ТĔРĔС АПАТЛАННИ СЫВЛĂХШĂН ПĔЛТЕРĔШЛĔ

28 Авăн, 2016

Çирĕп сывлăхлă тата хитре пуласси тĕрĕс апатланнинчен нумай килет. Çакăн пек чухне çын хăйне лайăх та, вăйлă та туять. Апат-çимĕс пĕлтерĕшĕ, тĕрĕс апатлану пирки мĕн пĕлмелле-ха? "Сывлăх" хаçат ыйтăвĕсене Шупашкар хулин клиника центрĕн диетолог врачĕ Лариса АГЕЕВА хуравлать.

— Лариса Валерьевна, апатлану кун йĕрки мĕнле пулмалла?

— Рациона тĕрлĕ апат-çимĕçпе пуянлатмалла. Унта аш-какай, пулă, кĕрпе, турăх, чăкăт, чĕрĕ пахча çимĕç, улма-çырла, мăйăр, кăмпа, ÿсен-тăран çăвĕ, ĕне çăвĕ, ешĕл /петрушка, укроп, серте, пултăран тата ыт. те/, çăкăр пулмалла. Апата кунне 4-5 хут сахал виçепе çимелле. Апатлану вăхăчĕ ытла вăрах пулмалла мар. Кулленех ирхи, кăнтăрлахи апатсем, кахал апачĕ, каçхи апат çимелле. Выртас умĕн турăх е кефир ĕçмелле.

Апата ялан пĕр вăхăтра çиме тăрăшмалла. Ку апат хуранне тата пыршăсене лайăхрах ĕçлеме пулăшать.

— Юлашки вăхăтра сахăр тата тăвар сахалрах çиме сĕнеççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

— Сахăр нумай çиме юрамасть. Кунне — 5-6 чей кашăкĕнчен ытла мар. Сахăр вырăнне пыл лайăхрах. Анчах ăна вĕри чейе хушмалла мар — усăллăхĕ чакать. Сахăр нумай çисен тĕрлĕ чир аталанма пултарать: сахăр диабечĕ, ытти.

Тăвара та сахалрах çимелле. Мĕншĕн тесен ăна пула юн пусăмĕ ÿсесси те часах.

— Тĕрлĕ пахчаçимĕç нумай çимелле теççĕ. Вĕсем мĕн енчен усăллă?

— Чăн та, кунне 400-500 грамм тĕрлĕ пахча çимĕç, улма-çырла çимелле: панулми, груша, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, сухан, тата ытти те. Вĕсем организма кирлĕ минералсемпе, витаминсемпе тата клетчаткăпа пуянлатаççĕ. Чĕрĕлле çиме юраманнисене духовкăра пĕçерсе çимеллле.

— Паллах, апат-çимĕçсĕр пуçне шыв тĕрĕс ĕçмелле. Чылайăшĕ вара таса шыв вырăнне газлă шĕвек ĕçет. Ку тĕрĕсех-ши?

— Таса шыв – чи лайăххи. Кун каçипе таса шыв ĕçни чăнах та усăллă. Вăл ÿт-тире типсе кайма памасть, организма наркăмăшсенчен тасатма пулăшать. Çыннăн талăкра 1,5-2 литр шыв ĕçмелле.

— Апат пахалăхĕ ăна тĕрĕс хатĕрленинчен те килет пулĕ. Эсир мĕн сĕнетĕр?

— Тĕрĕс хатĕрленĕ апат сывлăха лайăхлатма пулăшать. Апата пĕçернĕ чухне нумай вĕретмелле мар. Ăшăтса тепре çисен пахалăхĕ чакать. Тата ăшаланă апат- çимĕç те сывлăхшăн сиенлĕ, тĕрлĕ чир-чĕр патне илсе пыма пултарать.

Çакна та асăрхаттарас килет. Каç енне кофе е чей ĕçме юрамасть. Ку çывăрма чăрмантарать. Типĕ апатпа та час-часах усă курмалла мар. Вăл апат хуранне сиен кÿме пултарать тата мăнтăрлатать.

— Организмра витаминсем çитмесен гиповитаминоз аталанма пултарни паллă. Сăлтавĕ мĕнре-ха?

— Гиповитаминоз сăлтавĕсем вăрах чирсем, çав шутра вар-хырăм çулĕсен, пĕвер, пÿре чирĕсем, хăш-пĕр эмеле ĕçни - пулма пултараççĕ. Анчах чылай чухне ку тĕрĕс мар апатланнипе, эрех нумай ĕçнипе, пирус туртнипе çыхăннă. Ача кĕтнĕ, кăкăр ĕмĕртнĕ, вăй-хал ĕçĕ тунă вăхăтра, ватлăхра организма витаминсем тата ытларах кирлĕ. Операци хыççăн, стресс пуçлансан та çаплах. Витаминсен çителĕксĕрлĕхĕ япаласен ылмашăнăвне пăсать, кирек мĕнле чире те йывăрлатать, сывалма чăрмантарать.

— Гиповитаминоз паллисене асăнса тухсан лайăхчĕ.

— Витамин çитменлĕхĕн хăш-пĕр паллине асăрхасси йывăр мар. Çуркунне чылайăшĕ хăвăрт ывăнма, ыйхăлаттарма пуçланине, аппетит чакнине, ыйхă пăсăлнине туять. Пуç ыратни, пуç çаврăнни, час-часах шăнса пăсăлни, апат ирĕлтерекен органсен чирĕсем тăтăшрах аптратма тытăнаççĕ.

С витамин ¹аскорбин йÿçекĕ¹ çитменнине час-часах шăнса пăсăлни, шăл тунисем юнăхни, сурана вăрах ÿт илни, ыйхă пăсăлни систереççĕ.

В1 витамин ¹тиамин¹ çитмесен пуç ыратать, ас туса юласси япăхать, вăй пĕтет, сывлăш пÿлĕнет, чĕре сикет, йĕрес килет.

В2 витамин ¹рибофлавин¹ çитменнин паллисем – тута хĕрри çуркаланни, ÿт япăхни, сăмса-тута хутламĕсен тĕлĕнче шыçни.

А витамин ¹ретинол¹ çителĕксĕррине ÿт типни, виселенни, çÿç тăкăнни, куç çивĕчлĕхĕ чакни, çутта тÿсейми пулни, куççуль юхни палăртаççĕ.

— Лариса Валерьевна, кун пек чухне çынна мĕнле пулăшма пулать-ха?

— Организма витаминсемпе тивĕç¬термелли икĕ меслет кăна пур - тĕрĕс апатланни тата витаминсем ĕçни. Вĕсем пĕр-пĕрне пуянлатаççĕ. Рациона мĕнлерех çимĕçсем кĕртмеллине çÿлерех асăнса хăвартăмăр ĕнтĕ. Мĕнле витаминсем ĕçесси пирки тухтăрпа канашламалла.

— Организма витаминсемпе çулталăкĕпех тивĕçтерме хĕл валли улма-çырлана, пахча çимĕçе мĕнле хатĕрлеме, усăллă енĕсене мĕнле упраса хăварма пулать-ши?

— Консерваци мелĕпе усă курни — маринадлани, йÿçĕтни, тăварлани, шăнтни, типĕтни, сахăрлани. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех каласа паратпăр.

Тĕслĕхрен, кирек мĕнле улма-çырлана, пахча çимĕçе, кăмпана маринадлаççĕ. Лайăх енĕ — вĕрилентерсен кальципе магни арканманни, пахча çимĕçре ликопин виçи ÿсни. Маринадланă çимĕçсене ăшăрах пÿлĕмре те упрама юрать. Анчах асăннă меслетĕн çитменлĕхĕсем те пур: çимĕçсене тирпейленĕ чухне хими япалисем ¹уксус, сахăр, маринад¹ хушаççĕ, вĕрилентерме тивнипе пысăк температура сиенлĕ организмсемпе пĕрле минералсемпе витаминсене пĕтерет. Тĕслĕхрен, В ушкăнри витаминсен виçи - 30 процент, А витаминăн - 50 процент, С витаминăн 70 процент чакать.

— Çынсем пахча çимĕçе ытларах чухне тăварлаççĕ, йÿçĕтеççĕ. Вĕсем усăллă-и?

— Çак мелсем çимĕçсен усăллă енĕсене упраса хăварма кăна мар, вăйлатма та пулăшаççĕ. Усăллă япаласен 70-80 проценчĕ сыхланса юлать. Йÿçĕтнĕ купăстапа панулмире С витамин чĕррисенче пурринчен чылай ытларах. Кăрлач уйăхĕнче те вĕсенче С витаминпа В ушкăнри витаминсем çурла уйăхĕнчи чухлех. Çак апат вар-хырăм ĕçне, аппетита лайăхлатать, организма кирлĕ тăварпа тивĕçтерет.

Пĕртен-пĕр çитменлĕх — ăшăра çак меслетпе тирпейленĕ çимĕç йÿçме пуçлать, шывне улăштарсах тăма, çимĕçсене çуса тасатма тивет.

Тата тепĕр усăллă меслет — шăнтни. Вăл çимĕçсене хĕл валли хăвăрт та канлĕ тирпейлеме май парать. Çак тĕллевпе чылайăшĕ пысăк морозильник туянать. Шăнтнă чухне сивĕпе мĕнпур микроорганизм пĕтет, усăллă япаласем туллин упранса юлаççĕ. Шăнтнă улма-çырлапа пахча çимĕç чĕрринчен нимĕнпе те кая мар.

Паллах, шăнтас пулсан çимĕçсене упрамалли условисене çирĕп пăхăнмалла, пĕрре ирĕлтерсен тепре шăнтма юрамасть, пахалăхĕ пĕтет

— Типĕтни пирки мĕн калама мĕн калама пултаратăр?

— Шел те, ку меслетпе усă курнă чухне çимĕçри С витаминăн тата В ушкăнри витаминсен пысăк пайĕ арканать. Çав вăхăтрах А, Е витаминсем туллин упранса юлаççĕ. Типĕтнĕ çимĕçсем пысăк калориллĕ пулнине асра тытмалла. Нÿрĕке çухатнă май çимĕçре сахăр виçи нумайланать, çавăнпа тутлăх пахалăхĕ ÿсет. Типĕтнĕ чухне консервантсемпе пачах усă курманнине пура çак çимĕçсемпе пĕчĕк ачасен апатланăвĕнче те усă курма пулать.

— Сахăрламалли меслет ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

— Çынсем ку меслетпе анлă усă кураççĕ. Çырласене стерилизацилемеççĕ, сахăр кăна сапаççĕ. Çавна май витаминсем консервланă, шăнтнă, типĕтнĕ чухнехинчен чылай ытларах упранса юлаççĕ. Сахăрланă çимĕçсене нÿхрепре е холодильникре упраççĕ.Тĕп çитменлĕхĕ - сахăр ытлашши нумай пулни, çавăнпа пылака рациона чикĕлесе кĕртмелле.

— Лариса Валерьевна, хăш меслечĕ аванрах?

— Хĕлле пурте вырăнлă. Анчах тăвар хушса маринадланă, йÿçĕтнĕ çимĕçсем юн пусăмĕ ÿсекен, пÿрепе шăк çулĕсен чул чирĕсемпе аптракан çынсене юрамаççĕ. Уксус хушнисене гастритпа, язвăпа чирлекенсене çиме хушмаççĕ. Варени-джем таврашĕ сахăр диабечĕпе, самăрлăхпа нушаланакан çынсене юрамасть.

Диетологсем маринадланă, тăварланă çимĕçсене эрнере 1-2 хут кăштах кăна çиме сĕнеççĕ. Джемсемпе варенисене кунне 2-3 чей кашăкĕ пылак мар чейпе сыпса çиме юранине палăртаççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.