Калаçаççĕ — ылтăн сапаççĕ: ташлаççĕ-юрлаççĕ — кĕмĕл-мерчен тăкаççĕ!
Раççей халăх артисчĕ, Чăваш патшалăх академи юрăпа ташă ансамблĕн пултарулăх ертÿçи тата тĕп дирижерĕ Юрий Васильев кăçал 70 çул тултарчĕ. Çавăн пекех вăл хăйĕн кун-çулне асăннă коллективпа çыхăнтарнăранпа шăпах 40 çул çитрĕ. Ансамбль тăван халăхăн кĕвĕ-çемĕ традицийĕсене малалла аталантарать, унăн йĕркелÿçисемпе пĕрремĕш ертÿçисен — Ф.Павловăн, В.Воробьевăн, С.Максимовăн — халалĕсене пурнăçа кĕртсе пырать. Ним ÿстермесĕрех çапла каламалла: ансамбль хальхи вăхăтра Чăваш Енри музыка коллективĕсен хушшинче ертсе пыраканни шутланать. Вăл чăваш наци искусствин пултарулăх лабораторийĕ пулса тăчĕ. Ансамбль хăйĕн хореографийĕпе, эрешлесе илемлетнĕ наци тумĕпе, халăх инструменчĕсемпе каласа хитрелетнĕ кĕвĕ-çемĕпе чун-чĕрене тыткăнлать. Çакнашкал шухăшсене вырăнти массăллă информаци хатĕрĕсем кăна мар, чикĕ леш енчи кăларăмсем те палăртаççĕ. Акă Францире тухса тăракан «Эхо Лисс» хаçат çирĕм çул каяллах çапла çырнă: «Сцена халĕ те «чĕтрет-ха». Шуйттанла вăйлă тата халăхăн асамлă юррисемпе ташшисем тĕссен, тĕрĕсен пуян тĕнчинче янăрарĕç. Питĕ пултаруллă, пысăк профессионал ушкăн».
Кусем — медалĕн пĕр енĕ, тепĕр енĕнче вара, курăнманнинче, эпир пĕлмен, чухлама та пултарайман ĕç, ĕç, ĕç. Сцена çине тухса куракана 1,5-2 сехет хушши савăнтарас тесен мĕн вăхăт хатĕрленмеллине ертÿçĕпе артистсем çеç пĕлеççĕ.
— Юрий Васильевич, Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ яланах пурнăçпа тан пынă. Çав вăхăтра халăхăн фольклор тĕллевĕсене пурнăçа кĕртесси тĕп вырăнта тăнă. Йăнăшмастăп-и?
— Тĕллев паллă, уçăмлă: тăван чăваш культурипе çыхăннă йĕркесене, традицисене тытса тăрасси, вĕсене аталантарса халăхăн чун-хавалне çĕклесе пырасси. Тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ майпа усă курнă. Коллектив пĕр хушă академи жанрĕсемпе ытларах ĕçлетчĕ: хор хăй тĕллĕн юрлатчĕ, ташăçăсем хăйсем ташланă. Фольклор искусствине сцена çинче çĕнĕлле кăтартас килни питĕ нумай шухăшлаттарчĕ. Ку енĕпе хампа пĕр вăхăтра ансамбле килнĕ Герман Егоров хормейстер та, Александр Ангаров балетмейстер та питĕ нумай ĕçлерĕç. Пĕр çул-йĕр — чăваш музыкин тĕрлĕ енлĕ пуянлăхĕпе хăюллăн та анлăн усă курассине — суйласа илтĕмĕр. Çапла çуралчĕç пирĕн çак сюитăсем: «Пирĕн пата килĕр хăнана», «Улахра», «Чăваш такмакĕсемпе ташшисен кăшăлĕ», «Туй», «Çимĕк каçĕ» тата ыттисем те.
— Авалхи йăласемпе, традицисемпе паянхи çĕнĕ йĕркесем пирки тавлашусем пыраççĕ. Пĕрисем çак çыхăнăва малалла тăсмалла теççĕ, теприсем пурнăçа пачах çĕнĕлле йĕркелеме сĕнеççĕ. Сирĕн шухăш мĕнле?
— Пурнăç улшăнсах тăрать, капитализм енне сулăнтăмăр. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕнче наци культурине аталантарса халăхсене хăйсем кам пулнине пĕлме, ăнланма майсем туса панă тăк, иккĕмĕш çаврăмĕнче халăх культурине пĕтерсе тĕнчери халăхсене пĕрпеклетме пуçларĕç. Халĕ мĕн пулса иртнине те пĕлсе пĕтерейместпĕр. Апла-и, капла-и — эпир хамăрăн мĕн пуррине упраса хăварасшăн, культурăпа йăла-йĕркесене тытса тăрасшăн. Çакă — манăн тĕллев.
Хĕрĕх çул хушшинче календарьпа çыхăннă пур уява та халăх патне çитернĕ.
— Мĕнле формăпа-майпа кăтартмалла-ха вĕсене сцена çинче?
— Çакă балетмейстерпа ансамблĕн пултарулăх ертÿçин пуçарулăхĕнчен нумай килет. Сăмахран, Александр Ангаровпа «Туй» сюитăна 1984 çултах лартнăччĕ. Вăл ун чухнехи чи илемлĕ номерччĕ. Халь мĕнпе тĕлĕнтермелле? Лайăх ĕç хыççăн сцена çине начаррине кăларсан — намăс.
— Константин Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнĕ май Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне тивĕçсе пушкăрт чăвашĕсен туйне кăтартрăр-çке. Куракансем питĕ лайăх йышăнчĕç ăна.
— Программăна «Константин Ивановăн çуралнă тăрăхĕнчи юрăсемпе ташăсем» ят патăмăр. Александр Осипов музыковед Пушкăртстанри Слакпуç, Пишпÿлек тăрăхĕнче пуçтарнă кĕвве-çемме тĕпе хурса йĕркелерĕмĕр ăна.
— Музыка материалĕ пур тейĕпĕр. Ÿсĕм, ăнăçу çавăн пекех ташă пластика енчен оригиналлă пулнинчен те нумай килет-çке. Ун пирки мĕн каланă пулăттăр?
— Форма — куçа илĕртмелли, питĕ пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăл чи çивĕч ыйту пулса тăчĕ: мĕн тата мĕнле кăтартмалла? 200 çул каялла чăвашсем мĕнле ташланă? Никам та пĕлмест. Темле шухăшласан та, тăрăшсан та балетмейстерăн ун çине паянхи пурнăç куçĕпе пăхма тивет.
— Паянхи фольклор ыйтăвĕ Раççей шайĕпех çивĕч тăрать. Çак ятпа витĕнсе тем тĕрлĕ коллектив йĕркеленнĕ, анчах хăйсем халăх традицийĕсене тытса та пыраймаççĕ. Çак сăмахсене артистсен çинчи тум çине те куçарма пулать. Сирĕн вара мĕнле ку енĕпе?
— Фольклор ыйтăвĕ Раççейĕпех çивĕч пулнине тĕрĕс палăртрăр, мĕншĕн тесен хальхи фольклор çук. Паянхи хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсем 3-4 нотăран тăракан юрăсем çыраççĕ те паттăрсем пек çÿреççĕ. Эпир профессионалсемпе ĕçлетпĕр. Лолита Чекушкина пире авалхи ритуаллă юрра хатĕрлесе пачĕ. Мĕнле кăткăс кĕвĕ. Акă мĕнле вăл халăх чунĕнчен шăранса тухнă çемĕ, унта — чун ыратăвĕ те, юратăвĕ те. Чекушкинăсăр пуçне Александр Осиповпа нумай ĕçлетпĕр ку енĕпе. Анчах та вăтам тата çамрăк ăрăва илес тĕк — шанăç паракан композиторсем çукки чуна ыраттарать. Борис Салмина, ыттисене шаннăччĕ, анчах вĕсем Шупашкартан тухса кайнă. Паллах, саккас парса çыртарма пулать-ха, ун пек тума гонорарне те тивĕçлĕ шайра тÿлемелле. Çамрăксем фольклор çине çĕнĕлле пăхса оригиналлă произведенисем çуратнă, чăваш музыкине çÿллĕ шая хăпартнă пулĕччĕç.
Балетмейстерсем пирки те çавнах каламалла. Чăваш ритмикине пăхăнса çĕнĕлле ĕçлекен ташă ăстисем кирлĕ. Шел те, Раççейре те çав проблемах. Моисеев ансамблĕ те, Пятницкий хорĕ те çĕннине нимех те кăтартаймасть, пурте ĕлĕкхилле, Моисеев системипе ĕçлеççĕ. Çĕнĕ варкăш кирлĕ. Ăçта вăл паян гени шайĕнчи балетмейстер? Хăть Раççейре пĕрре пултăрччĕ, малалла мĕнле ĕçлемеллине çул уçса парса пытăрччĕ.
Телее, дизайнерсем пур. Тумпа ĕçле¬кенсем вырăссен те, пирĕн те çителĕклĕ. Эпир Мускавра ĕçлесе пурăнакан Любовь Вдовичевăпа çыхăну тытатпăр. Унтах тымар янă чăваш хĕрĕ Нина Федорова та çĕнĕ тумсен эскизне хатĕрлерĕ.
— Тум тĕлĕшĕнчен яланах тавлашу пырать. Хăшне-пĕрне артистсен çинчи тум килĕшсех каймасть пулмалла. Мĕн каланă пулăттăр?
— Эпĕ яланах çапла калатăп: академи ансамблĕ — фольклор ушкăнĕ мар, вăл — сцена çинчи коллектив. Пирĕн тум кăна мар, номерсем те сцена саккунĕсене пăхăнса тăраççĕ. Сцена костюмĕ вара модăпа çыхăннă. Тĕнчери тум моди пĕрмай улшăнать, çĕнĕлет. Праски Виттин е Любовь Вдовичевăн эскизĕпе çĕлетнĕ тумсемпе ялти клуб сцени çинче е Патшалăх Кремль Керменĕнче юрлатпăр-и, е тата тĕнчене тухатпăр-и — эпир хамăра яланах хăтлă туятпăр. Пĕлетпĕр: вĕсемпе нихăçан та, ниçта та намăс пулмĕ.
— Чăнах та, Чăваш Енре кăна мар, Раççейре те сирĕн ансамбль çитсе курман республикăпа облаç çук пулĕ. Коллективăн чикĕ леш енчи çулçÿревĕ пирки те вулаканăмăрсене пĕлтерес килет. Ăçта-ăçта пулса тĕлĕнтертĕр хăвăрăн пултарулăхпа?
— Испанипе Францире, Италипе Германире 3-4-шар хут пулнă. Унсăр пуçне пире Бельгире, Польшăра, Египетра, Португалире, Сирире, Китайра, Японире, Америкăра, Грецире ăшшăн йышăннă, пурĕ 20 çĕршывра 70 ытла фольклор фестивальне хутшăннă.
Чикĕ леш енчи гастрольсене тишкерсе хак панă май çапла калама пултаратăп: халăх искусствине кăтартас тĕлĕшпе Раççей коллективĕсем уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. Куракансем те лайăх ăнланаççĕ çакна. Тĕслĕх вырăнне хамăрăн коллективах илем. Вăл сцена çине тухсан концерт пăхма пынă халăх пирĕнпе пĕрле савăнатчĕ, ура çине тăрса алă çупатчĕ. «Çимĕк каçĕ», «Ухинккел такмакĕсем», «Кăкшимкке», «Туй», «Улах», «Салтака ăсатни» сюитăсене уйрăмах вăйлă йышăнатчĕ. Вĕсенче ĕç-пуç пьесăсенчи пек аталанса пырать. Мĕн калама пулать-ха çакăнпа? Глобализм витĕмне пула чикĕ леш енчи çĕршывсенче халăх культурин уйрăмлăхĕсем сирĕлсе, пĕтсе пыни куç умĕнчех. Шел те, çак витĕм пирĕн çĕршывра та палăрма пуçларĕ. Патшалăх халăх культурине пĕтерме парасшăн мар-ха, анчах та Раççейри вун-вун халăх культури пĕр евĕрленме пуçларĕ.
— Пирĕнпе апла ан пултăр тенине Чăваш Республикин Пуçлăхĕ профессионал коллективсене çулленех паракан грант та çирĕплетет пулĕ?
— Питĕ тĕрĕс. Кăçал унашкал тăваттăмĕш гранта пурнăçа кĕртетпĕр. «Александр Ангаров балетмейстерăн еткерлĕхĕ» ятпа хатĕрленĕскере çитес уйăх пуçламăшĕнче сцена çине кăларатпăр. Пурăннă пулсан, шăпах çав вăхăтра 70 çул тултармаллаччĕ ташă ăсти. Концерт программинче унăн шедеврĕсем пулĕç.
— Паянхи кун сире, Юрий Васильевич, мĕн шухăшлаттарать, кулянтарать?
— Ĕлĕкрех республика тулашне çÿреме Мускав пулăшатчĕ, халĕ майне-шывне хамăрăнах шыраса тупмалла. Тăкаклă гастроле пĕтĕм йышпа, пысăк сюитăсемпе каяймастпăр. Пĕчĕк ушкăнпа, йышпа çÿрени вара ансамблĕн сăн-сăпатне туллин уçса параймасть.
Чикĕ леш енне кайнă чухне тăкака, тĕпрен илсен, хамăр вăйпа саплаштаратпăр.
Куракан, итлекен культури чакса пыни те кулянтарать. Çăмăл çул суйласа илнĕ эстрада артисчĕсем, вĕсенчен юлас мар текен композиторсем «пулăшнипе» те. Пирĕн архивсенче чăваш юррисем питĕ нумай. Хăшĕ-пĕрин 10-шар вариант. Вĕсемпе ĕçлесчĕ кĕвĕ-çемĕ ăстисен. Çук вĕт.
Шел, Александр Васильев вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Наци туйăмне фольклор тытăмĕнчен тухса тĕнче шайне çĕкленĕ композиторччĕ. Вилес умĕн кантатăсем парса хăварчĕ, пĕрне юрларăмăр, тепĕрне вĕренме пуçларăмăр — пачах çĕнĕ интонаци. Вĕсем вара — 6 томра!
— «Калаçаççĕ — ылтăн сапаççĕ, ташлаççĕ-юрлаççĕ — кĕмĕл-мерчен тăкаççĕ!» — тенĕ Г.Тимофеев паллă фольклорист, этнограф хăйĕн «Тăхăрьял» кĕнекинче. Юрий Васильевич, çак пуянлăха упракансен ретне, йышне кĕртес килет сире, сирĕн коллектива.
— Тавтапуç.
Надежда СМИРНОВА калаçнă
Комментари хушас