Ачасене - тимлĕх
Çĕртме уйăхĕн пĕрремĕшĕ - Ачасене хÿтĕлемелли кун
Ача-пăча чăтăмсăррăн кĕтекен хаваслă çу кунĕсем çитрĕç. Ара, текех ирсерен сумка çакса шкула утмалла мар. Кунĕпех ирĕклĕ — выля, кул, хаваслан, компьютер та аллунта. Ашшĕ-амăшĕн, çитĕннисен вара çак тапхăрта тата тимлĕрех, яваплăрах пулмалла, ача-пăча «ирĕклĕхне» йĕркелесси йăлтах вĕсенчен килет.
20-30 çул каялла 4-5 класс пĕтерсенех колхоз уй-хирне ĕçлеме çÿреттĕмĕр. «Куршанак çыпçăннă сана» тесе шахвăртатчĕç аслисем. Çăвĕпех çитĕннисемпе юнашар тăрмашаттăмăр, ĕçе хăнăхаттăмăр. Мĕн пулсах кайманнине аслисем вĕрентсе пынă. Шкулсем ĕçпе кану лагерĕсем йĕркелетчĕç... Хаваслă хутшăну — вăййи-кулли, шÿчĕ те пĕрлехчĕ. Ачасем яланах çитĕннисен куçĕ умĕнче пулнă темелле.
Шел те, ачасен çуллахи вăхăтне йĕркелесси халĕ йăлтах çемье çине тиенет. Аслашшĕ-асламăшĕ, кукашшĕ-кукамăшĕ пурри ачасен канăвне йĕркелессине çăмăллатать тейĕпĕр. Анчах кун пек чухне яваплăх лавне вĕсен туртма тивет. Хуларан канма килекен мăнуксем вара аслисен тимлĕхне куллен «тĕрĕслĕç». Шăпах çуллахи вăхăтра ачасемпе пулакан инкексем нумайланаççĕ.
Ачасем вăхăта мĕнле ирттернине аслисен сăнаса тăмалла çеç мар, «ирĕклĕхе» йĕркелеме пулăшмалла. Кунĕ-кунĕпе компьютер умĕнче лармасть-и вăл е юлташсемпе тухса кайса мĕнпур вăхăта ирттерет?
Аслисемсĕр шыва кĕме кайма, велосипед-скутерпа асфальт çул çинче ярăнма юраманнине ачасене астутарсах тăмалла, çул, шыв çинчи асăрханулăх пирки тăтăшах каламалла.
Шăрăхра ачапчан шыва кĕрес килетех. Аслисем, ан ÿркенĕр. Шыва кĕме, пулă тытма, вăрмана, улăх-çарана çырла пуçтарма çÿрессине йĕркелĕр. Вĕсем çут çанталăк ытамĕнче пулма юратаççĕ. Йывăç-курăк, кайăк-кĕшĕк, чĕрчун пирки калаçу пуçарсан хаваспах хутшăнаççĕ, çĕннипе паллашаççĕ. Вĕсемшĕн тĕнче йăлтах çĕнĕ.
Килти ĕçе явăçтарма тăрăшăр. Пĕрле çырла пуçтарса компот вĕретесси, хĕл валли çăка чечекĕ тытса типĕтесси, утă салатса пуçтарасси йывăр ĕç мар, çав вăхăтрах çамрăк çын ĕçе хăнăхать.
Аслисем çуллахи канăва тĕрĕс йĕркелесессĕн, «куç-хăлха» пулсассăн каникул вăхăчĕ çитĕнекен ăрушăн усăллă, хаваслă иртĕ, вĕсем ÿт-пÿпе пиçĕхсе, ăс-тăнпа аталанса çирĕпленĕç.
Эльвира ИВАНОВА.
Комментари хушас