Ку проект экономикăра та усăллă
«Хыпарăн» утă уйăхĕнчи «Çын тата çут çанталăк» кăларăмĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕ Людмила Теплова сĕнĕвĕпе кăсăкланса паллашрăм.
«2017 çулта, Çут çанталăкăн уйрăмах сыхлакан лаптăкĕсен /ÇÇУСЛ/ тата экологи çулталăкĕнче, Атăл леш енчи ÿсентăранпа чĕрчунсене хÿтĕлеме наци паркĕ тумалла», — тет вăл.
Ку шухăша ырласа йышăнтăм. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствинчен эпĕ те «Атăл йăлăмĕ» /«Заволжье»/ ятлă наци паркĕ йĕркелеме ыйтатăп. Мĕншĕн тесен ăна никĕслеме кирлĕ документсем пур. Вĕсене пĕрремĕш хут — 1997-1998, иккĕмĕш хут 2000 çулсен пуçламăшĕнче хатĕрлесе асăннă министерствăна тăратнă. Юлашкин варианчĕ «Сăрçум» заповедник архивĕнче халĕ те упранать.
Тĕпчевçĕсем «Атăл йăлăмĕн» проектне пурнăçлама çав çулсенчех ыйтнă. Иккĕмĕш хутĕнче ăна Мускав та ырларĕ. Анчах темле сăлтава пула ĕç республикăра путланчĕ.
Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти шкул ачисене, биологипе хими учителĕ пулма хатĕрленекен студентсене, экологсене, туристсене, ăсчахсене çывăхра пĕр пысăк лаптăклă ÇÇУСЛ та пулин кирлĕ! Атăл йăлăмĕ икĕ хуларан инçе мар. Юханшывра пăр ларман чухне унта пăрахутпа, хĕлле ГЭС урлă кайса килме хакла лармасть. Шупашкар вăрманлăхне çитичченех — асфальт çул.
Наци паркĕсене тÿлевлĕ экскурсисем йĕркелеме ирĕк панă. «Атăл йăлăмĕ» çур миллион çын валли туризма аталантарса укçа ĕçлесе илесси, парк инфратытăмне темиçе çултанах Европа шайне çĕклесси куçкĕрет. Ку проект экономикăра та усăллă.
Çирĕм çул каялла унта ÇÇУСЛ йĕркелеме вăрман хатĕрлекенсем чăрмантарчĕç. Строительство валли йывăç касса плана тултарассишĕн тăрăшрĕç. Унтанпа пĕр пайне касса пĕтерчĕç, тепри 2010 çулта çунса кайрĕ. Çавăнпа ÿлĕм пысăк чăрмав пулмалла мар.
Наци паркне йăлăмра тусан таврари поселоксенче пурăнакансемпе вăрман учрежденийĕсенче ĕçлекенсен пуçне куллен ыраттарнă пысăк ыйту татăлĕ: парк администрацийĕ территорие тасаттарсах тăрĕ. Халĕ унта канакансем каяш куписем хăвараççĕ.
Министерство 2017 çулта темиçе ÇÇУСЛ уйăрса кăларассине пĕлтерчĕ. Ку хыпара обществăра ырласа йышăнчĕç. Пирĕн ÇÇУСЛ статусне памалли вырăн чылай. Эпĕ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Атăл хĕрринчи юманлăха /«Белые камни» кану çуртĕнчен çывăхра/ тата Атăл çинчи Амаксар утравĕн таврашĕнчи вĕçен кайăклăхпа вăлчалăха ÇÇУСЛ йышне кĕртме сĕнетĕп.
Алексей ОЛИГЕР,
биологи наукисен кандидачĕ
Комментари хушас