Михаил Каликов: Ялта пурăнаканăн выльăх усрамаллах

7 Çĕртме, 2016

Вăл хăйне тĕрлĕ ĕçре тĕрĕсленĕ. Вырăнти совхозра та тăрăшнă, каярах, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче, фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Пахчаçимĕçпе тырпул ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усранă. Яланах лайăх пурăнасчĕ, ачасене тĕрĕс воспитани парасчĕ, ĕçе юратма вĕрентесчĕ тенĕ. Ĕçлени хавхалану кÿнине те аванах чухлать Муркаш районĕнчи Шомикре пурăнакан Михаил Каликов.

«Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче вăй хунă хыççăн колхозра чуна килĕшекен ĕç пулмарĕ. Ун чухне шăпах фермер хуçалăхĕсен юхăмĕ пуçланнăччĕ. Вара эпĕ те çынсенчен юлас мар, хам тĕллĕн ĕçлесе пăхас терĕм. 1997 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелерĕм те 5 гектар çинче пахчаçимĕç ÿстерме пикентĕм... Кăçал унта курăк кăна акрăмăр-ха. «Çĕр ĕçĕ пуйтармасть те, вĕлермест те», — ĕлĕкех çапла каланă ваттисем. Питĕ тĕрĕс сăмахсем. Хам та çакна туйса ĕнентĕм. Пахчаçимĕç ÿстерни çемье бюджетне сахал тупăш кÿрет. Нухратне ытларах илес тесен çĕр лаптăкне пысăклатас, тĕллевлĕ ĕçлес пулать. Вара çут çанталăк парсан, хăв тăрăшсан тупăш илеетĕн. Калăпăр, пĕр гектар çинче çĕрулми туса илсен 5 пин тенкĕ яхăн кăна тăваятăн. Уншăн вара мĕн чухлĕ вăй хумалла. Пĕчĕк лаптăкпа ĕçленин усси çук. Химикатсене те 10 гектара сапмалăх сутаççĕ. Çурмалла пайламаççĕ. Çĕрулми лартса тапаланиччен хурала кайса кĕретĕн. Çемьепе канашларăмăр та выльăх-чĕрлĕх ытларах усрас терĕмĕр. Паян сĕтрен тупăш ытларах илме пулать. Килти хушма хуçалăхра халĕ мăйракаллă шултра выльăх пĕтĕмпе 8 пуç. Сăвакан ĕне виççĕ. Пĕлтĕр тăваттăччĕ-ха, пĕри ватăлчĕ те сутрăмăр. Вăкăрсемпе пăрусем, сыснасем пур. Чăх-чĕп йышлă. Каярах хур-кăвакал та туянасшăн-ха. Ялти çын выльăх усрамасăр епле пурăнтăр-ха ĕнтĕ? Паян усламçăсем сĕте 17 тенкĕпе туянаççĕ. Эпир пĕрисемпе килĕшÿ тунă та киле килсех илсе каяççĕ. Мана икĕ кунра 1 пин те 500 тенкĕ параççĕ вĕсем. Пĕр ĕнерен 17 литра яхăн сĕт суса илетпĕр. Пĕр уйăхра çемье бюджетне 20 пин тенкĕ кĕрет. Маншăн вăл çителĕклĕ. Кунсăр пуçне вăкăрсем самăртатпăр, пăрусем çитĕнтеретпĕр. Сысна усранин усси çук. Мĕншĕн тесен ăна тăрантарма апат нумай кирлĕ. Ăна туянса укçа-тенкĕ самай тăкакланать. Выльăх валли апат хатĕрлесси те хакла лармасть манăн. Тракторĕ те, косилки те, пресĕ те пур. Йăлтах хамăр тăватпăр», — каласа парать Михаил Алексеевич.

Михаил Каликов çемье çавăрса ялта пурăннăшăн питĕ хĕпĕртет. Шомикри, Калайкассинчи шкулсенче пĕлÿ илнĕ хыççăн вăл Шупашкарти агрегат заводĕнче слесарьте ĕçленĕ. Çав вăхăтрах каçхи шкулта вĕреннĕ. Çарта икĕ çул пулнă. Çĕрпÿри техникумра пĕлÿ илнĕ хыççăн вара «Гигант» совхоза таврăннă. Малтанах диспетчера вырнаçнă. Механикре, инженерта, тĕп инженерта вăй хунă. «Директор мĕн хушнă — пурнăçланă. Турткаланса тăман. Юлашки 20 çулта çеç эпир: «Ку ĕç мана килĕшмест», — теме пултаратпăр. Халĕ совхозĕ те çук ĕнтĕ», — пĕлтерет çемье пуçĕ.

Каликовсен хресчен фермер хуçалăхĕ хăй вăхăтĕнче аванах ĕçленĕ. Çакна Михаил Каликов тивĕçнĕ тĕрлĕ Хисеп хучĕпе Тав çырăвĕ те çирĕплетеççĕ. Районти фермер хуçалăхĕсен хушшинчи ăмăртура та пĕрре мар çĕнтерÿçĕ пулнă вăл. Анчах темиçе çул каялла Михаил Каликов фермер хуçалăхне пĕтернĕ. «Пĕчĕк фермер хуçалăхĕнче ĕçленин усси сахалрах. Пысăкки кăна тупăшлă. Нумаях пулмасть тивĕçлĕ канăва тухрăм. Мĕн тума кирлĕ мана фермер хуçалăхĕ? Ĕнисене алăпах сăватпăр. Килте кам ерçет — çавă сăвать. Хам та, мăшăрăм та, ачасем те яла килсен сăваççĕ. Çемьере эпир пур ĕçе те пĕрле тума тăрăшатпăр. Мăшăрăм Тамара Витальевна лавккара ĕçлет. Виçĕ ача пирĕн: Людмила, Светлана, Галина. Пурте Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Иккĕшĕ çемьеллĕ. Мăнукăмăр Настя, чăн-чăн хĕпĕртев пирĕншĕн», — йăл кулать кил хуçи.

Михаил Каликов вĕлле хурчĕсем те тытать. Çак ăсталăха ăна кÿрши Владимир Федоров вĕрентнĕ. Туслă та ĕçчен çемье пахчаçимĕç те, улма-çырла та, темĕн тĕрлĕ чечек те ÿстерет. Кил хуçи пĕлтĕр 5 витре ытла иçĕм çырли татни çинчен те пĕлтерчĕ. «Ялта пурăнма питĕ килĕшет. Вырăнĕ пирĕн илемлĕ кунта. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнчен Атăл курăнать... Вăйпитти арçынсем ĕçлеменни, лавкка умĕнче ÿсĕр тăни кăна кăмăла пăсать. Ĕçлесен пĕрех пулать. Пушă вăхăт çук ялта. Ĕçĕ тупăнсах тăрать. Халĕ мунча туса пĕтермелле. Шалтине вĕçленĕ-ха, тулаш енчен хитрелетмелле. Вăхăчĕ çитмест. Паян акă тислĕк кăлартăмăр. Кĕçех утă çулмалла. Мунча ĕçне пăрахса унта каймалла», — чунне уçать Михаил Алексеевич.

Каликовсем çутă малашлăха шанса пурăнаççĕ. Мăнуксене ытларах курма ĕмĕтленеççĕ. Ара, этем тени ĕмĕр тăршшĕпех хăйĕн ачисемшĕн-çке...

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.