УШАХ ÇĂЛТĂР КУРĂКĔ

13 Утă, 2016

Чир паллисем

Ушах çăлтăр курăкне /звездчатка средняя, мокрица/ лупас айĕнче сулхăнра е 40 градусран вĕри мар духовкăра типĕтеççĕ. Управ вăхăчĕ — 9 уйăха яхăн.

Ӳсен-тăранра сапонинсем, Е витамин, аскорбин йӳçекĕ, каротин, хытаракан япаласем, флавоноидсем, липидсем, минерал япалисем /кали уйрăмах нумай/ пур. Унăн препарачĕсем ыратнине, шыçнине ирттереççĕ, сурана ӳт илме, юн кайнине чарма пулăшаççĕ, вăй-хал кĕртеççĕ, чĕре ĕçне йĕркелеççĕ, тĕп нерв тытăмне ырă витĕм кӳреççĕ.

Халăх медицининче ушах çăлтăр курăкĕпе анлă усă кураççĕ. Вăл чĕре чирĕсенчен, гипертонирен, хĕрарăм чирĕсенчен /амалăхран юн кайсан, шур юхсан/, сыпăсен чирĕсенчен /артрит, подагра/, çивĕч тата вăрах бронхитран, ӳпке туберкулезĕнчен, вăрах гастритран, ӳт чирĕсенчен /тимре, экзема, кĕсен/ сипленме пулăшать.

Чĕрĕ курăкĕпе пĕвер, пӳре, ӳпке, чĕре чирĕсем аптратсан, шăк хăвалама, хытнă вара çемçетме усă кураççĕ. Ура тăртансан, диатез чухне ăна ваннăна хушаççĕ.

Вĕри шывпа пăшăхланă курăка ревматизм, радикулит чухне ыратакан тĕле, туртăннă çыхă çине хуни усăллă. Шĕвекĕпе сыпă сурсан, ревматизм аптратсан сăтăрни витĕмлĕ. Унпа суран çине компресс хуни аван.

Курăк ярса пиçĕхтернĕ шывпа юнлă сурсан, геморрой, гепатит, холецистит чухне, чĕре тĕлĕнче ыратсан, ура ыратсан, ӳте шатра, экзема тухсан, кĕсенрен, пӳрлĕ суранран сипленеççĕ.

Сĕткенĕ пĕтĕмĕшле халсăрлăхран, ытлашши начарлансан, авитаминозран, чĕре чирĕсенчен, холециститран, гепатитран, шалта юн кайсан, геморройран, юнлă сурсан, ӳслĕкрен, шăнса пăсăлсан сиплĕ витĕм кӳрет. Тата унпа шыçнă куçа çăваççĕ, ревматизм, радикулит чухне вĕри примочка хураççĕ. Сĕткенĕ кĕçĕпе те витĕмлĕ кĕрешет.

Килти мелсем

  •  Нерв тытăмĕпе апат ирĕлтерекен тытăм чирĕсем. 1 апат кашăкĕ чĕрĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 4 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 4 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  •  Чĕре ĕçне лайăхлатма, нерв тытăмне çирĕплетме, артрит, пӳре, ӳпке, вар-хырăм çулĕн чирĕсем аптратсан, кăкăр ĕмĕртекен хĕрарăмсен сĕт тухассине вăйлатма. 1 апат кашăкĕ типĕ ушах çăлтăр курăкне тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 1 сехетрен сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апат умĕн чĕрĕкшер стакан ĕçмелле.
  •  Вар хытсан, манкана çемçетсе кăларма. 1 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ 1 стакан шыва ямалла, 30 минутран сăрăхтармалла. Кунне 3 хут апат умĕн стаканăн виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ĕçмелле.
  •  Чĕре ыратсан, миокард инфаркчĕ хыççăн. Вĕтетнĕ 2 апат кашăкĕ курăка тин вĕренĕ çур литр шыва ямалла. Савăта ăшă чĕркесе 6 сехет лартмалла та сăрăхтармалла. Кунне 3-4 хут апатчен 30 минут маларах çуршар стакан ĕçмелле. Курс — 2-3 эрне.
  •  Пĕвер, щит евĕрлĕ пар чирĕсем. Ушах çăлтăр курăкĕн сĕткенне кăшт пыл хушса кунне 3-4 хут 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле. Сиплев курсĕ — 10-15 кун.
  •  Хырăмлăх, пыршăлăх ыратсан. 1 апат кашăкĕ курăка 300 миллилитр шурă эрехе ямалла, 14 кунран сăрăхтармалла. 1 апат кашăкĕ шыва 20-25 тумлам настойка ярса ĕçмелле.
  •  Куç çивĕчлĕхне лайăхлатма, глаукома чухне. Ушах çăлтăр курăкĕн 1 литр сĕткенне 100 миллилитр спиртпа хутăштармалла. Холодильникре упрамалла. Кунне 2 хут апатчен 20-30 минут маларах 50-шар миллилитр ĕçмелле.
  •  Ӳт чирĕсем /пӳрлешке, шатра/, ӳте кастарсан, пӳрлĕ, япăх ӳт илекен суран. 4 апат кашăкĕ типĕ е 10 апат кашăкĕ чĕрĕ курăка 1 литр шыва ямалла, 5 минут вĕретмелле, илсен 2 сехетрен сăрăхтармалла. Ванна валли, примочка хума, ӳте çума усă курмалла.
  •  Сыпăсем ыратсан. 200-250 грамм курăка тин вĕренĕ 3 литр шыва ямалла, 2 сехетрен сăрăхтармалла. Шĕвеке ăшă шывлă ваннăна хушмалла. Унта сыпăсене 20 минут ăшăтмалла.
  •  Ревматизм, полиартрит, радикулит, миозит, варикоз чухне, çыхха туртăнтарсан. Ыратакан тĕле чĕрĕ курăка компресс вырăнне хумалла.
  •  Кĕçĕ аптратсан сиенленнĕ ӳте ушах çăлтăр курăкĕн сĕткенне сĕрсе сипленмелле.
  •  Кăкăр парĕн шыççинчен сипленнĕ чухне чĕрĕ ушах çăлтăр курăкĕпе е сĕткенĕпе компресс хурса сипленеççĕ.
  •  Асăрханăр! Хăшĕсен ушах çăлтăр курăкĕпе усă курсан аллерги палăрма, ӳт хĕрелме, кĕçĕтме пултарать.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.