич биологипе хими предмечĕсене вĕрентнĕ. Людмила Николаевна ачасене географипе пĕлÿ парать. Шкула ĕçлеме килекен çамрăк специалистсемшĕн малалла талпăнма-туртăнма хистекен наставниксем вĕсем.

Хальхи йышши пĕлÿ çурчĕн тĕслĕхĕ темелле Янăш шкулĕ пирки. Унти вĕрентекенсем çинчен кирек ăçтан, кирек мĕнле сумлă хăна килсен те «чăн-чăн педагогсем» тесе хăюллăнах çирĕплетессе шансах тăратпăр.

Ирина ПУШКИНА.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

Рубрика: