Ялти йĕркелĕх - çĕршыври тăнăçлăх

8 Утă, 2016

Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ пуçланнăранпа çичĕ кун иртрĕ. Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие пирĕн хутлăхра та тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илчĕç.

Епле-ха унсăрăн? Пысăк яваплăхпа пурнăçламалли ĕç калăпăшĕ пысăк: 563 çыруçăн, 95 инструкторăн тата ытти специалистăн утă уйăхĕн 1 — çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче çырав объекчĕ шутне кĕртнĕ фермерсен тата предпринимательсен — 3,4 пин, ялти çынсен килти — 238,9 пин, хуларисен 8,7 пин хуçалăхне, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлĕхне тата 9,8 пин лаптăка тишкерсе тухмалла. Унсăр пуçне 400 ытла организаци хăйсем тĕллĕн паракан отчета йышăнмалла. Чăн та, фермерсемпе предпринимательсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки çырнă хутсене е вĕсен электронлă версине Интернет урлă çитерме пултараççĕ. Вĕсем хальччен асăннă мелсемпе усă курман тăк çыруçăн вĕсем патне çитсе килме тивет.

Пĕр эрнере вĕсем 30 пин ытла объекта çырса тухнă. Çыруçăсем пĕлтернĕ тăрăх — асăннă акцие халăх, тĕпрен илсен, пуçаруллă хутшăнать, ыйтусене кăмăлпах хуравлать.

Шиклĕх туйăмне сирмелле

Экономикăпа çыхăннă кирек мĕнле çырав та халăха, уйрăмах ялта тĕпленнисене, сисчĕвлентеретех. Кун пек чухне вĕсен асĕнче иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсенчи пулăмсем мĕлтлетсе илеççĕ. Тĕрĕссипе, паянхи вăйпитти ăру çут тĕнчене чылай каярах килнĕ. Çапах та аслашшĕ-асламăшĕ е кукашшĕ-кукамăшĕ хуçалăхри кашни улмуççишĕн е ĕне-сурăхшăн хушма налук тÿлеме тивни çинчен калаçни вĕсен асĕнче çырăнса юлнă.

Шиклĕх туйăмне сирмелле — пухнă информаципе пĕтĕмлетÿсем тăвас тĕллевпе кăна усă курассине патшалăх статистикин органĕсем гарантилеççĕ. Ял хуçалăх продукцийĕ туса кăларакансен хуравĕсене кĕртнĕ çырав хучĕсенче уйрăм çыннăн ячĕ-шывне палăртмаççĕ. Унсăр пуçне кăтартусене хатĕрленĕ чухне ял-хула ячĕсем те «çухалаççĕ», муниципалитет районĕсенне кăна хăвараççĕ. Федерацин «Пĕтĕм Раççей ял хуçалăх çыравĕ çинчен» саккунĕнче тĕпчекен объектсен çырав хучĕсене кĕртнĕ кăтартăвĕсен хÿтлĕх гарантине палăртнă. Кăтартусен конфиденциаллăх ыйтăвĕсем тĕлĕшпе уйрăмах çирĕп ыйтаççĕ тата вĕсемпе санкцилемесĕр тата тĕллевсĕр усă курнăшăн должноçри çынсене явап тыттараççĕ. Федерацин патшалăх статистика служби Пĕтĕм Раççей халăхĕн — 2002 тата 2010, ял хуçалăхĕн 2006 çулсенчи çыравĕсен пĕтĕмлетĕвĕсен конфиденциаллăхĕ тĕлĕшпе йышăннă обязательствăсене туллин пурнăçланă. Çакна тĕпе хурса ялта пурăнакансем хăйсем патне пынă çыруçă ыйтăвĕсене уççăн тата тĕрĕс хуравласса, çапла вара патшалăх пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăçламашкăн тÿпе хывасса шанас килет.

Çемье валли — таса та паха çимĕç

Çыруçăсен ĕçĕпе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсене тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе Федерацин патшалăх статистика службин территори органĕ Шупашкар районĕнче пресс-тур йĕркелерĕ. Ĕçлĕ çÿреве Чăвашстат ертÿçин çумĕ Любовь Петрова, ял хуçалăх тата тăван тавралăх статистикин пайĕн пуçлăхĕ Эмма Егорова хутшăнчĕç, çыравпа çыхăннă ыйтусене ăнлантарса пачĕç.

…Владимир Петрович /саккунпа килĕшÿллĕн çырав хутĕнчи ыйтусене хуравлаканăн ячĕ-шывне, вăл пурăнакан ял ятне кăтартма юраманнине тĕпе хурса кил хуçине çапла палăртнипе çырлахма тивĕ — авт./ шухăшĕпе — ял çыннин пĕтĕм пурнăçĕ халăх умĕнче иртет. Апла тăк çынран пытармалли нимех те çук. Арçын çырав пуçланни çинчен, маларах калаçса татăлнă май çыруçă хăйсем патне хăш кун тата хăçан пырассине пĕлнĕ. Кăнтăр апачĕ умĕн Надежда Дьячкова çыруçă çитсе тăрсан хăйсен хуçалăхĕпе кăмăлпах паллаштарчĕ.

Çемьери 8 çынран 6-шĕ 370 тăваткал метр лаптăкпа танлашакан анкартинче çĕр ĕçне пурнăçласа хăйсем валли таса та паха пахчаçимĕç, улма-çырла туса илме хутшăнать. Çĕрулми ани — 120, сухан — 15, купăстапа хăяр тата помидор йăранĕсем — 10-шар, кишĕр — 8, ыхра — 5, хĕрлĕ кăшманпа симĕс пăрçа — 3-шер, кавăн, укроп-петрушка 2-шер тăваткал метр йышăнаççĕ вĕсен. Теплица лартман, аслашшĕ-асламăшĕн мелĕпе тухăçлă çимĕç туса илме вĕренсе çитнĕ.

Садра чие — 8, улмуççи — 7, грушăпа слива — 6-шар йывăç, виçĕ сорт хурлăхан — 1-шер, йĕплĕ хурлăхан 1 тĕм. Викторие — 8, хăмла çырлине 4 тăваткал метр çинче çитĕнтереççĕ.

Чечек валли те вырăн уйăрнă: йăрансен хушшинче, çĕрулми кассисен пуçĕнче тĕрлĕ тĕсли çеçке çурнă, хуçисене кăна мар, карта çумĕпе иртсе çÿрекенсене те савăнтарать.

Çĕре ĕлĕкхилле кĕреçепе е сухапуçпа хатĕрлемеççĕ — çак ĕçе мотоблокпа пурнăçлама чылай çăмăлрах. Хуçалăхра ĕне усранă май йывăçсен хушшинчи утта çулмашкăн ятарлă косилка пур. Выльăх апачĕллĕх культурăсене акса-лартса тумашкăн çемьен уйра çĕр пайĕ çук — кÿрши-аршипе калаçса татăлса вĕсен анкартинчи курăка çулаççĕ е сутăн илеççĕ.

Владимир Петрович хуçалăхри хуралтăсем пирки те тĕрĕссине пĕлтерчĕ. Юлашки çулсенче ял инфратытăмĕ çĕнелсе улшăнни арçынна чăннипех савăнтарать: халăха электричествăпа, «сенкер çулăмпа», таса шывпа тивĕçтернĕ, урамсен хушшинчи çула хытă сийлĕ тунă. Килти пахчара çăл чавтарнă.

Çемье пуçĕ хăй те, çамрăксем те /пĕчĕккисене, паллах, хальлĕхе ирĕк памаççĕ/ Интернет уçлăхне тухма пултараççĕ.

Чун киленĕçĕ

Анастасия Алексеевна Шупашкарта пурăнать. Çу кунĕсене 1988 çултанпа, дачăллă пулнăранпа, 4 сотăй çĕр çинче ирттерет. Ялта çуралса ÿснĕскер çĕр ĕçне кăмăллать. Паллах, пĕччен мар ĕнтĕ: ерçÿллĕ самантра хĕрĕсемпе мăнукĕсем тата вĕсен ачисем пулăшмашкăн пыраççĕ. Кунта кинемей хăй пĕлнĕ пек хуçаланать, пахчаçимĕç çитĕнтерет, улма-çырла туса илет, тĕрлĕ чечек ÿстерет. Ватă çынна нумай кирлĕ мар-ха, вăрман варринчи уçланкăра хăй пуçтарнă таса çимĕçпе çывăх çыннисене тивĕçтерессишĕн ытларах тăрăшать вăл, пĕчĕккисем сывлăхлă пулччăр тет.

«Дачăра чунпа канатăп, кайăк юррине итлесе киленетĕп: кÿршĕсемпе хутшăнса кăмăла уçатăп, — тет 91 çулти ветеран. — Шыраканшăн ĕçĕ тупăнсах тăрать. Помидор çулçисенчен хатĕрленĕ шĕвекпе сухана тин кăна имлерĕм. Çеçки саралма пуçларĕ вĕт».

Граждансен коммерциллĕ мар пĕрлĕхĕнчи дача участокне ял хуçалăх çыравĕ ирттерме килнĕ Алина Пушкинăна ăшшăн кĕтсе илчĕ вăл, унăн кашни ыйтăвне туллин хуравларĕ тата хăш çимĕç ăçта çитĕннине кăтартса çÿрерĕ. Патшалăх пĕлтерĕшлĕ мероприяти Раççей ял хуçалăхне аталантармашкăн витĕмлĕ мерăсем йышăнма кирлине чунпа туять вăл, çулĕсене кура мар вăр-вар та çаврăнăçуллă аслă ăру çынни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕпе Мускавран Кëнигсберга çити утса тухнăскер, Курск пĕккинчи хаяр тытăçăва хутшăннăскер тата аманнă çĕр-çĕр салтака çапăçу хирĕнчен илсе тухнăскер. Çĕршыв ирĕклĕхĕпе тĕреклĕхĕ уншăн яланах пĕлтерĕшлĕ…

Валентина СМИРНОВА.

Шупашкар районĕ.

В.КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.