Олег МАРКОВ: Тĕллев — çурт-йĕр пахалăхне лайăхлатасси

10 Çурла, 2016

Çак отрасле хывакан кашни тенкĕ «кÿршĕллĕ» сферăсенчен вунă тенкĕ таран кÿрет те — строительство комплексĕ пирки тивĕçлипех экономика локомотивĕ теççĕ. Республикăра отрасль мĕнле аталанать, мĕнле йывăрлăхсене çĕнтерме тивет, аталану малашлăхĕ мĕнлерех? Çак ыйтусем тавра ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕпе — строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕпе Олег МАРКОВПА калаçрăмăр.

— Олег Иванович, Чăваш Енĕн паянхи строительство комплексне мĕнлерех сăнланă пулăттăр?

— Строительство комплексĕ — Чăваш Ен экономикин тытăмĕнчи чи пысăк отрасльсенчен пĕри. Республикăн строительство сферинче 3 пин ытла организацие регистрациленĕ, вĕсенче 29,7 пин çын ĕçлет.

Индустри шайĕпе çурт-йĕр тăвакан хăватсем — çулталăкра 900 пин ытла тăваткал метр çурт-йĕр çĕклемелĕх, çĕнĕ производствăсем уçнине, унчченхисене çĕнетнине кура вĕсем пысăклансах пыраççĕ. Республикăра тимĕр-бетон туса кăларакан 8 заводпа производство ĕçлеççĕ, çавăн пекех 9 завод — çулталăк тăршшĕпех, 7 предприяти сезонсенче кирпĕч çапаççĕ.

Юлашки пилĕк çулта предприятисен модернизацине 600 миллион тенкĕ ытла хывнă, строительство материалĕсем туса кăларассипе çыхăннă 2,5 миллирад ытла тенкĕлĕх инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕ, ĕç тухăçлăхĕ енĕпе çÿллĕ шайри çĕнĕ 580 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ.

2015 çулта «Строительство» тесе палăртакан ĕçсене 33,07 миллиард тенкĕлĕх пурнăçланă, 2016 çулăн пĕрремĕш çурринче — 15,261 миллион тенкĕлĕх. Хамăр туса кăларнă таварсене тиесе ăсатнин, металл мар минерал продукчĕсем туса кăларакан предприятисем пурнăçланă ĕçсен 2015 çулхи калăпăшĕ 7,535 миллиард тенке çитнĕ, кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенче çак кăтарту 3,364 миллиард тенкĕпе танлашнă.

— Пурăнмалли çурт-йĕр тăвассин кăтартăвĕсем мĕнлерех?

— Кашни çын пуçне çурт-йĕр тăвас енĕпе Чăваш Республики Федерацин Атăлçи округĕнче чи лайăххисен шутĕнче, 2015 çулта 0,673 тăваткал метр пулнă.

Пĕлтĕр укçа-тенкĕн мĕнпур çăлкуçĕн шучĕпе пĕтĕмпе пурăнмалли 832,8 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă. Экономикăри лару-тăру çăмăл маррине пăхмасăр нумай хваттерлĕ çуртсен строительствинче ĕç ÿсĕмлĕхне упраса хăварма пултартăмăр. Хута янă çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕнче строительство организацийĕсен тÿпи 544,6 пин тăваткал метрпа танлашнă — 2014 çулхинчен 18,9% нумайрах, 2011 çулхипе танлаштарсан вара çак кăтарту икĕ хут пысăкланнă.

2016 çулта экономика лару-тăрăвĕн условийĕсене шута илсе республикăра пĕтĕмпе пурăнмалли 720 пин тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр хута яма палăртнă. Çав шутран нумай хваттерлĕ çуртсем — 460 пин, уйрăм çынсен çурчĕсем — 260 пин тăваткал метр.

— «Çурт-йĕр — Раççей çемйи валли» программа мĕнле пурнăçланать? Экономкласс йышши мĕн чухлĕ хваттер тăватпăр?

— Чăваш Ен çак программăна чи малтанхисен шутĕнче кĕчĕ, вăл республикăра 2014 çултанпа пурнăçланать.

Экономкласс йышши çурт-йĕр тăвасси — çурт-йĕр строительствине аталантармалли тĕп çул-йĕрсенчен пĕри. 2015 çулта экономкласс йышши 399,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — 2014 çулхин /396,5 пин тăваткал метр/ 100,8% чухлĕ. Çакă хута янă çурт-йĕрĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕн 48% танлашать. Программăпа килĕшÿллĕн пурăнмалли пĕр çурт хута янă — экономкласс йышши 8,4 пин тăваткал метр. Çавăн пекех пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 43,6 пин тăваткал метрпа танлашакан пурăнмалли 9 çурт строительствине пуçланă.

Граждансен пĕрлехи реестрне 1746 çемьене кĕртнĕ, вĕсенчен 290-шĕ хваттер туянма килĕшÿ тунă. Çав шутра 123 çемье пая кĕрсе хваттер илмелли килĕшĕве алă пуснă, 167 çемье суту-илÿ килĕшĕвĕпе пурăнмалли лаптăк туяннă.

Палăртни вырăнлă: экономкласс тени пахалăхсăр çурт-йĕр тенине пĕлтермест. Мĕнпур çурта çĕнĕ йышши материалсенчен тивĕçлĕ нормăсемпе требованисене пăхăнса çĕклеççĕ. Пирĕн паянхи тĕллев — республикăра пурăнакансем валли тăвакан çурт-йĕр пахалăхне лайăхлатмалла, ăна туянмалли майсене анлăлатмалла.

— Çурт-йĕр строительстви валли çĕр лаптăкĕсем çителĕклĕ-и?

— Паянхи кун республика территорийĕнче территорисенче комплекслă майпа çурт-йĕр çĕклемелли 56 проект пурнăçланать. Пĕтĕмпе — 2 пин гектара яхăн, планпа пăхнă çурт-йĕр фончĕ — 7 миллион тăваткал метр патнелле.

Чăваш Енри инвестици климатне лайăхлатас тĕллевпе мĕнпур муниципалитетра территорисене планламалли тата хула строительствине зонăламалли документсене çирĕплетнĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем 2020 çулччен пурăнмалли çурт-йĕр тумалли çĕр лаптăкĕсен пайăр списокĕсене хатĕрленĕ. 2014 çултан тытăнса кăçалхи 1-мĕш кварталччен аукционсен кăтартăвĕсем тăрăх вĕсем çак ĕç валли 490 çĕр лаптăкĕ уйăрнă — пĕтĕмпе 166 гектар.

Çавăн пекех федераци харпăрлăхĕнчи 8 лаптăка /81,38 гектар/ ĕçе кĕртес енĕпе ĕçлетпĕр — унта 137,4 пин тăваткал метр çурт-йĕр çĕклеме палăртнă. Республикăра çĕр лаптăкĕсем уйăрассин уççăнлăхне тивĕçтерес тĕлĕшпе тимлĕх пысăк.

— Çĕршыв Правительстви ирĕк паракан документацие хатĕрлемелли, килĕшÿ илмелли тата экспертизăсем ирттермелли процедурăсене ансатлатма хистет. Строительство пуçарма ирĕк илмелли процедурăсене пурнăçламалли чи пысăк вăхăт 130 кунпа танлашать. Процедурăсен чи пысăк шучĕ 15 единица пулмалла. Чăваш Енре ку енĕпе ĕç-пуç мĕнлерех?

— Раççей Стройминĕ пурăнмалли çурт-йĕр строительствинчи процедурăсен шутне пăхăнассине ăнăçлă тивĕçтерекен 6 региона палăртнă. Ку енĕпе тухăçлă ĕçлекен регионсен йышĕнче Чăваш Республики иккĕмĕш вырăнта.

Республикăра 2015 çул кăтартăвĕсем тăрăх 4 хутран çÿллĕрех пурăнмалли çурт тума ыйтнă хыççăн ирĕк панин чи пысăк вăхăчĕ 114 кун пулнă — 11 процедура ирттернĕ. 2015 çулта пурăнмалли çуртсем тумалли проект документацийĕн патшалăх экспертизине ирттермелли вăхăта 21 кун таран /нормăпа — 45 кун/ чакарнă, ытти объект тĕлĕшпе — 26 кун таран /нормăпа — 60 кун/.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем строительство пу­çармалли тата объектсене хута ямалли ирĕке 10 кунран кая юлмасăр параççĕ, çĕр лаптăкĕсен хула тумалли планĕсене — 30 кунран кая юлмасăр. Чăваш Республикинче мĕнпур муниципалитет йĕркеленĕвĕнче территорисене планламалли тата хула строительствине зонăланин докуменчĕсене хатĕрленĕ. Территорисенче çурт-йĕр, ытти объект тăвассине тĕпрен илсен территорисене планланин тата чикĕленин проекчĕсене тĕпе хурса пурнăçлаççĕ.

Хальхи вăхăтра мĕнпур хула округĕнче тата муниципалитет районĕсенче патшалăхпа муниципалитетсен пулăшу ĕçĕсене пурнăçлакан нумай функциллĕ центрсем ĕçлеççĕ. Вĕсенче строительство пуçармалли ирĕке, çĕр лаптăкĕсен планĕсене парассине регламентпа пăхнă вăхăтра «пĕр чÿрече» принципĕпе йĕркеленĕ. Çак вăхăта чакарас тĕллевпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем процеса хутшăнакансем электрон мелпе çыхăну тытассине йĕркелемелли мерăсем йышăнаççĕ, типлă проектсемпе усă курмалли механизмсене ĕçе кĕртеççĕ.

Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен инвестици климачĕн наци рейтингĕнче «Регулятор лару-тăрăвĕ» çул-йĕрпе /«строительство валли ирĕк парасси» кăтарту/ Чăваш Республики Раççей субъекчĕсен бизнес валли чи хăтлă условисем йĕркеленĕ теçеткене кĕнĕ. Атăлçи округĕнче ку кăтартупа Тутарстанпа Самар облаçĕ хыççăн виççĕмĕш вырăнта.

— Ĕçтешĕрсене професси уявĕ — Строитель кунĕ — ячĕпе мĕн сунасшăн?

— 2016 çула Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ. Строитель профессийĕ вара, ман шутпа, чи пархатарли, чи ырри. Çав вăхăтрах — питĕ яваплă та кăткăс ĕç. Пурăнмалли çурт-йĕр, промышленноç çурчĕсене çĕклекенсен ĕçĕнчен çынсен хăтлăхĕ кăна мар, вĕсен хăрушсăрлăхĕ те килет. Самана улшăнать, профессионализм шайĕпе, производство технологийĕсемпе, усă куракан материалсемпе çыхăннă требованисем те çĕнелеççĕ. Паян çĕршыври тата республикăри стройкăсенче ĕçри чăн профессионалсем, пĕлÿллĕ, çĕнĕ технологисене алла илнĕ специалистсем — проектировщиксенчен пуçласа каменщиксем таран — кирлĕ. Строитель — малашлăхлă професси, вăл çынсене яланах кирлĕ пулĕ.

Республикăн мĕнпур строительне професси енĕпе малалла ÿсме, Чăваш Енре пурăнакансен ырлăхĕшĕн тăвакан пысăк пĕлтерĕшлĕ тата пархатарлă ĕçре ăнăçу сунатăп. Архитектура енĕпе чи хăюллă проектсем пурнăçланччăр, чи пысăк ĕçсем ăнăçлă пулччăр. Ырă пуçарусем тÿрре тухчăр, çемьесенче тăнăçлăхпа килĕшÿ хуçаланччăр.

Светлана ГОРДЕЕВА

калаçнă

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.