ВĂЙ ЧАКАТЬ, КĂМĂЛ ПУСĂРĂНАТЬ

14 Авăн, 2016

Кĕркунне кун кĕскелет, сивĕтсех пырать, час-часах çумăр çăвать. Çавна май пирĕн организм стресс тÿссе ирттерет — энергипе вăй-хал чакаççĕ, вăрах чирсем вĕрĕлеççĕ, метаболизм /япаласен ылмашăнăвĕ/ вăрахланать. Унсăр тата кĕлетке виçи хушăнма пуçлать... Организма çак тĕслĕхсемпе витĕмлĕ кĕрешме килти рецептсем пулăшаççĕ.

 Панулмине çÿхе касăксем туса вакламалла, 300 грамм шыва ямалла, 1 десерт кашăкĕ корица порошокĕ хушмалла. Сивĕ вырăнта 2 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Каçхине çывăрма выртас умĕн ĕçмелле.l

 1 стакан кефира, 1 десерт кашăкĕ корица порошокне, çур десерт кашăкĕ импĕр тымарĕн порошокне хутăштармалла. Кунне 2 хут 1-ер стакан ĕçмелле.l

 Нимĕн те хушман 1 апат кашăкĕ типĕ симĕс чейе тин вĕренĕ 300 миллилитр шыва ямалла, 1 десерт кашăкĕ корица порошокĕ, сивĕнсен 1 чей кашăкĕ пыл хушмалла. Икĕ сăтăрккăпа — кăнтăрлахи апатчен тата каçхи апатчен çур сехет маларах — ĕçмелле.l

 1 апат кашăкĕ чĕрĕ палана тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 2 хут çуршар стакан ĕçмелле.l

 Вĕтетнĕ типĕ 4 апат кашăкĕ шăши кикенекĕн /череда трехраздельная/ çулçине термоса тин вĕренĕ 1 литр шыва ямалла. Çĕр каçа лартмалла, ирхине сăрăхтармалла. Кунне 3 хут çуршар стакан ĕçмелле.l

 Вĕтетнĕ типĕ 2 апат кашăкĕ шăлан çырлине, 1-ер апат кашăкĕ хĕрлĕ пилеше, матрÿшкене /душица/ тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 40 минутран сăрăхтармалла. Кун тăршшĕнче ĕçсе ямалла.l

Шĕвексенчен кирек хăшне те 2 эрне ĕçмелле. Унтан пĕр эрне тăхтанă хыççăн çĕнĕ курс пуçламалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.