Халăх ушкăнĕсемпе мăнаçланатпăр
Типтерлĕ аталантарсан халăх пуянлăхĕ тивĕçлĕ шая çĕкленет. Красноармейски районĕн культура ĕçченĕсем хăйсен хастарлăхĕпе, ырă чунĕпе, хавас кăмăлĕпе савăнтараççĕ çак тăрăхри çынсене. Район администрацийĕн культура пайне ертсе пыракан Рена Осиповăпа шăпах культура вучахĕн хастарĕсен ĕçĕсем çинчен калаçрăмăр.
— Красноармейски районĕ культура енĕпе мĕнле аталанса пырать?
— Район культури аталанать, анчах çивĕч ыйту питĕ нумай. Вĕсем тĕрлĕ самантпа çыхăннă. Темĕнле пулсан та халăх кун-çулĕнче культура пысăк вырăн йышăнать. Пирĕн пултарулăх коллективĕ — 138 /унта 1553 çын çÿрет/. Вĕсенчен 74-шĕ — хăй тĕллĕн ĕçлекен пултарулăх коллективĕсем, 44-шĕ 14 çула çитмен ача-пăчапа ĕçлет, 33-шĕ — 15-рен иртнĕ çамрăксен ушкăнĕсем. 2015 çулта ташă енĕпе — 18, фольклор — 11, театр — 15, хор енĕпе 3 коллектив ĕçленĕ.
Районти клубсем ку тăрăхра пурăнакансен 10,4% хăйсен ĕçне явăçтараççĕ. Çак ĕçĕн тĕллевĕ — район халăхĕн культурине аталантарасси, ăс-хакăлне ÿстересси. Ăна пурнăçлама уявсем, концертсем, фестивальсем, конкурссем ирттерни те пулăшать. 2015 çулта 4129 мероприяти пулчĕ. Вĕсенчен 886-не тÿлевлĕ ирттернĕ.
— Мĕнле уявсем пирки каласа пама пултаратăр?
— Нумаях пулмасть Крентейкасси ялĕн уявĕ иртрĕ. Унта 75 кил кăна пулсан та паллă çын чылай: Раççей сывлăх сыхлавĕн отличникĕ Маргарита Григорьева, Олег Михайлов спорт мастерĕ...
Мăн Шетмĕре кашни çул иртекен «Юнкун пуххи» ярмăрккăна та асăнса хăварас килет. Ăна кăçал Ĕç çыннин çулталăкне халалларăмăр. Уяв концертне Мăн Шетмĕ, Пикшик, Красноармейски культура çурчĕсем çумĕнчи коллективсем хутшăнчĕç. Элĕк районĕнчи Мартынкассинчи пултарулăх коллективĕ те Трак ен халăхне уявпа саламларĕ.
— Пултарулăх коллективĕсенчен хăшĕсене уйрăмах палăртатăр?
— Трак ен пысăках мар пулин те пирĕн «халăх» ята тивĕçнĕ 9 коллектив ĕçлет. Виççĕшĕ — тĕп культура çуртĕнче, пиллĕкĕшĕ — «Заволжский» клубра, тепĕр коллектив — Кĕçĕн Шетмĕри культура çуртĕнчи «Романтика» халăх театрĕ. Çак ушкăнсемпе эпир мухтанатпăр, вĕсем пирĕн тăрăхăн — сумĕ, чысĕ.
— Республика кунне те хутшăнтăр-и?
— Çапла, кашни уявах çитме тăрăшатпăр. Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕнче, Республика кунĕнче районти 4 халăх коллективĕ вырăнти йăла-йĕркепе паллаштарчĕ. Палăртса хăварас килет: республикăра «халăх» ята тивĕçнĕ вокалпа инструмент ансамблĕсем иккĕ-виççĕ кăна. Пирĕн «Апрель» ушкăн çавсен шутĕнче. Эпир унпа та мăнаçланатпăр.
— Çамрăк ăрăва культура енĕпе аталантарас тĕлĕшпе мĕн тăватăр?
— Ача-пăча аталанăвĕшĕн пирĕн культура ĕçченĕсем питĕ тăрăшаççĕ. Музыка шкулĕсенче ташлама, юрлама, тĕрлĕ музыка инструменчĕ калама вĕрентетпĕр. Унта çÿрекен ачасен йышĕ çуллен нумайланать. Районăн культура çуртĕнче конкурссем ирттеретпĕр, çакă та ачасене питĕ хавхалантарать.
Екатерина СТЕПАНОВА калаçнă.
Комментари хушас