Вут-çулăмпа кĕрешекенсене халалласа
Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçра пурăнакансен ял уявĕ кăçал паллă пулăмпа асра юлчĕ: пушар деповĕн çурчĕ çумĕнче вут-çулăмпа кĕрешекенсене халалласа палăк уçрĕç.
— Ĕç çыннин çулталăкĕнче пушарнăйсене çапла сума суни питĕ лайăх. Уйрăмах — пирĕн ялшăн. Малашне те хамăрăн паттăрсене çапла хисеплесе пурăнар, — терĕ пушар хуралĕн ветеранĕ, Энĕшпуçăн Хисеплĕ гражданинĕ Василий Нягин. Ырă ĕç пуçаруçи — шăпах Василий Николаевич.
Палăка уçма питĕ нумай çын килнĕ: районсенчи пушар чаçĕсен ĕçченĕсем, ветерансем, çамрăксем... Палăртма кăмăллă: çак ялтан 100 ытла çын пушарнăй специальноçне суйланă, 56-шĕ офицер, нумайăшĕ орден-медале, ытти наградăна тивĕçнĕ.
Палăкăн никĕсне хывма, постамент хăпартма ял çыннисем нимене пуçтарăннă. Ĕçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Олег Иванов йĕркелесе пынă. Ăна тата нимене хутшăннă ытти хастара РФ МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Комментари хушас