Канаш хулин инфратытăмĕ аталанать
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Монохуласен аталанăвĕн фончĕ» коммерцилле мар организацин генеральнăй директорĕпе Илья Кривоговпа тĕл пулнă. Вĕсем республика Правительствипе фондăн малашнехи хутшăнăвĕсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
Республика ертÿçи Михаил Игнатьев Илья Кривогова пулăшушăн тав тунă, Канашра çĕнĕ инвестици проекчĕсем пурнăçланнă май муниципалитета ăнăçлă аталанма тата çамрăксен пултарулăхне кăтартма хушма майсем тупăннине палăртнă. Илья Кривогов фонд Чăваш Республикипе ĕçлеме хатĕррине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен вĕсем кирек хăш проект та унта ăнăçлă пурнăçланассине шанаççĕ. «Чăваш Ен — общество укçи-тенкипе тухăçлă усă курнине кăтартакан тĕслĕх», — тенĕ вăл.
Михаил Игнатьев тата Илья Кривогов Канаш хулинчи виçĕ об±ект строительствин тата реконструкцийĕн тăкакĕсене саплаштарма пулăшассине çирĕплетекен килĕшÿ тунă. Унпа килĕшÿллĕн çĕнĕ инвестици проекчĕсем валли инженери инфратытăмĕн об±екчĕсен строительствин тата реконструкцийĕн тăкакĕсене саплаштарма федераци бюджетĕнчен уйăракан виçе 739,1 миллион тенкĕпе /75,5 процент/, Чăваш Республикин пайĕ 240,3 миллион тенкĕпе /24,5 процент/ танлашать.
Инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртнĕ май уйрăм çынсен 8 миллиарда яхăн тенкине çаврăнăша кĕртме палăртнă.
«Килĕшĕве пурнăçлани 1500 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тума май парать. Пирĕн шутпа — хулашăн тата регионшăн пĕлтерĕшлĕ çав об±ектсене хута яни Канашăн инвестици ĕç-хĕлне аталантарма çĕнĕ вăй парать, çавăн пекех хула пурнăçне лайăхлатма пулăшать», — палăртнă фондăн генеральнăй директорĕ Илья Кривогов.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх — Монохуласен аталанăвĕн фончĕпе килĕшÿ туни республикăшăн истори пĕлтерĕшлĕ пулăм. Канаш хулине аталанатарас тĕлĕшпе тума палăртнă мĕнпур мероприятие пурнăçлани муниципалитетра пурăнма тата ĕçлеме çĕнĕ условисем туса хума май парĕ.
И.СЕРГЕЕВА.
Комментари хушас