Панулми упрама
Панулмине нӳхрепе управа мĕнле хумаллине вĕрентеймĕр-ши?
Ирина ПОЛЯКОВА.
Вăрмар районĕ.
Хамăрăн пахчара экологи тĕлĕшĕнчен таса пахчаçимĕç, улма-çырла çитĕнтеретпĕр, мĕнле ӳстернине пĕлсе тăнипе ăна çиме те кăмăллă. Хĕл валли ытларах управа хурас килет.
Туса илнĕ çимĕçе тĕрĕс-тĕкел упрасси ансат мар. Пахчаçимĕç мĕнле выртасси нӳхреп тасалăхĕнчен, унти температурăран, çимĕçе управа епле хатĕрленинчен нумай килет.
Нӳхрепе черетлĕ тухăçа управа хуриччен тирпейлемеллине, дезинфекцилемеллине çулсеренех аса илтеретпĕр. Çакăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Нӳхрепе хуриччен панулми хумалли пӳлмене 2-3 эрне маларах биофунгицид пĕрĕхсен аван. Унти температурăна 10 градуса çити те пулин сивĕтсен лайăх. Çуллахи вăхăтра нӳхреп ăшăнать, ăна каçсерен сивĕтнĕ тапхăрта уçса хумалла — сывлăш хăвăртрах сивĕнĕ. Хĕле кĕреспе сывлăш туртакан пăрăхсене /мăрьене/ минватăпа хуплама юрать. Вăл сывлăш ярать, шăши-йĕкехӳре вара мăрьерен кĕреймĕ.
Панулмине асăрханса, çимĕç тунипе пĕрле татмалла. Çимĕç туни татăлнисене, çийĕ таса та яках маррисене уйрăм хумалла. Вĕсене вăрах упрамалла мар. Пĕр пек калăпăшлă, пĕр кăлтăксăр панулмисене суйламалла. Управра чи лайăх выртаканнисем — вăтам калăпăшлă çимĕçсем. Шултра çимĕçе маларах усă курмалла.
Кăмпа чирĕсенчен упа сарри /папоротник/ тата вăрман мăкĕ /мох-сфагнум/ лайăх хӳтĕлеççĕ. Вĕсене маларах пуçтарса хатĕрлемелле. Тасатса хатĕрленĕ типĕ ещĕк тĕпне упа сарри çулçи икĕ-виçĕ сий сарса хумалла. Ун çине панулми сийĕ, унтан каллех — упа сарри. Çапла икĕ е виçĕ рет хума юрать. Çиелтен упа паланĕ /бузина/ çулçи сармалла. Вăл кăшлакан чĕрчунсене хăратать.
Ещĕксене пĕр-пĕрин çине сывлăш çӳремелĕх хушă хăварса лартса пымалла. Маларах усă курма палăртнă кăлтăклă çимĕç хунă ещĕксене уйрăм лартмалла.
Управри панулмине вăхăт-вăхăт тĕрĕслемелле. Çĕрме пуçланисене, тĕксĕмленнисене илмелле. Нӳхрепри сывлăш çаврăнăшĕ йĕркеллех-и, стенасем тарламаççĕ-и, температура виçеллех-и? Çаксем йăлтах пĕлтерĕшлĕ. Стена тарланă пулсан ăна нӳрĕк лайăх çăтакан пусмапа типĕтмелле. Уйăхра пĕр хутчен биофунгицидпа стенасене, урайне пĕрĕхме юрать.
Комментари хушас