ВĂРМАНА - ĂВĂ КĂМПИ ПУХМА
Ăвă кăмпи /трутовик/ пĕвер ĕçне йĕркене кĕртме, иммунитета лайăхлатма, самăрлăхпа кĕрешме пулăшать.
Пирĕн тăрăхра вăл хурăн, хыр, шĕшкĕ çинче ӳсет. Унра ланофил полисахарид пуррине тупса палăртнă. Çак япала пĕвере ферментсем туса кăларма, çусене ирĕлтерме пулăшать, çавăнпа самăрлăхпа чирлесен уйрăмах усăллă. Ăвă кăмпипе пĕвере тасатма, гепатит, цирроз, пĕверĕн ытти чирĕ аптратсан, унăн ĕçĕ пăсăлнипе çыхăннă чирсенчен /псориаз, экзема, склеродерми, хĕрлĕ волчанка, саркоидоз/ сипленме усă кураççĕ.
Пĕвере тасатса тата унăн ĕçне йĕркене кĕртсе организм иммунитета вăйлатать, çавăнпа та ăвă кăмпи чăн-чăн иммуномодулятор теме юрать.
Паянхи куна пĕвере асăннă кăмпапа тасатни чи витĕмлисенчен пĕри шутланать. Çак тĕллевпе ăвă кăмпипе кăна мар, аш кăмпипе /вешенка/, çерем кăмпипе /шампиньон/, уплюнккепе /опенок/ усă курма юрать.
Чĕрĕ е типĕтнĕ кăмпасем кăна сиплĕ. Пĕçерсен вĕсенчи усăллă япаласем арканаççĕ. Вĕсене йӳçекпе спирт та çакăн пек витĕмех кӳреççĕ. Çавăнпа кăмпасене 20 процент спиртлă шурă эрехе кăна ярса лартаççĕ.
Эмел хатĕрлеме ăвă кăмпине йывăç вуллинчен уйăрса илмелле, çӳп-çапран тасатмалла, вĕтĕ вакламалла та хут çине сарса типĕтмелле. Типсен тӳсе е аш арманĕпе, е кофе арманĕпе çăнăх пуличчен вĕтетмелле. Порошока кунне 3 хут апат вăхăтĕнче çуршар чей кашăкĕ ĕçмелле.
Пиçĕхтернĕ шĕвекĕ те аван. Çур чей кашăкĕ ăвă кăмпин порошокне 40 градусран вĕри мар 1 стакан шыва ямалла, 15 минут лартмалла. Кун тăршшĕнче сыпкăмсемпе ĕçсе ямалла.
Настойка: 5 грамм типĕ ăвă кăмпине 20 процентлă 150 миллилитр шурă эрехе ямалла, 2 эрне лартмалла. Кунне 3 хут апат вăхăтĕнче 50-шар тумалам е 1-ер чей кашăкĕ ĕçмелле.
Çуллă настойкăпа лăймака сийри язвăсенчен сипленеççĕ. 5 грамм типĕ ăвă кăмпине 37 градус таран ăшăтнă 150 миллилитр йĕтĕн е олива çăвне ярса 5-7 кун лартмалла. Сиенленнĕ тĕле сĕрмелле.
Шута илме: начаркка çынсен ăвă кăмпипе сипленмелли курс 1-2 эрнерен ытла пулмалла мар.
Асăрханăр: чăн-чăн ăвă кăмпине суя ăвă кăмпипе ан пăтраштарăр. Суя кăмпа ытларах чухне йывăç вулли çинче мар, тунката çинче çитĕнет.
Комментари хушас