СИПЛЕВРЕ ПЫСĂК ОПЫТ ПУХНĂ СПЕЦИАЛИСТ
Республикăри ачасен клиника больницинче сиплевре пысăк опыт пухнă специалистсем ĕçлеççĕ. Вĕсен йышĕнче аслă квалификаци категориллĕ тухтăра, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачне Б. Харькова уйрăмах палăртмалла. Борис Николаевич — оториноларингологи тата янах шăммипе пит хирургийĕн уйрăмĕн заведующийĕ, республикăри отоларингологсен ассоциацийĕн членĕ.
Сăнӳкерчĕке больница сайтĕнчен илнĕ.
Комментари хушас