Питĕ çывăх, ăнланма йывăр Сарпи
Ăна вулаканпа паллаштарма кирлĕ мар — Чăвашра кăна мар, Раççейре те, чикĕ леш енче те унăн ячĕ анлă сарăлнă. Сăввисене, поэмисене, калавĕсене, пьесисене тĕнчери чылай чĕлхене куçарнă. Вĕсем хуçин ятне вилĕмсĕрлетнĕ. Сăмахăм пирĕн ытарайми Раиса Сарпи çинчен. ЧР Профессионал писательсен, РФ Писательсен союзĕсен, Пĕтĕм тĕнчери писательсен союзĕсен пĕрлĕхĕн членĕ, Чăваш çамрăкĕсен Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми, Пĕтĕм чăвашсен Алексей Талвир ячĕллĕ преми, Фахит Карим ячĕллĕ литература премийĕн /Пушкăртстан, Пелепей/, Пĕтĕм тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен Нежип Фазыл ячĕллĕ поэзи премийĕн лауреачĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Енри хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсен ассоциацийĕн тава тивĕçлĕ деятелĕ, Пĕтĕм тĕнчери энергоинформаци ăслăлăхĕсен академийĕн эниологи профессорĕ, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне тивĕçнĕ Раиса Сарпи пирки сăмах пуçарма унăн тинтерех кун çути курнă «Созвездие любви» çĕнĕ кĕнеки хистерĕ.
Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль пикин 41-мĕш кĕнеки пулчĕ ку. Унра чăваш ашшĕпе вырăс амăшĕн юнĕ чупать. Çавăнпах-и — икĕ чĕлхепе те таса та хитре çырать. Çĕнĕ кăларăмра вара — вырăсла шăрçаланă йĕркесем. Мĕн çинчен вĕсем тата хăçан çырнисем? Ун пирки Раиса Васильевнăран ыйтрăмăр.
— Кĕнекене тĕрлĕ çулта вырăсла çырнă сăвăсене, поэмăсене, шухăшлавсене кĕртрĕм. Вĕсенчен пысăк пайĕ ниçта та пичетленмен. Пурте вырнаçаймарĕç, çавăнпа кĕр енне сăвăсен тепĕр пуххине — «Звездный парус» ятлине — кăларасшăн. Виçĕ çул каялла пĕтĕм вăя хурса, хамăн сăввăмсене, тĕрлĕ вырăнти вырăс поэчĕсем вырăсла куçарнисене, «Жажда любви» ятпа кăларнăччĕ.
— Малтанхи сăввăр хăш чĕлхепе çуралчĕ?
— Паллах, чăвашла. Вырăсла вара пуçласа шăпах хĕрĕх çул каялла Ленинградра çырнăччĕ. Мана, Чăваш кĕнеке издательствинче ĕçлекенскере, Нева çинчи хулана канма кайма путевка панăччĕ. Эпĕ, унти «Искорка» ача-пăча журналĕпе çыхăну тытаканскер, паллах, кĕрсе тухмасăр чăтаймарăм. Пĕр авторпа паллашрăм. Вăл, шăллăм сăнлăскер, мана килĕштернине туйрăм. Ун çине пăхрăм та çак йĕркесем «юхса» тухрĕç:
В памяти твоей хочу растаять
Утренним туманом над Невой...
Çав вăхăтрах çакна та палăртса хăвармалла: вырăсла çырнă сăвăсен пысăк пайĕн кун-çулĕ тĕлĕнмелле пулăмпа çыхăннă.
— Вăрттăнлăх мар тăк сăлтавне уçса парсамăр.
— 1992 çулта пичетре питĕ кÿрентернĕччĕ. Ниçта кайса кĕрейместĕп, киле çитрĕм те тÿпенелле пăхса сăхсăхса аманнă кайăк пек кăшкăратăп: «Турăçăм, мĕн кĕтет мана?» Çав вăхăтра мачча, йĕри-таврари кĕнеке шкапĕсем куçран çухалчĕç, ман çире — çăлтăрлă тÿпе. Тăр! тăр! кĕрлесе тăракан пĕр çăлтăртан çутă пайăрки анать. Чĕтренсе илтĕм, хама аяккинчен куратăп: шап-шурă кĕпепе... Хура чÿлмексене шурă сарипе тасататăп пек, анчах хам пĕрре те вараланман... Каллех чĕтренсе илтĕм — пурте хăй вырăнĕнче. Ура тупанĕнчен пуç тÿпине çити вĕри хум хăпарчĕ, куççулĕ шăпăр-шăпăр юхать. Алла ручка ярса тытрăм та çырма пуçларăм:
Я люблю тебя, планета Земля!
Ты — мой дом, ты — обитель моя.
Не хочу, не хочу, не хочу —
Расставаться с тобой не хочу!..
Çак самант ĕмĕр тăршшĕне тăсăлнă пек туйăнчĕ, сехет çине пăхрăм та — 40 минут кăна иртнĕ. Эпĕ вара 20 ытла сăвă çырнă. Вулатăп — тĕлĕнетĕп: хамах çырнă-ши, ытла та лайăх-çке. Шăпах çав сăвăсем пичетленнĕ те кĕнекере.
— Тĕлĕнтермĕш самант пирки никампа та калаçман-и?
— Тепĕр ирхинех чаплă куçаруçа Аристарх Дмитриева вулаттарса пăхтарас килчĕ. Ун патне çитиччен тата темиçе çынпа курнăçма тиврĕ, вĕсем те çурçĕр-хĕвеланăç районĕ çийĕн прожекторпа ятарласа çутатнă пек пайăрка курнă-мĕн. Сăмах май, Аристарх Иванович та асăрханă ăна. Çав вăхăт шăпах манпа пулнă самантпа пĕр килет. Сăвăсем Аристарх Дмитриева та питĕ килĕшрĕç: «Гениллĕ!» — терĕ.
— Раиса Васильевна, кĕнеке умсăмахне эсир хăвăрах çырнă. Йăлана кĕнĕ тăрăх — ун пек чухне пĕр-пĕр сумлă çынна сăмах параканччĕ.
— Тĕрĕс асăрханă. Эпĕ вара хамах çыртăм, мĕншĕн тесен ман поэзие нумайăшĕ ăнланаймасть. Хăйнеевĕрлĕ çĕнĕлĕх пур унта. Çавăнпа иккĕленÿллĕ пулма пултаракан самантсене, пурнăç çинчен шухăшланине, чăваш чăнлăхĕпе, историйĕпе çыхăннă пулăмсене хамах уçăмлатас терĕм.
Пĕлетĕр-и: мана пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă юлташсем нумай пулăшса пыраççĕ. Çывăрнă вăхăтра мар, ахаль чухнех куç умне тухаççĕ вĕсем. Сăмахран, «Ниме тăмасть пĕччен этем» сăвва Стихван Шавли вуласа тăчĕ. Кайран çапла хушса хучĕ: «Ку сăвва Иван Христофорова пар, кĕвĕ хывтăр». Ку сирĕн ĕç вĕт-ха, манăн мар тетĕп. «Çук, санăн. Пире те çапла пулăшса тăнă», — терĕ. Аслă ĕçтешĕн сăмахĕсене пурнăçларăм, халĕ асăннă юрă — Чăваш халăх артисчĕн репертуарĕнче, ăна пĕтĕм халăх юратса итлет. Валем Ахун вара леш тĕнчерен чăваш историйĕпе çыхăннă нумай информаци пачĕ.
— Чĕрĕк ĕмĕр каялла сирĕнпе пулнă асамлă самантра çырнă сăввăрсенче космос пирки асăнни те пур. «Космос пĕтĕмпех курать... Космос пĕтĕмпех курать кăна мар, Суйласа илнисене мĕн тумаллине те систерсе тăрать...» — тенĕ эсир «Я знаю: выпью кубок смерти» сăвă умсăмахĕнче. Çакăнпа мĕн каласшăн пулнă?
— Çÿлти хăватсем манăн поэзи урлă Çĕр çине информаци парса тăраççĕ. Кĕнекере çавна ăнлантарса панă. Ун пирки ăслăлăхпа çыхăннă кĕнекере тĕплĕнрех çырса кăтартăп. Тепĕр чухне çапла та шухăшлатăп: мĕн тума кирлĕ мана çак тивĕç? Ахаль çын пек пурăнас килет. Питĕ йывăр шăпа, çывăрнă чухне те сиксе тăрса çырма, этемлĕх йăнăшĕсене курса асапланма, юратура çунса хĕмленме тивет. Çав вăхăтрах ман ахаль хĕрарăм кăна пулас килмест, чăн-чăн поэт тивĕçне пурнăçлас килет. «Поэт хавхине пар, Турă», — тетĕп.
— Эсир пĕррехинче çапла та каланăччĕ: манăн чăвашла çырнă сăвăсем вунă кĕнекелĕх те пур. Мĕншĕн вырăслисене маларах кун çути парас терĕр?
— Тĕнче улшăнĕ те Чăваш çĕршывĕнче тăван чĕлхепе çырнăскерсене патшалăх кăларса памĕ-и тетĕп. Хальлĕхе пĕтĕмпех хамăн укçана яратăп. Чăвашла çырнă кĕнекене сутса укçана каялла тавăраймастăп. Манăн вара халăх патне çитермелли хайлав пайтах-ха.
— Эсир хăвăр çеç мар, çывăх çыннăрсене те — аçăра Василий Велвокай поэта, йăмăкăра Альбина Юратăва Парнас çине хăпарма пулăшнă.
— Тĕрĕсех. Аттен сăввисене пилĕк кĕнеке кăларса патăм, вырăсла куçарнă сăввисем çĕршыв тăрăх саланнă. Йăмăкăма та поэзи çулĕ çине тăма хавхалану кÿтĕм. Вăл çав сукмака такăрлатса Чăвашра кăна мар, Раççейре те, Турцире те, ытти çĕршывра та паллă пулса тăчĕ. Эпĕ унпа мухтанатăп.
Манăн поэзи династийĕ /асатте Якку Якурĕ, атте Василий Велвокай, йăмăкăм Альбина Любимова-Юрату, хĕрĕм Илемпи Бородкина, ывăлăм Рома Бородкин, мăнукăм Дима Константинов, йăмăк хĕрĕ Ольга Любимова, аппа хĕрĕ Людмила Николаева, тĕнчене вун-вун кĕнеке, пин-пин сăвăпа поэма, калав, пьеса, юрă парнеленĕ. Атте, сăмах май, 101 çул урлă каçрĕ, хăй тĕллĕн вĕреннĕ художник те. Мăнукĕсем Илемпипе Ольга — ЮНЕСКО çумĕнчи Художниксен союзĕн членĕсем. Вĕсен картинисем «Турсой» фондăн ылтăн фондĕнче упранаççĕ.
— Сирĕн тата юрăсен дискĕ темиçе те тухнă.
— Ман сăвăсемпе композиторсем 300 яхăн юрă хывнă. Лариса Быренковăпа уйрăмах нумай ĕçлерĕмĕр. Людмила Кинерпе тăватă кĕнеке кăлартăмăр. Хăй вăхăтĕнче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусствăсен факультетĕнче ĕçленĕ çулсенче, çамрăк музыкантсемпе чылай юрă хывнă. Аня Горюнова, Вика Захарова питĕ пултаруллă, вĕсем эпĕ пулăшнипе юрăсен дискĕсене те кăларма пултарчĕç. Викăпа Аня ман пьесăсемпе мюзиклсем çырчĕç.
Унсăр пуçне тепĕр чух хам та кĕвĕ-çемĕ авăрне путатăп. Турă мана ку енĕпе те кÿрентермен иккен. Хамăн сăвăсемпе çырнă юрăсене чăвашла тата вырăсла нотăпах пичетлесе кăлартăм.
— Раиса Васильевна, эсир — тивĕçлĕ канура, анчах кану мĕнне пĕлместĕр, университетра студентсене тăван литературăпа, культурăпа, йăла-йĕркепе çывăхлатрăр, халĕ акă хăвăрăн бизнеса аталантаратăр.
— Бизнес мар ĕнтĕ, ку — манăн лаборатори. Икĕ çул каялла автовокзал çуртĕнче суту-илÿ лаптăкĕ туянтăм. Тавар сутса укçа тăваймастăп, анчах çак вырăн маншăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ унта пултарулăхпа ĕçлетĕп: компьютерпа сăвăсем наборлатăп, малтанхи произведенисене пичете хатĕрлетĕп. Иккĕмĕшĕнчен, халăх çÿренĕ вырăнта ларнăран унăн шухăш-кăмăлне туйса тăратăп, пĕлĕшсем килсе çÿреççĕ, пĕр палламан çынсемпе хутшăнатăп. Çакăнтах туçи çармăс журналисчĕпе, писателĕпе Ипполит Лобановпа паллашрăм, çыхăнусем йĕркелесе ятăмăр. Эпĕ вĕсен хаçатĕнче «Мы, писатели, за дружбу» статья пичетлерĕм. Йошкар-Олара, республикăри ачасемпе çамрăксен библиотеки йĕркеленипе, çармăс çыравçисемпе тĕлпулу ирттертĕмĕр.
Виççĕмĕшĕнчен, кĕнекене çĕнĕ пурнăç паратăп.
— Ытти япалапа пĕрлех кĕнеке сутнăран та çапла калатăр пулĕ.
— Хамăн кăна мар, ытти çыравçăн кĕнекисем те пур кунта. Хăшĕ-пĕри кивелнисене те килсе парать. Йышăнатăп. Пĕррехинче пĕр пикене Акцыновсем çинчен çырнă кăларăмпа савăнтартăм. Вăл ăна темиçе çул шыранă-мĕн. Библиотекăсенче те тупайман. Чуна çÿçентермелли те сиксе тухать. Пĕр хĕрарăм çапла лаплаттарса хучĕ: «Кунта кивĕ кĕнекепе сутă тăваççĕ, эпĕ унпа мунча хутатăп». Вăй пĕтсе кайрĕ вĕт.
— Халăх кĕнеке туянать-и?
— Вулаççĕ, уйрăмах çулçÿревре.
— Поэт тивĕçĕ мĕнре?
— Турă панă шухăшсене хăйĕн асапĕ, сăвă йĕркисем урлă халăх патне çитересси, обществăна йĕркеллĕ аталанма, çутлăха туртăнма пулăшасси, пурнăçра лайăх çынсем ытларах пулнине ĕнентересси. Эпĕ шанатăп: ырă çынсем ытларах. Çак шухăшпа, ĕмĕтпе пурăнатăп.
Хам пурăннă чухне сăввăмсене пĕчĕк тиражпа та пулин кăларса хăварас килет. Хăçан та пулсан, тен, пуян чунлă, ман поэзие юратакан çынсем вĕсене пысăк тиражпа пичетлĕç. Шанатăп.
— Çапла пуласса эпир те шанатпăр.
Надежда СМИРНОВА калаçнă
Комментари хушас