«Лайăх кăмăлпа ĕçлесен ывăнни те туйăнмасть»

17 Çу, 2016
Сар хĕвел, сар хĕвел ăшăтсассăн çĕре,
Агроном утса тухрĕ хире.
Ĕç шавне тăнласа халь чĕри ун юрлать.
Çураки çитнипе савăнать.

Комсомольски районĕнчи "Восток" хирĕсене тухсан аса килчĕç çÿлерехри юрă сăмахĕсем. Унта эпир çуллахи пек хĕвеллĕ те ăшă кун, çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче, пулнăччĕ. Хырхĕррисем вăрман хĕрринчи илемлĕ вырăнта урпа акатчĕç. Хуçалăх ертÿçи Валерий Михеев та кунтахчĕ. "Çураки те, вырма вăхăчĕ те хресченшĕн хĕпĕртев. Вĕсене яланах кĕтсе тăратăн", — çапла каласа кĕтсе илчĕç Роберт Белков, Владимир Коновалов, Алексей Пушкин, Юрий Чернов рабочисем.

"Акана ака уйăхĕн вĕçĕнче тухрăмăр. Чăн малтан пĕр çул ÿсекен курăк акрăмăр. Унтан — урпа, тулă. Ĕç кал-калах пырать. Фаина Кополухина, Елена Коновалова, Галина Морозова, Галина Петрова вăрлăха им-çамлаççĕ. Машинисчĕ — Владимир Петров. Кашни кунах 19 сехетчен ĕçлетпĕр. Елена Шиковăпа Марина Порфирьева поварсем хире кунне икĕ хутчен, кăнтăрла тата каçхине, вĕри апат илсе тухаççĕ", — пĕлтерчĕ Светлана Белкова бригадир. Светлана Викентьевна кăçал тăваттăмĕш çураки ирттерет. Маларах вара вăл фермăра вăй хунă-мĕн. Унăн бригадинче паян 20 çын тăрăшать. Ытларахăшĕ — аслă ăру çынни.

"Çураки Мăнкунпа пĕр вăхăтра килет", — теççĕ халăхра. Кăçал Мăнкун иртсен те ĕç вĕçленмерĕ-ха. "Ир акатăн — тырăллă пулатăн", — тенине яланах асра тытатпăр. Анчах кăçал çĕр час хатĕр пулмарĕ, пĕр вăхăтра пиçмерĕ. Тĕл-тĕл йĕпе вырăнсем тăратчĕç. Маларах çумăр çурĕ, анчах ăшă пулмарĕ. Унтан тăрук ăшăтса ячĕ. Эпир кĕрхи тулă — 220, ыраш 60 гектар акса хăварнă. Çурхи тулă — 306, урпа — 180, сĕлĕ 30 гектар акрăмăр. Пирĕн тата 80 гектар куккурус акмалла, 30 гектар çĕрулми лартмалла. Çĕр вăхăтра пиçсе çитменнипе тăсăлчĕ ака ĕçĕ", — ăнлантарчĕ Валерий Геннадьевич. Хирте ĕç шавĕ тăратчĕ: Борис Ивановпа Георгий Морозов механизаторсем çĕре сÿрелетчĕç. Сергей Хлебников, Юрий Белков, Сергей Коновалов культиваци тăватчĕç. Олег Никитинăн, Алексей Федоровăн, Юрий Белковăн агрегачĕсем урпа акатчĕç. Сергей Коноваловпа Юрий Салмин агрегачĕсем акнă хыççăн çĕре пусăрăнтаратчĕç.

Валерий Михеев пĕлтернĕ тăрăх, "Восток" хуçалăха тăватă ял — Хырхĕрри, Хурăнай, Вăрманхĕрри Чурачăк, Кĕтне Пасар — кĕреççĕ. Ял хуçалăх копперативĕн пĕтĕмпе 3000 гектар çĕр. Сухаласа акăнаканни 1400 гектар йышăнать. Хырхĕррисем тырпул, пахчаçимĕç туса илеççĕ, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. "Ĕне, сысна фермисем пур. Ĕлĕкхипе танлаштарсан выльăх пуçне пĕрре те чакарман эпир. Паян мăйракаллă шултра выльăх — 700 пуç ытла. Вĕсенчен сăвăнаканни — 242 пуç. Пĕр ĕнерен 14 литр сĕт сăватпăр. Сыснасем — 600 яхăн пуç. Колхозра пурĕ 70 çын ĕçлет. Кун пек йышпа ĕç тума пулать паян. Паллах, пурте ĕçе пĕлсе, юратса тата вăхăтра пурнăçласан", — шухăшне палăртать ертÿçĕ.

— Астăватăп-ха, темиçе çул каялла сирĕн хуçалăхра специалистсем çитместчĕç. Халĕ лару-тăру еплерех?

— Паян та пирĕн агроном, зоотехник, инженер çук. Йывăр ĕнтĕ. Халĕ çамрăксем специальноç илсен те яла килмеççĕ вĕт. Специалистсем çуккине пăхса тăраймастăн, ĕçе пĕрех камăн та пулсан тумаллах. Кашни ĕçе специалистсемпе канашласа, пĕрле пурнăçлама тăрăшатпăр. 18 çул хушшинче пирĕн зоотехник та, агроном та, инженер та пулнă. Вĕсенчен кăштах вĕренсе юлнă эпир. Манăн шухăшăмпа, аванах ĕçлесе пынăн туйăнать.

— Валерий Геннадьевич, йывăрлăхсене те палăртар. Мĕн ура хурать сире?

— Укçа çитменни. Укçа пулсан кризис та пулмасть. Кăçал удобрени илме йывăртарах пулчĕ. Шел те, ăна çителĕклĕ чухлех туянаймарăмăр. Хакĕсем "çыртаççĕ". Сĕрмелли-çунтармалли хыççăнах "хăвалаççĕ". Техника туянма та йывăртарах.

— Эсир лаша усрама та пăрахман пулас-ха...

— Чĕлхесĕр янаварсем — 40 пуç. Вĕсемпе фермăри ĕçсене тунă чухне усă куратпăр. Ыттисем — бригадăра. Вĕсене, тĕрĕссипе, халăх валли тытатпăр. Шел те, паян вĕсемпе усă куракан сахалрах. Çĕрулмине халĕ пурте мотоблокпа, тракторпа лартаççĕ. Эпир пĕрех лашасене пăрахмастпăр. Мĕнле пăрахатăн-ха ĕнтĕ ăна? Хресченĕн хуçалăхĕнче ĕмĕрех лаша пулнă. Ял çынни лаша кÿлме пĕлмесен, урхамаха телевизорпа е ÿкерчĕкре кăна курма пуçласан мĕнле пурнăç пулать-ха вăл?

— Вăрман çумĕнче вырнаçнă хуçалăхсенче ĕлĕкрен утар тытнă...

— Эпир çак йăлана та тытса пыратпăр. Пирĕн утар вăрман çывăхĕнче, Кĕтне шывĕ хĕрринче вырнаçнă. Вĕлле шучĕ те çителĕклех. Утарçи, Анатолий Львов, пĕлтĕр пенсие тухрĕ пулин те ĕçлет-ха. Хăйĕн ĕçне пĕлсе, юратса пурнăçлать. Пĕлтĕр те, виçĕмçул та пыл илессипе районта малтисен ретне тухма пултарчĕ. Пылне хуçалăхра ĕçлекенсене паратпăр.

— Мĕнле ĕмĕтпе пурăнатăр?

— Ал-ура çавăрса ярсан фермăсене çĕнетесшĕн, çĕнĕ техника туянасшăн. Уйрăмах сăвакан ĕне фермине çĕнĕ технологипе, ĕне сумалли ятарлă залпа куратăп эпĕ. Çамрăксене мĕнле те пулсан яла хăварма тăрăшмалла. Фермăсене çĕнĕ технологисемпе ĕçлемелле тусан унта хĕр-упраç та килме пултарать пулĕ тетĕп. Техникăна çĕнетсен яшсен те тăван хуçалăхрах ĕçлес кăмăлĕ пулассăн туйăнать... Çапла ĕçлесшĕн, пурăнасшăн тăрăшатпăр. Лайăх кăмăлпа ĕçлесен ывăнни те туйăнмасть.

— Çĕр ĕçĕсĕр пуçне тата мĕне юратса пурнăçлатăр?

— Чăн-чăн арçыннăн платник ĕçне те пĕлмелле, техникăна та юратмалла. Тата спортпа туслă пулмалла. Сывлăх пулсан, пурте пĕлетпĕр, ĕçлеме те кăмăллă, çĕкленÿллĕ. Футболла выляма çÿреме вăхăт тупма тăрăшатăп. Пĕтĕмлетерех калас-тăк, маншăн пурнăçра тĕп вырăнта — ĕç, çемье, юлташсем.

ХÇ: Материала пичете хатĕрленĕ тапхăрта "Восток" хуçалăхра çурхи ĕç шавĕ пĕрре те лăпланман. Паянхи кун тĕлне Хырхĕррисен çĕрулми лартмалли кăна юлнă.

Роза ВЛАСОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.