Таса тавралăхшăн тăрăшасси - пĕрлехи тивĕç
Иртнĕ эрнекун Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче Эколог тата Тавралăха хÿтĕлемелли пĕтĕм тĕнче кунĕсене халалласа савăнăçлă уяв иртрĕ.
Ăна ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Сергей Павлов уçрĕ. Министерство тăван тавралăх пуянлăхне упраса пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ, Чăваш Енри экологсен тата хăй ертсе пыракан ведомство ĕçченĕсен ячĕпе республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева экологи проекчĕсене пурнăçлама, çут çанталăка сыхлакан мероприятисене ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ.
Сергей Владимирович ырă тĕслĕх кăтартса нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансене чыслама 2014 çулта «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экологĕ» хисеплĕ ят пама йышăннине пĕлтерчĕ. Кăçал ăна Виктор Балясный /«Присурский» патшалăх çут çанталăк заповедникĕн ертсе пыракан ăслăлăх сотрудникĕ/ тата Николай Ваганин /Шупашкарти агрегат завочĕн ертсе пыракан инженерĕ/ тивĕçрĕç.
Республикăра тавралăха вараласран сыхлама биологи тасату сооруженийĕсем ĕçлеççĕ. 2015 çулта вĕсене Канаш районĕнчи Шăхасанта тата Йĕпреç поселокĕнче те хута янă. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта хĕрÿ ĕç пырать.
Çулла вăрмансенче вут тухас хăрушлăх пысăк. Вут-кăвартан сыхланас тĕллевпе министерство нумай ĕç тăвать. 2011-2015 çулсенче 2 гектартан сахалрах лаптăкра 5 хутчен тивсе илнĕ тĕслĕхсене палăртнă. Вĕсем вăрман хуçалăхне сăтăр кÿмен. Чăваш Ен ку енĕпе федерацин Атăлçи округĕнче, çавăн пекех Раççейре те чи лайăх субъектсен йышĕнче.
Çĕртмен 5-мĕшĕнче Чăваш Енре ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланнă экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленес кунсем вĕçленнĕ. «Халăха чи йышлă хутшăнтаракан тата экологи пĕлĕвĕ паракан çулленхи акци ку», — палăртрĕ министр.
Уявра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малтан ăсталăх класне çÿрекенсем çут çанталăк материалĕсенчен хатĕрленĕ алĕçпе, йăлари хытă каяша тирпейлекенсен ĕçне сăнлакан стендсемпе паллашрĕ. Савăнăçлă лару-тăрура отрасльте вăй хуракансене професси тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав турĕ. «Предприятисемпе организацисен, кашни çыннăн экологи хăрушсăрлăхĕ ыйтнине, çут çанталăка упрас саккунлăхăн нормисене çирĕп пăхăнмалла. Вара килес ăрусем пире çут çанталăк пуянлăхне вĕсем валли сыхласа хăварнăшăн тав тăвĕç», — терĕ Михаил Васильевич.
Хуласемпе районсенче тасалăхпа тирпейлĕхшĕн хĕрÿ ĕç пырать. Пĕлтĕр Çĕнĕ Шупашкарта йăлари хытă каяшсен полигонĕ тата çÿп-çапа сортлакан комплекс ĕçлеме пуçланă. Вăл — Раççейри чи лайăх виçĕ полигонран пĕри.
Экологи çын сывлăхне пысăк витĕм кÿрет. Республикăра вăрăм ĕмĕрлисем йышлă, 93-шĕ 100 çул урлă каçнă.
Ашшĕ-амăшĕн ачисене пĕчĕклех тасалăх культурине хăнăхтармаллине, ĕлĕкрен çирĕплетнĕ хаклăхсене упрамаллине, экологи хăрушсăрлăхĕ туса хумаллине палăртрĕ М.Игнатьев. «Ачасене садикренех çут çанталăка юратма вĕрентмелле», — терĕ.
Уява пухăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ, «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламларĕç, таса тавралăхшăн ĕçлесси пĕрлехи тивĕç пулнине палăртрĕç. «Хулара пĕр йывăç касрăн пулсан, ун вырăнне 4 лартмалли çинчен регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев аса илтерсех тăрать. Ăна эпир ăнăçлă пурнăçлатпăр. Урамсене ешĕллететпĕр, чечексем ÿстеретпĕр», — терĕ Леонид Черкесов.
Ĕçре палăрнисене патшалăх наградисемпе чысларĕç.
Валентин ГРИГОРЬЕВ
Комментари хушас