Кам Путиншăн?

16 Авăн, 2016

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн рейтингĕсем питĕ пысăк. Çавăнпа политикăри вăйсем пурте халăх килĕштерекен лидер çине «тайăнасшăн». «МК» тĕрлĕ политика партийĕ чăнласах Путин майлă пулнин шайне хаклама шут тытрĕ.

Владимир Путинран хăйĕнчен ыйтнă тăк питĕ ан¬сат пулатчĕ ĕнтĕ, анчах вăл ку ыйтăва халăх умĕнче тата пĕрре кăна мар хуравланă. Вăл «Единая Россия» парти пирки хăйĕн тĕревĕ тата «çĕршыва пухмалли никĕс» терĕ. Анчах ытти парти те хăйсене хавшак та пулин тĕрев пек кăтартассишĕн çине тăрать. Сăмах¬па — çапла. Ĕçпе вара мĕнлерех?

ЛДПР тĕлĕшпе ыйтусем çукпа пĕрех. Унăн ли¬дерĕ хуть те мĕнле тĕлĕнмелле идейăсем çураттăр — вĕсем пурпĕр нихăçан та политика конъюнктурине хирĕçлемеççĕ. Тĕнчекурăм тата сĕнекен меслет¬сен радикализмĕпе «генеральнăй линирен» те ирттереççĕ пулсан кăна. «Единая Россия» партие ят¬лакалани пулать-ха, анчах çакна никам та çывăха ил¬мест. Пĕтĕмĕшле илсен ЛДПР Путина пулăшмасть пулсан та сиенлеместех — ку иккĕленÿсĕр.

КПРФ хăйне пĕртен-пĕр чăн-чăн оппозици партийĕ вырăнне хурать, анчах вăл та тÿррĕнех Путина хирĕç нихăçан та калаçмасть, «çак влаç» йышши тĕтреллĕ сăмах çаврăнăшĕсемпех çырлахать. КПРФ депутачĕ¬сем Патшалăх Думин сессисен залĕнчен хирĕçлесе тухса кайни пĕр хут кăна пулнă. Урăхла каласан КПРФ хăйне тĕпрен илсен цивилизациллĕ тытать, халăха баррикадăсем çине чĕнмест. Йĕркеллĕ парламент оп¬позицийĕ. Çапах кунта та Путин майли пирки сăмах пулма пултараймасть. Коммунистсем тахçантанпах çине тăрсах бюджета хирĕç сасăлаççĕ. Пур çĕрте те. Пĕтĕм çĕршывĕпе. Кашни регионта тата муниципали¬тетра. Аталану тĕллевĕсем валли яма май пур хушма тупăшсемшĕн сасăламалла чух та — хирĕç. «Яга кар¬чăк вара — хирĕç!» принципа «Путина пулăшни» тесе хаклама йывăр.

«Справедливая Россия» тĕлĕшпе ĕç-пуç пушшех хăйнеевĕрлĕ. Мĕн йĕркеленнĕренпех çак парти «Эпир — Путиншăн, анчах «Единая Россия» партие хирĕç» тезиса тĕпе хурать. ЕР вара — çав вăхăт тĕлне Влади¬мир Путин йĕркелеме ĕлкĕрнĕскер, ертсе пынăскер. Çакнашкал «икĕпитлĕхе» малтан хăшĕсем политикă¬ри шизофрени вырăнне хуратчĕç, унтан хăнăхрĕç пу¬лас. Çапла вара СР Путиншăн тейĕпĕр. Анчах чăнни¬пе мĕнле? — тинкерсе пăхар...

Сăмахпа мĕнлерех? Сулахай флангра КПРФпа чавсасемпе тĕрткелешнĕ май справедливороссем «Единая Россия» партие кăшкăрашсах ятлаççĕ, хăй¬сене вара унчченхи пекех Путин ĕçтешĕсем пек кă¬тартасшăн.

Ĕçпе мĕнле? Кунта ĕç-пуç кăткăсрах. Политикăри «иккĕлĕх» ниçта та çухалман. Хамăра оппозици пек те кăтартмалла — унсăрăн суйлавçăсем çурăмпа çав¬рăнĕç, Путин тусĕсен йышĕнче те пулас килет. Эсер¬сем Патшалăх Думин ларусен залĕнчен ытла та час- часах тухса каяççĕ — вĕсем калла-малла çÿренине хă¬нăхса та çитрĕмĕр. Тахăш самантра справедливорос¬сем чăнлăхпа вăййа уйăрайми пулчĕç ахăр. Владимир Путин шăпах «шурă хăюллисемпе» хаяр хирĕçтăрăва кĕнĕ вăхăтра ларăва шурă хăюсем çакса пырас шу¬хăш тахăшĕн пуçĕнче çуралнă. Анчах пулас пекки пул¬нă ĕнтĕ — «Справедливая Россия» пирки халь «Май¬дан йышши» хирĕçлевçĕсем теççĕ, эппин — Путинăн чăн-чăн тăшманĕсем. Хыпăнса ÿкрĕç-ха, анчах — кая юлса. Партирен чи паллă оппозиционерсене — Генна¬дипе Дмитрий Гудковсене, Илья Пономарева, Людми¬ла Нарусовăна, каярахпа Оксана Дмитриевăна — хă¬валаса кăларса ячĕç.

Вара мĕн? Оппозици влаçпа çураçатăр тесе эсер¬сенчен ютшăнчĕ, халь Путинпа тусли пирки сăмах та çук. Справедливороссем Президентшăн принцип тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ саккун проекчĕсене хирĕç пĕрре кăна мар сасăланине шута илсен — пуш¬шех. Халь сурăхĕсем те çук, кашкăрĕсем те выçă. «Ро¬дина» парти вара «Справедливая Россия» тытăмĕ¬нчен вуçех те тулли йышпа тухрĕ.

Тепĕр тесен тĕслĕхсене шырама Мускава каймал¬ла та мар. Нумаях пулмасть Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн сессийĕнче бюджета кĕртмелли улшăнусене тишкерчĕç. Тăватă миллиард ытла тенке валеçессине çирĕплетмеллеччĕ. «Справедливая Россия» сăпай¬лăн кăна тытăнса тăчĕ. Вĕсен сассисем çителĕклĕ пулнă тăк — республика экономикине питĕ кирлĕ пы¬сăк укçа килместчĕ. Республика аталанăвĕшĕн çапла тăрăшаççĕ...

Экономикăн чăн секторĕнче те çак парти предста¬вителĕсем тĕлĕнтермĕшсем кăтартаççĕ — унашкал¬лишĕн Сталин вăхăтĕнче калаçса тăмасăрах стена патне тăрататчĕç. Халь нумаях пулмасть кăна кал-кал ĕçленĕ, республика мăнаçлăхĕ пулнă предприяти — «Чăваш бройлерĕ» — панкрутлăх умĕнче. Предпри¬ятие çакнашкал йывăр лару-тăрăва «Справедливая Россия» партирен Патшалăх Думин депутатне суй¬ланнă темле депутат илсе çитернĕ. Сас-хура пур: фа¬брикăн укçа çаврăнăшĕнчен 100 миллион тенке айкки¬не кăларнă-мĕн. Пичет продукцийĕн пысăк калăпăшĕ¬пе уйрăлса тăракан тĕрлĕ тĕслĕ суйлав кампанине çак укçапа ирттермеççĕ-ши? Тепĕр тесен ку ĕç-пуçа халь компетентлă органсем тĕпчеççĕ.

Кĕскен калас тăк — «Путин тусĕсен» пысăкрах йышĕшĕн халăх каларăшĕ кăтартуллă: «Çакнашкал тепĕр тус пулсан — тăшмансем те кирлĕ мар!»

«МК в Чебоксарах»

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.