- Чăвашла верси
- Русская версия
КАВĂН ŸТЕ ÇАМРĂКЛАТАТЬ
27 Пуш, 2014
- Çил çинче кушăрханă ÿте çемçетме шывра пĕçернĕ 2 апат кашăкĕ кавăн ăшне 1 апат кашăкĕ олива çăвĕпе е ытти тип çупа хутăштармалла. Пите сĕрмелле. 20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.
- Тутлăхлă маска. 2-3 апат кашăкĕ пĕçернĕ кавăн пăттине 1 çăмарта саррипе тата 1 чей кашăкĕ пылпа хутăштармалла. Ăшă маскăна пите сĕрмелле, 10-15 минутран сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Маска витĕмне вăйлатма ăна сĕрес умĕн пит çине 2-3 минута вĕри компресс хурсан лайăх.
- Пÿрлешкерен, хура пăнчăллă тар шăтăкĕсенчен. Пĕр касăк пĕçернĕ кавăна тÿмелле, 1 чей кашăкĕ лимон сĕткенĕпе тата 2 чей кашăкĕ водород перекиçĕпе хутăштарса пите сĕрмелле.
- Пиçĕлĕхе вăйлатакан маска. Теркăланă чĕрĕ кавăна марльăпа пит çине 20-30 минута хумалла, унтан сивĕрех шывпа çуса тасатмалла. Маскăна эрнере 2-3 хут хумалла. Курс - 10 процедура.
- Уçăлтаракан маска. Кавăнăн хуппинчен тасатнă тĕшшине 2 апат кашăкĕ илсе тÿмелле, тин вĕренĕ çур стакан шыва ямалла. Çăраличченех вĕретмелле. Кăштах сивĕнсен пите сĕрмелле, 15-20 минутран ăшă шывра йĕпетнĕ мамăкпа тасатмалла.
- Ачаш ÿт валли. 2 апат кашăкĕ кавăн сĕткенне 1 çăмарта саррипе, 1 чей кашăкĕ пылпа, 1 чей кашăкĕ олива çăвĕпе, 1 чей кашăкĕ сĕлĕ çăнăхĕпе хутăштармалла. Маскăна пите сĕрмелле, 15 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла.
- Ÿт тăртансан. Пĕçернĕ вĕри кавăна нимĕрлемелле, пыл хушса пăтратмалла. Ăшă хутăша марля çине хумалла, унпа пите витмелле. 15-20 минутран ăшă шывпа çуса тасатмалла. Çак компресс ÿте лайăх ăшăтать, тĕртĕмсенчи ытлашши шыва кăларать.
Комментари хушас