- Чăвашла верси
- Русская версия
«Шкул пулсан ял пурăнать»
Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен III съезчĕ иртрĕ. Унта федерацин 62 регионĕнчен 505 делегат хутшăнчĕ. «Ял шкулĕн вĕрентекенĕ — Раççей аталанăвĕн векторĕнче» ятпа йĕркеленнĕскерте вĕренÿ тытăмне малашне еплерех йĕркелемеллине сÿтсе яврĕç.
Съездăн К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче иртнĕ пленарлă ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева хутшăнчĕç. Президиумра çавăн пекех РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Олег Машковцев, РФ Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов, унăн заместителĕ Алена Аршинова, пĕтĕм Раççейри педагогсен пухăвĕн председателĕ Валентина Иванова та пулчĕç.
— Чăваш Ен — çирĕп аталанакан, çав вăхăтрах халăх историне, чĕлхине, йăли-йĕркине, культурине йăхран-йăха куçаракан регион, — терĕ мероприятие уçнă май Михаил Игнатьев. — Республика йышĕн 39 проценчĕ шăпах ял-салара пурăнать.
Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 1-мĕш стр..
Вĕсем валли инфратытăм та лайăх аталаннă. Пирĕн нефть те, газ та çук. Республикăн тĕп пуянлăхĕ — çынсем. Пысăк хисепе тивĕçнисем те сахал мар, вĕсен йышĕнче космоса парăнтарнă Андриян Николаев, граждан вăрçин паттăрĕ Василий Чапаев, тĕнче шайĕнче паллă поэт Геннадий Айхи, Надежда Павлова балерина, Алексей Кокель ÿнерçĕ тата ыттисем те. Çавăнпах республикăра чи малтан çын ăс-хакăлне аталантарассине мала хуратпăр.
Спорт инфратытăмне çирĕплетесси те республика ертÿлĕхĕшĕн тĕп вырăнта. Ачасемпе çамрăксене инженерипе техника тĕлĕшĕнчен аталанма пулăшакан уникаллă тытăм часах хута каймалла. Çамрăксен юхăмĕсене социаллă проектсене пурнăçа кĕртме финанс пулăшăвĕ те уйăраççĕ. Апла пулин те вĕрентÿ пуçĕнче çĕнĕ технологисемпе инфратытăм мар, вĕрентекен тăрать — çак шухăша та палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ.
Олег Машковцев полномочиллĕ представительтен Михаил Бабичран салам каланă май пахалăхлă вĕренÿ илесси патшалăх политики пулнине аса илтерчĕ. Асăннă тытăмра федерацин тĕрлĕ программи ăнăçлă пурнăçланать. Çамрăк специалистсене çурт-йĕр çавăрма çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ. Анчах та йывăрлăхсем те пур. Чи малтанах, ĕç укçи ыйту çуратать. Пĕтĕмĕшле вăл пĕчĕк мар-ха, анчах ялти вĕрентекенсенчен çурри ку укçашăн темиçе должноçе пĕрлештерет. Паллах, кун пек вĕрентекенĕн тиевпе яваплăх ÿсет. Хавхалантарас тĕлĕшпе те субъективлă сăлтавсем пачах пулмалла мар.
Олег Машковцев çавăн пекех шкул тăвас, юсас, хатĕрсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе уйăракан субсидисене илме йывăрри çинче те чарăнчĕ. Çăмăллăха ĕçе вĕçлесен çеç параççĕ-çке, малтан вара пĕтĕмпех вырăнти бюджетран пурнăçламалла. Шел, чылай чухне пĕчĕк хысна ку ыйтăва тивĕçтереймест. Çавăнпах ку программăна пĕçерсе çитермелли куç кĕретех.
Вячеслав Никонов çĕршыври ялсенчи шкулсен шучĕ хулара вырнаçнисенчен йышлăраххине, ялтан паллă нумай çын тухнине каларĕ.
— Ялти вĕрентекен — çĕршывăн вĕренÿ тытăмĕнчи тĕп сăнар. Кунта хăйсене шеллемен çынсем тăрăшаççĕ. Чылай чухне çĕршыв пуласлăхĕ шăпах вĕсенче, — терĕ Вячеслав Алексеевич çитес вунă çулта пурнăçа кĕртмелли ĕçсем сахал маррине пытармасăр.
РФ Патшалăх Думин Экономика политикипе инноваци аталанăвĕн тата предпринимательлĕх комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков хăй те ялтан тухнине, учительсен пысăк профессионализмне пулах хула тулашĕнче çитĕннĕ яшсемпе хĕрсем çĕршыври чаплă аслă шкулсене вĕренме кĕни пĕлтерĕшлине каларĕ.
Раççей Геройĕ, космонавт, «Раççей шкул ачисен юхăмĕ» общество организацийĕн ертÿçи Сергей Рязанский малашнехи тĕллевсем çинче чарăнса тăчĕ. Ку организаци çамрăк-ха. Сергей Николаевич палăртнă тăрăх, вĕсем харпăр хăй аталанассине, гражданла хастарлăха, çарпа патриот воспитанине тимлĕх уйăраççĕ.
РФ вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Ольга Васильева ялти шкулăн социаллă тата культура центрĕн тивĕçне пурнăçламаллине палăртрĕ.
— Шкул пулсан ял та пурăнать, — терĕ Ольга Юрьевна.
Çавăнпах тĕрлĕ ведомство хушшинче килĕшÿ тупса укçа-тенкĕ çаврăнăшĕн механизмне йĕркелемеллине палăртрĕ. Унăн шухăшĕпе, шкул библиотекине ял халăхĕ те килме пултартăр, унăн медицина кабинетне кĕрсе пулăшу ыйтма май пултăр.
ППЭ тĕлĕшĕпе те ыйту нумай-ха. Министр тест ĕçĕсене сахаллатса пултарулăха палăртма май паракан мелсен йышне ÿстерни тĕрĕсрех пуласса палăртать. Унăн шухăшĕпе, вĕрентекен ĕçне экзамен кăтартăвĕ тăрăх хаклани те тĕрĕс мар. Пуçламăш шкула та аталантармалла, вăл пурин валли те пĕрешкел, пуян та анлă програмăллă пулмалла. Сахал йышлă шкулсене те йывăрлăхсене пăхмасăр сыхласа хăвармаллине каларĕ министр. Ачасене сывă пурнăç йĕркипе туслаштарас ыйту та малтисен шутĕнчех тăмалла. Ольга Васильева пуçламăш шкул валли 400 тĕрлĕ учебник пуррине те сивлерĕ. Вĕсенчен чылайăшне пачах пăрахăçламалла, пуçламăш классене никĕс пĕр программăпа вĕрентмелле.
Ялти шкулсен тепĕр йывăрлăхĕ — пысăк хăвăртлăхлă Интернет. Анчах ку ыйтăва татиччен унран та пысăкраххи пур, вăл канализацие пырса тивет. Шкул автобусĕсене çĕнетесси те малти вырăнтах. Вĕрентекенсен ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине, учителĕн кăмăл-сипет кодексне çирĕппĕн пăхăнмаллине те аса илтерчĕ министр.
Брянск облаçĕнчен килнĕ хăна, акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ Валентина Климова тухса калаçни пурин чунне те витерчĕ-тĕр. Çемьепе ял шкулĕн хутшăнăвĕсем пирки сăмах пуçарнăскер тăван ялĕнчи шкул хупăнас хăрушлăх тухса тăрсан унта ĕçлекенсем çемьене усрав ача илме тытăнни çинчен каласа кăтартрĕ.
Федерацин вĕренÿпе ăслăлăх тытăмĕнчи надзор службин ертÿçин заместителĕ Анзор Музаев ППЭ пирки калаçрĕ. Çак тĕрĕслев ял çамрăкĕсене çĕршывăн чи чаплă аслă шкулĕсене кĕме май туса парать.
— Аслăрах ăрурисем ас тăваççĕ: вĕренме кĕрес тĕллевпе ялтан тухса кайнă çамрăксем экзамен тытайманран каялла тăван тăрăха таврăнма вăтанса завод-фабрикăна ĕçе вырнаçнă. Каллĕ-маллĕ çÿреме укçа та пулман-çке. Палăртнă вырăна пĕр-икĕ çултан та вĕренме кĕрейменнисем те сахал мар. Халĕ вара ку тĕлĕшпе чылай çăмăлрах, выпускник пилĕк вĕренÿ учрежденине ыйту çырма пултарать. Хăшне каймаллине те хăй суйлать. Паян аслă шкулсенчи кашни тăваттăмĕш çамрăк — ял ачи, — палăртрĕ Анзор Ахмедович.
Шкул ачисен экзамен тытмалли предмета çеç мар, ыттисене те аван пĕлмеллине шута илсе малашне 11 класран вĕренсе тухакансене 5 предметпа тĕрĕслев ĕçĕ çыртарасса та систерчĕ вăл.
Тухса калаçакансен хушшинче агрошкулсем тавра сăмах пуçаракансем те пулчĕç.
Съездăн малалли программипе килĕшÿллĕн дискусси пилĕк лапамĕ ĕçлерĕ.
РФ вĕренÿпе ăслăлăх министрĕ Шупашкар районĕнчи Янăшри вăтам шкула та çитсе курнă. Педагогсемпе, ачасемпе курса калаçнă. Çĕнĕ шкула пысăк хак панă. Учительсене хăйсен ĕçне парăннăшăн тав тунă.
ЧР Пуçлăхĕпе çак кун вĕçĕнчех йĕркеленĕ ĕçлĕ тĕлпулура Ольга Юрьевна республика ытти регионсемшĕн тĕслĕх шайĕнче иккенне палăртнă.
Татьяна НАУМОВА.
Комментари хушас