СЫВЛĂХА ЛАЙĂХЛАТАÇÇĔ

14 Авăн, 2016

Юна лайăхлатма пахча çимĕç, улма-çырла, пыл пулăшаççĕ. Вĕсем хăçан, мĕнле витĕм кÿнине, усă курмалли мелĕсене пĕлни ытлашши пулас çук.

1. Дыня. Вăл сахăрпа, С, РР витаминсемпе, каротинпа, клетчаткăпа, тимĕрпе пуян. Юн чирлĕ чухне кăна мар, пÿре, чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем аптратсан та усăллă.

2. Пыл. Хуратул пылĕ уйрăмах усăллă. Юна лайăхлатма 2 уйăх çимелле. Виçи — талăкра 1-4-шар кашăк /организм мĕнле йышăннине кура/. Йÿçнĕ сĕте хушнă пыл юн сахал чухне лайăх пулăшать. 1 стакан йÿçнĕ сĕте 1 апат кашăкĕ пыл ярса ирхине тата каçхине 1-ер стакан ĕçмелле.

3. Мăйăр. Юн сахал чухне вăрман мăйăрне пылпа çимелле. Анчах çак хутăш йывăрпа ирĕлет, хырăм ай парĕпе пĕвер ĕçне япăх витĕм кÿрет. Çавăнпа юнри гемоглобин шайĕ йĕркене кĕрсенех мăйăрпа пыла пĕр вăхăтра çиме чарăнмалла.

4. Чечек тусанĕ. Анеми чухне юнри гемоглобин тата эритроцитсен шайне ÿстерет. Кунне 3 хут апат¬чен 1 чей кашăкĕ чечек тусанне шывпа сыпса ĕçмелле. 1:1 е 1:2 шайлашупа пылпа хутăштарма юрать.

5. Кăшман сĕткенĕ. Юна лайăхлатмалли чи лайăх сĕткен. Вăл эритроцитсем тăвассине, астуса юлассине /уйрăмах атеросклероз чухне/ лайăхлатать, юн тымарĕсене сарать. Гипертони, юн сахалли, невроз, ыйхă вĕçни аптратсан çав тери усăллă. Сĕткене ĕçес умĕн темиçе сехет холодильникре лартмалла, кăпăкне пухса илмелле, 1:4 шайлашупа кишĕр сĕткенĕпе хутăштарса ĕçмелле.

6. Шăлан çырли. Юн тымарĕсен тытăмне тасатать, япаласен ылмашăнăвне лайăхлатать, витаминсемпе пуян. Юн сахал чухне тонуса хăпартма усă кураççĕ. 5 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çырлана 1 литр шыва ямалла, 10 минут вĕретмелле те ăшă чĕркесе çĕр каçа лартмалла. Талăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те чей вырăнне ĕçмелле.

7. Панулми. Сĕткенĕ авитаминоз тата тимĕр сахаллипе пулнă анеми чухне усăллă. Ĕлĕк юн сахаллинчен /малокровие/ çапла сипленнĕ. Антоновка панулмине е йÿçĕ ытти панулмине 2-3 çĕнĕ пăтана пĕр-пĕринпе перпендикулярлă тăрăнтармалла. 12 сехетрен кăлармалла, панулмине çисе ямалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.