Михаил Игнатьев: «Суйлав уççăн тата йĕркеллĕ иртессе шанатăп»

18 Авăн, 2016

- Ывăл паян ирех тăчĕ, «суйлава каймалла» тет. Акă, çитрĕмĕр... – çĕкленÿллĕ кăмăлпа суйлав ячĕпе саламларĕ хăйне тата мăшăрĕпе ывăлне Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнче вырнаçнă 1802-мĕш суйлав участокĕнче кĕтсе илнĕ журналистсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Унта Игнатьевсен çемйи суйлав участокĕ уçăлнă хыççăнах çитрĕ. Бюллетеньсене урнăна янă хыççăн Михаил Игнатьев массăллă информации хатĕрĕсен представителĕсем патне пычĕ. «Çемьепе гражданла тивĕçе пурнăçларăмăр, - терĕ вăл. - Паян чăннипех пысăк уяв – РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйлатпăр. Мана ирех информации пачĕç: мĕн пур суйлав участокĕ вăхăтра уçăлнă, пурте ĕçлеççĕ. Пирĕн тĕллев - суйлав уççăнлăхне тивĕçтересси. Эпир суйлав комиссийĕсем валли тата сасăламалли хăтлă условисем йĕркеленĕ».

Раççей Патшалăх Думин Вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова Шупашкарти 31-мĕш шкулта вырнаçнă суйлав участокĕнче сасăларĕ. РФ Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев çак тивĕçе Вĕрентÿ институтĕнче пурнăçларĕ, хăй çĕршывăн лайăх пуласлăхĕшĕн сасăланине палăртрĕ. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов вара суйлав бюллетенĕсене урнăна 60-мĕш шкулта ячĕ.

Н.КОНОВАЛОВ.

Теги: