Пуласлăхшăн хамăр яваплă
Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăхĕн 2016 çулхи çыравĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç. Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çурла уйăхĕн 15-мĕшĕсенче иртекен çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприяти агропромышленноç комплексĕн ÿсĕмне малашлăха тĕпе хурса уçăмлатма тата отрасльти çитменлĕхсене сирмелли стратеги йĕркелеме пулăшĕ. Ăна ирттерессипе çыхăннă ыйтусемпе Чăвашстат йĕркеленĕ пресс-конференцире асăннă тытăм ертÿçин заместителĕ Любовь Петрова хатĕрленÿ ĕçĕсем мĕнле пынипе паллаштарчĕ.
Çĕнелÿ тапхăрĕнче уйрăмах пĕлтерĕшлĕ
Кăçалхи çыравăн пĕтĕмлетĕвĕсем ял хуçалăх производствин эффективлăхне ÿстерес тĕллевпе йышăннă экономика витĕмĕн мерисене туса хатĕрлемелли никĕс пулса тăраççĕ. Çакă хальхи вăхăтра, ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансене патшалăх пулăшасси вăй илнĕ, пĕчĕк предпринимательлĕх аталаннă, ялти финанспа экономика условийĕсем, ĕç ресурсĕсен потенциалĕ, социаллă демографи лару-тăрăвĕ çĕнелсе улшăннă тапхăрта, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
«Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансем Чăвашстата отчет тăтăшах панă тата аграри секторĕнчи лару-тăру пирки материалсем пичетленнĕ чухне çырав ирттерни ытлашши пулнăн туйăнмасть-ши?» — теме пăхĕ вулакансенчен хăшĕ-пĕри. Статистсем ăнлантарнă тăрăх — унашкаллисем йăнăшаççĕ. Тулли тĕрĕслеве пысăк тата вăтам предприятисем кăна лекеççĕ. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем, уйрăм предпринимательсем, çынсен килти хушма хуçалăхĕсем, урăхла каласан, вак агропроизводительсем суйласа илнĕ тĕпчевсене çеç хутшăнаççĕ. Çав вăхăтрах Чăваш Енре пахча çимĕçĕн — 99, çĕрулмин — 85, улма-çырлан — 99, сĕтĕн 70 процентне вĕсем туса илеççĕ. Çырав ял хуçалăхĕнчи лару-тăрăва туллин сăнлама май парать. Унсăр пуçне унăн лисчĕсенче тапхăрăн паракан отчета кĕртмен ыйтусем те пур. Сăмахран, хуçалăх çĕнĕ технологисемпе усă курнипе е ăратлă выльăх усранипе, хуçалăха çĕнĕлле йĕркеленипе /ÿсентăрана чир-чĕртен тата сăтăрçăсенчен биологи мелĕпе хÿтĕленипе, тумлам меслечĕпе шăварнипе, тислĕке витерен кăлармалли система вырнаçтарнипе, биотопливо энерготытăмĕпе усă курнипе/ çыхăннисем. Кунашкал кăтартусене тапхăрăн йĕркелекен статистика тĕрĕслевĕсенче те туса хатĕрлемеççĕ. Çырав кăна аграри секторĕнчи улшăнусене, ялти ĕç тата пурнăç условийĕсене тĕрĕс сăнлама пултарать. Унăн пĕтĕмлетĕвĕ ĕç тата çĕр ресурсĕсем, акакан лаптăк, выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк йышĕ, продукцие вырнаçтарни, ял хуçалăхĕн инфратытăмĕ çинчен тĕрĕс информаци парать.
Ытлашши ыйтса тĕпчемĕç
Любовь Арвидсовна палăртнă тăрăх — çыравăн республикăри респонденчĕсен йышĕнче фермер хуçалăхĕсем — 4 пин, ялта пурăнакансен уйрăм хуçалăхĕсем — 239 пин, хуларисен — 9 пин, граждансен коммерциллĕ мар 746 пĕрлешĕвĕнчи 9780 участок.
Çĕршыв пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттермешкĕн инструкторсен 95 участокне йĕркеленĕ, вĕсене пÿлĕмсемпе, сĕтел-пуканпа, çыхăну хатĕрĕпе, техникăпа тивĕçтернĕ, Çырава 563 çыруçă хутшăнмалла. Вĕсене мультимедиа программипе усă курса ятарласа вĕрентеççĕ.
Ял хуçалăх таварĕ туса кăларакансен кашни ушкăнĕ валли уйрăмшар ыйтăм лисчĕ хатĕрленĕ. Çырав лисчĕсенче респондентсен уйрăм категорийĕ кăна хуравлама тивĕç ыйту та пур. Сăмахран, сад пĕрлешĕвĕсенче — вырăна çитме хытă сийлĕ çул пурри, хурал, акса-лартса тăвакан участок шучĕ, килти хушма хуçалăхра миçе çын пурăнни тата çĕр çинче кам ĕçлени, пахчаçимĕç çитĕнтернин тĕллевĕ кăсăклантарĕ. Ыйтусене регламента кура уçăмлăн палăртнă, çавна май ытлашши тĕпчемĕç /сăмахран, шалупа, тупăшпа, услампа, тăкакпа çыхăннисемпе интересленмĕç/.
Сирĕн пата çыруçă васкать
Ял хуçалăх организацийĕсем бланксене хăйсем тĕллĕн йĕркелеççĕ, ыттисем патне çыруçăсем пыраççĕ. Сăмах май, вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ хурава планшета çийĕнчех кĕртет, ыттисем хут çине пичетленĕ листсемпе усă курĕç.
Çырав листĕнче çыннăн ячĕ-шывне палăртмаççĕ, унти информаци анонимлă. Пухнă хыпарпа уйрăм çынна е юридици сăпатĕнче тăракана сиен кÿрес тĕллевпе усă курмашкăн саккун ирĕк памасть. Ăна налук е влаçăн ытти органне çитерме те юрамасть.
Сăмах май, хуравсене сăмах вĕççĕн пĕлтернине тĕпе хурса çыраççĕ, вĕсем чăнлăхпа пĕр килнине документпа çирĕплетмелле мар.
Кăçалхи çырав хакĕ 13 миллиард тенкĕпе танлашать: 11 миллиарчĕпе федераци шайĕнче усă кураççĕ. Юлнă суммăна регионсене параççĕ: чи малтанах укçана пÿлĕмсене тара тытмашкăн, çыхăнупа тата автомобильсемпе усă курмашкăн тăкаклĕç, çав шутранах 2016-2018 çулсенче кăтартусене пĕтĕмлетĕç.
Чăвашстата кăçалхи ял хуçалăх çыравне ирттермешкĕн 48 миллион тенкĕ уйăрса панă, унăн 92 проценчĕ вăхăтлăх персонала ĕç укçи тÿлеме каймалла.
Кăвак тĕслĕ тумранах уйăратăр
Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттермешкĕн халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелени кăна мар, çыруçăсен тумĕ те пĕлтерĕшлĕ.
Пресс-конференцире яваплă çынсен тумĕпе, вĕсене уйăрса илмелли хатĕрсемпе паллаштарчĕç. Çыруçăсем валли çутта каялла сапалакан сĕмлĕ ятарлă тăрăх çĕлесе хунă, çырав эмблеми вырнаçтарнă кăвак жилет, «ВСХП» паллăпа илемлетнĕ, хĕвелтен хÿтĕлекен уçă карттус хатĕрленĕ. Респондент патне çыруçă «Росстат» паллăллă кăвак портфельпе пырĕ. Ăна хÿтлĕхĕн темиçе степеньлĕ голограммипе паллă тунă, Росстат пичечĕпе çирĕплетнĕ официаллă документ параççĕ.
Сăмах май, çыруçăсем хăйсен участокĕсене çĕртме уйăхĕн 26-30-мĕшĕсенче çитсе вĕсенчи лару-тăрăва тепĕр хут тишкереççĕ, респондентсемпе тĕл пулса ыйтăма ирттермешкĕн меллĕ вăхăта уçăмлатаççĕ. Хуçипе курнăçаймасан çывхарса килекен мероприяти çинчен пĕлтерекен ятарлă çыру хăвараççĕ.
Çыравра пухнă информацие тĕпе хурса çĕршывăн çитес çулсенчи объективлă тата тĕллевлĕ аграри политикине йĕркелеме, ялти çивĕч ыйтусене тивĕçлипе хаклама, унти лару-тăрăва çĕнетсе улăштармашкăн эффективлă программа туса хатĕрлеме, çапла вара Раççей экономикин аталанăвне çĕнĕ варкăш кĕртме май килĕ. Çырава хутшăнакан кашни гражданин ыйтусене тĕрĕс хуравласа çĕршыв правительствине ял хуçалăх енĕпе аталанăвăн уçăмлă çул-йĕрне çирĕплетмешкĕн пулăшĕ.
Валентина СМИРНОВА
Комментари хушас