Чăваш ачи - чăвашах, чунĕ ĕçре яланах

11 Çĕртме, 2016

Шкулта кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне юрлаттаратчĕç çапла. Паян сире паллаштаракан çамрăкпа курнăçнă хыççăн шăпах çак йĕркесем асăма килчĕç.

«Ашшĕ-амăшĕ епле, ачи-пăчи те çапла», — тенĕ ваттисем. Йăх-несĕле асра тытакан çын ачи çеç аслисенчен тĕслĕх илсе ватăсене хисеплет, ашшĕпе амăшне сума сăвать, тăван халăхне юратать.

Юлашки вăхăтра чăваш халăхĕн йышĕ чакни пирки нумай калаçатпăр. Чĕлхене пĕлекен сахалланни те пăшăрхантарать пире. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкне тăван сăмахлăхпа, йăла-йĕркепе паллаштарманнипе çыхăннă çакă. Тавах, ырă тĕслĕх кăтартакан та пур-ха. Çакăн пек маттурсем çинче тытăнса тăратпăр та!

Михаил Федоров юрăçпа мăшăрĕ Надежда та, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаççĕ пулин те, ывăлĕпе хĕрне «чăвашла» çитĕнтернĕ. Çавăнпах Мишăпа Илона тăван сăмахпа хутшăнаççĕ. Тап-таса та илемлĕ янăрать вĕсен пуплевĕ. Асатте-асанне йăли-йĕркине те ачаранах ăша хывнă хĕрпе яш.

Çĕнтерÿ парачĕ

Май тупса маттур та пултаруллă çамрăкпа, «Чăваш Ен» наци радиовĕнче сасă режиссерĕнче тăрăшакан Мишăпа, курса калаçас терĕмĕр.

— Хулара пурăнатпăр пулин те атте-аннепе мĕн ачаран чăвашла калаçатпăр. Çураласса Тăвай районĕнчи Тăвай ялĕнче кун çути курнă. Эпĕ пилĕк-ултă çулта чухне çемье Çĕнĕ Шупашкара куçнă. Апла пулин те вырăсланман. Ачасем тăван чĕлхене пĕлесси пĕтĕмпех аслисенчен килет. Чăваш халăх историйĕпе çыхăннă пулăм-япалапа та кăсăклансах паллашатăп, — тет Михаил Павловичпа Надежда Анатольевна ывăлĕ.

Паллах, хулара ÿснĕ май юлташĕсем ытларах вырăсла калаçаççĕ. Анчах чăвашла пуплени вĕсемпе пĕр чĕлхе тупма нимĕнпе те чăрмантарман. Пушшех те — Миша ыттисене чăваш чĕлхипе килти ĕç пурнăçлама пулăшнă.

— Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ Вера Федоровна мĕнпур конкурса илсе çÿретчĕ. Тăван чĕлхепе, культурăпа çыхăннă пĕр конкурсран та юлман. Сăвă каламалли те, юрламалли те, тăван тавралăх, йăла-йĕрке, халăх историне тĕпчекенни те... Пĕринчен те дипломсăр таврăнман. Тĕрлĕ Хисеп хучĕ купипех. Йăмăкăм Илона манран икĕ çул кĕçĕн. Ăмăртусене унпа иксĕмĕр те каяттăмăр. Пĕри — пĕрремĕш, тепри иккĕмĕш вырăнсемпе таврăнаттăмăр.

Училищĕре вĕренме тытăнсан, паллах, унта тĕрлĕ районтан килнĕ çамрăксемпе туслашнă. Вĕсемпе те яланах чăвашла хутшăннă. Паян та тăван сăмахпах калаçатпăр, — тет культура училищинчен вĕренсе тухнă çамрăк.

Унта вăл музыка пĕлĕвĕ илнĕ. Вĕрентекенре тăрăшма ирĕк паракан диплом илсен тÿрех салтак атти тăхăннă яш. Çавăнпах тăван çĕршыв умĕнчи ку парăмне те татнă. Хĕсметре Мускав çывăхĕнче мото-стрелоксен çарĕнче пулнăскер 2013 çулта Кремльти Çĕнтерÿ парадне хутшăнма та тивĕçнĕ.

Мускавра — стройкăра

Салтакран таврăнсан виçĕ çул стройкăра ĕçленĕ вăл.

— Малтанах икĕ-виçĕ эрне кантăм-ха. Аттепе аннерен укçа ыйтма аван мар ĕнтĕ, мăн çын-çке халĕ. Пĕр юлташ Мускавра ĕçлетчĕ. Пĕрле чĕнчĕ. Пĕр уйăх ĕçленĕшĕн укçа аван тÿлерĕç те кунтах тăрăшрăм. Стройкăра ĕçленĕшĕн намăсланмалли те, вăтанмалли те çук. Ĕçсе çÿрени мар вĕт. Анне, паллах, ярасшăнах марччĕ. Атте ку хыпара йĕркеллех йышăнчĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенпе те пĕр чĕлхе тупнăччĕ. Укçа памасăр кÿрентермен пире. Эпир те, темиçе çамрăк, ĕçсе ĕçлемесĕр тарăхтарман. Аслисем хушăран кăштах сыпаççĕ-çке. Çавăнпах киле те канма хăть те хăçан та яратчĕ.

Çур çул каялла радиона вырнаçрăм. Мускав укçи илĕртет паллах. Анчах Шупашкартах ĕç тупмалли шухăш патне çитнĕччĕ. Аякри хула ывăнтарать, çывăх çынсемпе юнашар пулас килет. Пушă вăхăтра радиора ĕçлеме килĕшекен çамрăксене училищĕре вĕреннĕ чухнех шыратчĕç. Ĕç вăрттăнлăхĕсене тишкерме эпĕ те килнĕ кунта. Салтака кайма вăхăт çитнĕ май çеç чарăнтăм. Виктор Николаев сасă режиссерĕ ун чухнех: «Кăмăлу пулсан кил», — терĕ. Пĕлтĕрхи авăн уйăхĕнче шăнкăравларăм ун патне. Кĕтме хушрĕ. Раштав уйăхĕнче сасă пачĕ. «Ыран ĕçре пулмалла», — терĕ. Ун чухне эпĕ Мускавраччĕ. Çав кунах пĕтĕм ĕçе пăрахса килтĕм.

Хама кунта пĕрре те ĕçри пек туймастăп. Килти пекех хăтлă. Вăхăт та хăвăрт иртет. Питĕ кăсăклă. Атте ача чухнех: «Кăмăла тивĕçтерекен вырăн тупмалла. Ирпе тăрсан «каллех ĕçе каймалла» тесе ассăн сывламалла ан пултăр», — тетчĕ, — хăйне тупнине палăртать маттур каччă.

«Салтака хама хам ăсатрăм»

Паллах, икĕ Миша — асли тата кĕçĕнни — сцена çине пĕрле те сахал мар тухнă. Михаил Павлович ывăлĕпе хĕрне мĕн пĕчĕкренех юрлаттарнă. Халĕ ку йăлана пăрахăçланă ачисем. Аслинчен «çăлтăр чирĕ» ермен вĕсене. Сăмах май, Илона халĕ патшалăх служащийĕ пулма вĕренет.

— Пурнăçа музыкăпах çыхăнтарас килетчĕ-ха, анчах сцена çине тухса мар, çынна курăнман енчен. Çавăнпах ку ĕмĕт пурнăçланчĕ теме хăюллăнах пултаратăп. Сасă режиссерĕ те — пултарулăх ĕçĕ. Юрă-кĕвĕпе те çыхăннă вăл. Хăвна кăтартма анлăш пур — кăларăмсене хăвна килĕшнĕ пек илемлетме пĕр чару та çук, — палăртать яш каччă.

Мĕнле амăшĕ ачисемшĕн савăнмĕ! Надежда Анатольевна та ывăлĕшĕн хĕпĕртетех.

— Кунĕпех радио умĕнче вăл. «Михаил Федоров сасă режиссерĕ» тенине илтсен савăннине пытармасть анне. Атте, паллах, кăмăл-туйăмне пурне те кăтартмасть. Арçын-çке. Анчах эпĕ хамăн ĕçе юратнине пĕлтерсен куçĕнче маншăн хĕпĕртени палăратех, — пытармасть Миша.

Паллах, йывăрлăхсемсĕр мар. Хăть те мĕнле ĕçре те пур вĕсем. Техника та тепĕр чухне ывăнать. Пĕррехинче хит-парада икĕ сехет çурă пуçтарнă хыççăн компьютер сÿннĕрен çак ĕçе тепĕр хутчен пурнăçлама тивнĕ.

Михаил Федоров ывăлне купăс калама та вĕрентнĕ. Ку Мишăн киленĕçĕ те. Çавăнпах баянпа гитара та ĕçрех, алă айĕнчех упранаççĕ. Пушă вăхăт тупăнсанах туртса кăларать вĕсене çамрăк, чунне çывăх илемлĕ кĕвĕсем калать. Ытларах чăваш халăхĕнне килĕштерет. Хушăран хăй те çыркалать. Училищĕри оркестрта тăмра та каланă йĕкĕт.

— Салтака... хама хам ăсатрăм темелле. Юлташсем те, атте те купăс калать-ха, анчах çынсене купăс выляса хам та ташлаттартăм, — тет вăл.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ Федоровсем.

— Атте кашни ир чупать. Юр çăвать-и, çумăр-и — пурпĕр тухать. Салтака кайиччен мана та хăнăхтарнăччĕ ку йăлана. Мускава çÿреме тытăнсан пăрахăçларăм ăна. Руль умĕнче çÿренĕрен эрех-сăрапа айкашмастăп, пирус туртмастăп, — пĕлтерет Мишăсенчен кĕçĕнни.

Кун сиктерсе ĕçлет вăл. Канмалли кунсенче юлташĕсемпе тĕл пулма та вăхăт тупать, ашшĕпе концертсене çÿрет. Савнă хĕрĕпе курнăçать.

— Турă çырнине тупнă эпĕ. Таньăпа салтака кайичченех паллашрăмăр. Вăл мана хĕсмете ăсатрĕ, кĕтсе илчĕ. Шупашкарта ÿснĕскерĕн ашшĕ-амăшĕ — Элĕк чăвашĕсем. Вĕсем те хĕрне тăван чĕлхене вĕрентнĕ, ăна хисеплеме хăнăхтарнă. Савнă тусăм медицина колледжĕн 3-мĕш курсĕнче вĕренет, — çамрăк хĕрсен ăна çавăрас шухăшпа минремелле маррине палăртать маттур каччă. Часах çĕнĕ çемье чăмăртанма пултарасса та систерет.

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.