Сĕткенпе варалансан
Çуллахи вăхăтра улма-çырла сĕткенĕпе тумтире вараласси пулатех. Уйрăмах ача-пăча çипуçне сĕткенпе «тĕрлеме» ăста. Ара кам ача чухне чиене пачах пĕрĕхтермесĕр çиме пултарнă?
Паллах, çĕнĕ япаланах сĕткенпе варалани чылайăшне пăшăрхантарать. Ахаль порошокпа тасалмасть-çке пата тĕлĕ.
Япалана юрăхсăррисен йышне кĕртсе урай мунчали тума ан васкăр. Хăшпĕр ансат меслетсемпех чылай вараланчăка тасатма май пур.
Вĕрекен шыв. Тин çеç лекнĕ чие, хăмла çырли, хурлăхан, арпус, хура хăмла çырли сĕткенне вĕрекен шывпах тасатма пулать.Чейникпе шыв вĕретмелле те вараланчăк тĕле тирĕк çийĕн карăнтарса тытмалла. Тепĕр çын вĕрекен шыва çав тĕле ярса тăмалла. Ку меслетпе вĕри шывпа çума юраман пусмаран хатĕрленĕ япалана тасатма юрамасть, вăл юрăхсăра тухма пултарать.
Йÿçĕхнĕ сĕт. Сĕткенпе вараланнă япалана 2-3 сехетлĕхе йÿçĕхнĕ сĕте, турăха чиксе лартăр, унтан яланхи мелпе çăвăр. Чылай вараланчăка тасатма пулăшать.
Тăвар. Çĕнĕ вараланчăка тасатма тăвара кăшт çеç шывпа хутăштарăр. Çав «пăтăпа» шурă пусмана йĕпетмелле те япала çинчи вараланчăка айккинчен шалалла сăтăрса пымалла, унтан хуçалăх супăнĕпе ăшă шывра çумалла.
Глицерин. Тĕслĕ пусма çинчи патана тасатмашкăн 40 г глицерина пĕр çăмарта саррипе хутăштармалла, вараланчăк тĕле унпа сĕрсе 2-3 сехет хăвармалла. Унтан ăна ăшă шывпа яланхи мелпе çумалла.
Водород перекиçĕ. Ăна 1:10 виçепе шывпа хутăштармалла, вараланчăк тĕле унта чиксе лартмалла. Çак шĕвек япала тĕсне улăштарать.
- Асăннă мелсенчен пĕринпе усă курас умĕн япалан сăнав татăкĕ çинче тĕрĕслесе пăхмалла.
- Кирек мĕнле сĕткенпе варалансан та ăна тÿрех хуçалăх супăнĕпе çума ан тытăнăр. Супăнь вараланчăка çирĕплетсе лартма çеç пулăшать.
Комментари хушас