Сире килте хăтлă-и?

30 Авăн, 2016

Етĕрне районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен комплекслă центр специалисчĕсем аслă ăру çыннисен пурнăç условийĕсене вырăна çитсе тĕрĕслеççĕ.

Асăннă тытăмăн мобильлĕ бригади çак кунсенче Мăн Чураш ял тăрăхĕнче пулса ку тăрăхра пу-рăнакан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă çынсен, вилнĕ салтаксен тăлăх арăмĕсен, пĕччен пурăнакан ватăсен пурлăх тата йăла условийĕсемпе интересленчĕ, вĕсене социаллă пулăшу кирли-не уçăмлатрĕ.

Тĕпрен илсен ватăсем хăйсене хăтлă туяççĕ, ывăл-хĕрĕ вĕсене пăхса тăрать, пĕчченнисене со-циаллă ĕçченсем хăйсен хÿттине илнĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче центр специалисчĕсем аслă ăру çыннисене пенси, социаллă тÿлев ыйтăвĕсемпе консультаци пачĕç.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.