Ĕçмелли шыв тата та тасарах пулĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарпа хула çывăхĕнче пурăнакансене ĕçмелли таса шыв парса тăракан "Заовражная" станци тĕпне тасатакан сооружени комплексне уçма хутшăнчĕ.
Коммуналлă инфратытăм объектне хута яма РФ Строительствăпа çурт-йĕр хуçалăхĕн министерствин Финанс департаменчĕн директорĕ Юрий Гордеевпа Инвестици строительствин проекчĕсен фонд проекчĕн пай пуçлăхĕн заместителĕ — "Раççейри ЖКХ реформи" проект кураторĕ Виктор Шилов килнĕ.
М.Игнатьев Мускав хăнисене Чăваш Республикине тимлĕх уйăрнăшăн тата пулăшнăшăн тав турĕ. Станци тĕпне тасатса тирпейлекен сооружени комплексĕ республикăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.
— Таса шыв парса тăракан "Заовражная" станци территорийĕнче виçĕ çулта юшкăна тасатса тирпейлекен ку чухнехи комплекс туса лартнă. Шупашкарпа ун çывăхĕнче пурăнакансем ĕçмелли таса шыв илсе тăрĕç, Шупашкар шыв управне пухăнса тăракан шыв тасалмасăр тухмĕ. Тарифсем те палăрмаллах ÿсмĕç", — терĕ республика Пуçлăхĕ.
— Ку — Атăл тăрăхĕнче ĕçмелли шыва лайăх тасатакан пĕртен-пĕр проект. Унпа танлашаканни те урăх çук-ха, — палăртрĕ Ю.Гордеев комплексăн хăйнеевĕрлĕхне пахаласа.
В.Шилов М.Игнатьевпа Шупашкар хула ертÿлĕхне проекта вăхăтра пурнăçлама пултарнăшăн тав турĕ.
В.ВАЛЕНТИНОВ.