Усăллă, тухăçлă, тупăшлă

5 Çу, 2016

Çĕрулми «иккĕмĕш çăкăр» пулнă май ун пирки сăмах хускатасшăн эпĕ. Çак культурăра белок, С,В,А,РР,К витаминсем, кальци, тимĕр, магни, кÿкĕрт, йод, минерал тăварĕ тата ытти те пур. Беларуçра çĕрулмирен 250 ытла апат-çимĕç хатĕрлеççĕ. Тĕнчере вара ăна 300-е яхăн çимĕçре усă курни паллă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче, ун хыççăнхи йывăр çулсенче çĕрулми нумай çынна выçлăхран хăтарнă.

Халĕ «иккĕмĕш çăкăрпа» 3 млрд ытла çын усă курать. Ăна 150 çĕршывра лартса ÿстереççĕ. Чăваш Енре те самай туса илеççĕ. Кунти çимĕçе хаваспах туянаççĕ. Ахальтен мар 2009 çултанпах Шупашкарта çĕрулми куравĕ иртет. Вăл ытти регионти ăсчахсене, ертÿçĕсене, ĕçченсене «çавра сĕтел» хушшине пуçтарать.

Хальхи вăхăтра Патăрьел ?«Труд» хуçалăх%, Комсомольски ?«Слава картофелю»%, Вăрнар ?«Санары»%, Красноармейски ?«Таябинка»%, Çĕрпÿ ?«Колос»%, Муркаш ?«Ударник»%, Куславкка ?Семенов фермер%, Элĕк ?Исаев, Журавлев фермерсем% районĕсенче тухăçлă культура çитĕнтерсе пысăк тупăш илеççĕ. Элĕк районĕнчи 5 фермерăн кăна çулсерен 800-900 гектар çинче çĕрулми йышăнать. Патăрьел тăрăхĕнче кăçал унăн лаптăкне 1556 гектара çитерме палăртнă. Сухаламалли çĕрсемпе шутласан Хĕрлĕ Чутай районĕн вĕсемпе танлашма 650 гектар çинче çитĕнтермелле. Хальлĕхе вара 28 гектарпах çырлахатпăр-ха.

Унччен Хĕрлĕ Чутай районĕнче те «иккĕмĕш çăкăр» пысăк лаптăк йышăннă. Вăл колхоз-совхозсене самай тупăш кÿнĕ. 1986-1990 çулсенче районĕпе вăтамран 22,8 пин тонна тухăç илнĕ ?çулсерен%. Кайран чакма пуçларăмăр.1990 çулта вăл 15,4 пин тонна пулчĕ. Пĕлтĕр вара районти пĕр ял хуçалăх организацийĕ те çĕрулми лартман. Николай Лисаев фермер кăна 3,5 гектар хăварнă. Республика ертÿçисем темиçе çул каяллах çулталăкра çĕрулмие - 1 млн, тырра 1 млн тонна туса илме тĕллев лартрĕç. Асăннă кăтартăва çывхартма Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче те çулленех 28-шар пин тонна çĕрулмипе тырă пуçтарса кĕртмелле. Ăна валли пулăхлă çĕр çителĕклех.

Çĕрулми тухăçлă, тупăшлă пулнине «Марксист» ?1981-1990 çулсенче%, «Свобода» ?1990-1995 çулсенче%, «Аккозинское» ?1995-1998 çулсенче% хуçалăхсене ертсе пынă вăхăтри опытпа та çирĕплетсе пама пултаратăп. «Марксист» колхозра çулсерен 200 гектар çинче çак культурăна çитĕнтернĕ. Тухăçĕпе те район вăтам кăтартăвĕнчен пысăкрах пулнă. «Октябрь», Ленин ячĕллĕ, «Коминтерн» хуçалăхсем те лайăх ĕçлесе пынă. Çимĕçе çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне ăсатнă. Пĕр çулхине Кубăна та янăччĕ. Продукцишĕн укçа-тенкĕпе вăхăтра татăлнă.

Рынок тапхăрĕнче мана «Свобода», «Аккозинское» хуçалăхсене ертсе пыма тиврĕ. Ун чухне те çĕрулми, пахчаçимĕç туса илнĕ. «Свобода» колхозра 12 гектар çинче хăмла пурччĕ. Пур культура та тупăш панă. Клиентсене хамăр шыранă, тупнă. Чĕртавар Чăваш Енрен пуçласа Оренбург таранах саланнă. Халăхран «иккĕмĕш çăкăра» шурă çăнăхпа, хуратулпа, тырăпа, курăксен вăрлăхĕпе, сахăрпа улăштарса пуçтарнă, сутнă. Хуçалăхра вăй хуракансене пурне те çĕрулми, пахчаçимĕç анисене çирĕплетсе панă. Тĕп ĕçрен пушансан вĕсем уй-хирте, хăйсен лаптăкĕсенче тăрăшнă, çум курăкран тасатнă, пахчаçимĕçе сайратнă тата ытти те. Эпĕ хам та çемьепе пĕрле ана çинче тăрăшнă. Халăха шалу, тырă, çĕрулми, выльăх апачĕ панă. Асăннă хуçалăхсем хăйсен укçи-тенкипе производство объекчĕсем, обществăлла çурт-йĕр нумай тунă: ĕне ферми, гараж, арман, тырă склачĕ, правлени çурчĕ, фельдшер пункчĕ тата ытти те. Ĕçченсене çурт-йĕр çавăрма, газ кĕртме пулăшнă. Уншăн çынсем пĕр пус та тăкакланман. Эпĕ ертсе пынă «Свобода» ?1993 çул%, «Аккозинское» хуçалăхсем ?1996-1997 çулсем% ĕçри ÿсĕмсемшĕн республика дипломне тата 3 трактор илме тивĕçрĕç. Çав вăхăтра пĕрле тăрăшса вăй хунă специалистсене, ĕçченсене чун-чĕререн тав тăватăп.

Шел, халĕ районти чылай хуçалăх арканчĕ. Техника паркĕ пушанса юлчĕ, ĕç хатĕрĕсене сутса ячĕç е тимĕр-тăмăра ăсатрĕç. Паянхи лару-тăру чуна ыраттарать. Эпир йывăрлăха пăхмасăр хамăр продукцие вырнаçтарма, укçа-тенкĕ тупма пултартăмăр. Халĕ мĕн чăрмантарать? Çĕрулми патнех таврăнар-ха. Чăн та, кăçал вăл сасартăк палăрмаллах йÿнелчĕ. Анчах ялан çапла пулмĕ. Паян йÿнĕпе, ыран пысăк хакпа кайĕ. Вăхăтлăх йывăрлăхшăн уйсене мĕншĕн çĕрулмирен пушатмалла?

Эпĕ халĕ пенсионер. Килти хуçалăхра 0,10 гектар çинче 10 сорт ытла çĕрулми çитĕнтеретĕп. 2009 çултанпах Шупашкарти çĕрулми куравне хутшăнатăп. Унтан çĕнĕ сортсем туянатăп. Кăçал та 4 сорт илтĕм. Вăрлăха пахчара çитĕнтеретĕп. Тухăç лайăх пулсан ăна малалла ытларах та лартăп.

Иван Никифоров,

ЧР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.